Социаллă пенсисем ÿсеççĕ
4 Apr, 2016

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче патшалăх тивĕçтерекен пенсисем, çав шутра социаллисем, пенсионер ĕçленипе-ĕçлеменнине шута илмесĕр, пурин те хушăнаççĕ.

Ака уйăхĕнче çавăн пекех Раççей Федерацийĕ умĕнчи курăмлă çитĕнÿсемшĕн тата тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн хушма пурлăхпа тивĕçтернин тата социаллă пенси суммине тĕпе хурса палăртнă тÿлевсен виçисем те пысăкланаççĕ.

Чăваш Республикинче патшалăх тивĕçтерекен пенсисене — 27,3 пин çын, вĕсенчен 26 пинĕ социаллă пенсисем — илсе тăрать. Вĕсене çавăн пекех инвалидсене тата вăрçа хутшăннисене, вилнĕ çар çыннин ашшĕ-амăшне, блокадăри Ленинградра пурăннисене тата граждансен ытти категорине параççĕ.

Социаллă пенсин вăтам виçи пирĕн республикăра 290 тенкĕ ÿссе 7,5 пине çитет. Сусăр ачасемпе пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен социаллă пенсийĕ 460 тенке яхăн хăпарса 11,9 пинпе танлашать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен — икĕ пенси илекенсен — вăтамран 500 тенкĕ пысăкланса 31,3 пин пулать.

Валентина СМИРНОВА.

 

Валентина СМИРНОВА