Сочири тĕл пулусем

23 Авăн, 2014

Инвестицисене - симĕс çутă

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери XIII инвестици форумĕн "Раççей Европăпа Ази хушшинче: паянхи условисенчи çĕнĕ регион политики" темăпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

Чăваш Ен проекчĕ - чи лайăххи

Форума пухăннисен умĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тухса калаçнă. Вăл Раççейĕн экономикăпа политика лару-тăрăвĕнчи пысăк улшăнусене палăртнă. Стратеги шайĕнчи ĕçтешсем улшăнаççĕ, çĕнĕ рыноксем йĕркеленеççĕ. Азири çĕр-шывсемпе - Китайпа, Японипе, Индипе - тытакан хутшăнусем çирĕпленеççĕ. Çак лару-тăрура хамăр çĕр-шыв бизнесĕ тĕп тĕрев пулса тăмалла.

Чăваш Ене илес тĕк - республика хамăрăн ял хуçалăх производствине пулăшас тата аталантарас, импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Чăваш Ен Китайпа пĕрлехи проектсене пурнăçлать. Вĕсенчен пĕри, республикăн апат-çимĕçпе çыхăннă хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕскер, агропарк строительстви. Нумаях пулмасть ют çĕр-шыв инвестицийĕсене пулăшмалли саккун проектне йышăннă, вăл чикĕ леш енчи компанисене хăйсен çĕнĕ проекчĕсене Чăваш Енре пурнăçлама май парĕ.

Лару хыççăн "Обязательствăсене мĕнле пурнăçламалла, ăнăçу мĕнле тумалла" темăпа дискусси пулнă, ăна Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец ирттернĕ. Социаллă сфера аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе явнă. Калаçăва хутшăннисем Раççейĕн социаллă тытăмне йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывнă Александр Починок опытне аса илнĕ. Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программин конкурсĕн кăтартăвĕсем тăрăх паракан преми шăпах унăн ячĕллĕ.

Чăваш Ен çак конкурса "Лекотека - вăйă территорийĕ" проектпа хутшăннă. Ку - аталану енĕпе чăрмавсем пур ачаллă çемьесене психологипе педагогика енĕпе пулăшмалли тытăм. Ольга Голодец пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин проекчĕ "Çынлăх" номинацире чи лайăххи тесе йышăннă, ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева çĕнтерÿçĕ дипломне панă.

Асăннă проекта 2012 çулхи авăн уйăхĕнче пурнăçлама тытăннă, икĕ хут тăснă, халĕ вăл яланхи йĕркепе ĕçлет. Çак тапхăрта проекта 800 ытла ачана явăçтарнă, 700 ытла ашшĕ-амăшне вĕрентнĕ.

Банкпа алла-аллăн

Çав кунах Пĕтĕм тĕнчери "Сочи-2014" инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Перекет банкĕн правленийĕн председателĕ, президенчĕ Герман Греф банкпа республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Документра палăртнă тăрăх - Перекет банкĕ Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене, пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программăсене хутшăнĕ, индустрипе инноваци инфратытăмне, агропромышленноç комплексне, энергетикăна, çыхăнупа телекоммуникаци тытăмĕсене, транспорта аталантарма тĕрев парĕ. Чăваш Ен территорийĕнче наукăпа тачă çыхăннă, пысăк технологисене тĕпе хуракан инвестици проекчĕсене пурнăçлама палăртнă.

Килĕшĕве алă пуснă хыççăн журналистсем унăн усси пирки ыйтнине хуравласа Герман Греф Чăваш Ен кризис тапхăрĕнче ипотекăна субсидилемелли опытпа усă курнă пирвайхи регионсенчен пĕри пулнине аса илтернĕ: "Çак опыт хăйне тÿрре кăларчĕ, эпир федерацин мĕн пур субъекчĕпе çавнашкал килĕшÿсем тума пуçларăмăр. Çавна май çурт-йĕр туянассин тытăмĕнче ипотека тÿпи 10-11-тен 30-35% таран ÿсрĕ. Перекет банкĕ Чăваш Ен Правительствипе нумай çул çыхăну тытса тухăçлă ĕçлет, çак килĕшÿ регион аталанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп".

"Кунашкал килĕшÿсем бизнес аталанăвне тĕревлеççĕ, Перекет банкĕн клиенчĕсене ыранхи куна шанма май параççĕ. Экономикăн чăн секторĕн аталанăвĕ пирки чылай калаçатпăр. Чăваш Енре Перекет банкĕн кредит портфелĕнчи 60,2 млрд тенкĕрен 50 млрд тенки - шăпах экономикăн чăн секторĕн тÿпи, ытти - потребительсен рынокĕн пайĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл Перекет банкĕн ертÿçине Чăваш Енпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн, ял çыннисене банкăн паха пулăшу ĕçĕсемпе усă курма май паракан мобильнăй банксемшĕн тав тунă.

Ипотека кредичĕсен процент виçине субсидиленине кура Чăваш Енре çак пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен шучĕ палăрмаллах пысăкланнă. 2011 çулта пĕтĕмпе 4,8 млрд тенкĕлĕх 5,9 пин ытла ипотека кредичĕ панă. 2013 çулта вĕсен шучĕ 9,1 пинрен иртнĕ - 10,4 млрд тенкĕлĕх. 2014 çулта та ÿсĕм палăрать.

"Чăваш Енре пурăнакансем ипотека кредичĕсене шанасси çирĕпленчĕ. Патшалăх 4% чухлĕ субсиди пани ипотека кредичĕн потребительсен рынокĕнчи хакне чакарать, çамрăк, пĕчĕк тупăшлă çемьесене хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май парать", - пĕтĕмлетнĕ республика Пуçлăхĕ.

Инçетри Севастополь çывăхланчĕ

Сочири инвестици форумĕн пирвайхи кунĕ Чăваш Ен делегацийĕшĕн чăннипех тухăçлă пулнă. Раççейĕн виçĕ регионĕпе - Севастополь хулипе, Ставрополь крайĕпе, Ямал-Ненец автономи округĕпе - тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă. Вĕсен тексчĕсем пĕрешкел теме те юрать - енсем экономика, социаллă пурнăçпа культура çыхăнăвĕсене аталантарма хатĕррине çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах кашни регион хăйĕншĕн пĕлтерĕшлĕ самантсене те палăртнă.

Севастополь хулин кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, хула правительствин председателĕ Сергей Меняйло палăртнă тăрăх - вырăс морякĕсен мăнаçлăхĕ шутланакан Севастополь Раççейĕн мĕн пур регионне çыхăнтарса тăрать. "Кунта мĕн пур халăх çыннисем, çав шутра Чăваш Ен представителĕсем служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă, пурнăçлаççĕ тата пурнăçлĕç. Севастопольте туслăха, пĕр-пĕрне пулăшассине яланах хакланă, хула çыннисем çакна паян та туяççĕ", - тенĕ вăл.

Ставрополь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Владимиров ял хуçалăхĕ енĕпе çыхăнăва çирĕплетмелли, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли çинчен каланă.

Ямал-Ненец автономи округĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Дмитрий Кобылкинпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пенсие тухнă, пурăнмалли вырăна улăштарас кăмăллă граждансене куçармалли программăна пурнăçлас енĕпе çыхăну тытса ĕçлессине сÿтсе явнă. Унашкаллисен йышĕнче Чăваш Енре çуралнисем те нумай. Унсăр пуçне республикăри электротехника кластерĕн предприятийĕсем нефтяниксемпе газовиксене пĕчĕк вольтлă аппаратурăпа, РЗА хатĕрĕсемпе, ытти электротехникăпа тивĕçтереççĕ.

Килĕшÿсене алă пуснисем регионсен тачă çыхăну тытса ĕçлемелли майсем анлине палăртнă.

Тепĕр кунне Михаил Игнатьев тата РФ промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров ЧР Министрсен Кабинечĕ тата асăннă министерство тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. "Килĕшÿ пирĕн министерствăна тата Чăваш Ене çĕнĕ индустрисене аталантарас, пысăк технологисене тĕпе хуракан производствăсем, çĕнĕ пердприятисене укçа хывакан инвесторсене хавхалантаракан механизмсем йĕркелес енĕпе пулăшасса шанатпăр", - тенĕ Денис Мантуров.

Çав кунах тепĕр килĕшÿ те çуралнă - ăна Крым Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Аксеновпа алă пуснă. Документ Чăваш Ен тата Крым правительствисем суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе килĕштерсе ĕçлессине çирĕплетет. Сергей Аксенов Чăваш Ен халăхне Крыма куçăм тапхăрĕнче тĕрев панăшăн тав тунă. Документа алă пуснă хыççăн регионсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕрне парнесем панă.

Рейтинг - чăн хаклав

"Сочи-2014" форум программипе килĕшÿллĕн шăмат кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççейри ЖКХ" уйрăм çынсем инвестици хывмалли çĕнĕ условисем" дискуссие хутшăннă. ЖКХна çĕнетмелли инвестицисене сÿтсе явма Раççей Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Козак, строительствăпа ЖКХ министрĕ Михаил Мень хутшăннă.

Тĕл пулура палăртнă тăрăх - çĕр-шывра çак отрасльте шанчăклă та тупăшлă бизнес тытса пымалли нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ. Кăçалхи 9 уйăхра ЖКХ сферине 330 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнă. 2014 çулта ăшăпа, электричествăпа, шывпа тивĕçтерес енĕпе 31 концесси килĕшĕвне алă пуснă.

Дмитрий Козак отрасле уйрăм çынсен инвестицийĕсене явăçтарма Правительство пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ, вĕсем тавлашма пăрахса регионсен тата муниципалитетсен шайĕнче чăн ĕçе кÿлĕнмешкĕн май параççĕ. "Тухăçсăр пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă предприятисен пурлăхне концессие памалли графиксене пурнăçламалла", - татăклăн каланă вăл.

Çав кунах Михаил Игнатьев рейтинг комитечĕн уçă ларăвĕнче пулнă, унта РФ субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн пилот тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Ларăва Стратеги пуçарăвĕсен агентствин эксперчĕсем, Раççей регионĕсен ертÿçисем, бизнесменсем хутшăннă, Мускаври "Сколково" шкул ректорĕ Андрей Шаронов ертсе пынă.

Рейтингăн пилот тапхăрне федерацин 21 субъекчĕ хутшăннине палăртнă. Рейтингра - 54 кăтарту. Регионсене вĕсем тăрăх хакланă. Андрей Шаронов рейтингăн регионсенчи чăн лару-тăрăва кăтартмаллине, вăл субъектсен инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатмалли тухăçлă инструмент пулса тăмаллине палăртнă.

Сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак рейтинг федераци субъекчĕсене хăйсен вăйлă та хавшак енĕсене объективлă хаклама пулăшни çинчен каланă. "Чăваш Енĕн çут çанталăкăн пысăк ресурсĕсем çук. Тĕп вырăнта - çынсем, ăс-хакăл капиталĕ. Çавăнпа инвестицисене çыншăн хыватпăр", - тенĕ вăл.

Бизнеса ура хуракан административлă чăрмавсем пирки сăмах пуçарнă май Михаил Васильевич предпринимательсем ирĕк паракан документсем илес енĕпе йывăрлăх пурришĕн кăмăлсăрланни пирки каланă. "Çак тытăм туллин йĕркеленмен. Хăш-пĕр полномочие регионсен шайне хăюллăнах пама пулать", - тенĕ вăл Чăваш Ен инвестици климачĕн наци рейтингне хутшăнма хатĕррине палăртса.

"Хĕвел" тата ыттисем

Протоколпа пăхнă мероприятисемсĕр пуçне Михаил Игнатьев Сочире РФ Правительствин членĕсемпе тĕл пулусем ирттернĕ, республикăна пырса тивекен ыйтусене сÿтсе явнă.

Энергетика министрĕпе Александр Новакпа курнăçнă май Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" ОООра хĕвел модулĕсен производстви пирки калаçнă. Çавăн пекех электротехника промышленноçĕн аталанăвĕ пирки сăмах пуçарнă. ЧР Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - импорта хамăрăн продукципе улăштармалли политикăна тĕпе хунă май Шупашкарти предприятисем потребительсене паха электротехника продукцийĕпе тивĕçтерме хатĕр, вăл чикĕ леш енчи тĕнчипе паллă компанисен таварĕсемпе те тупăшма пултарать. Александр Новак çывăх вăхăтра Чăваш Ене килме шантарнă.

Михаил Игнатьев строительство министрне Михаил Мене республикăра граждансене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăна мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Пĕрремĕш тапхăрта Чăваш Ен хăйĕн обязательствисене туллин пурнăçланă, ку енĕпе Раççейĕн чи лайăх регионĕсен шутне кĕнĕ. Иккĕмĕш тапхăрта аукционсем ирттернĕ, подряд организацийĕсемпе контрактсем тунă, çурт-йĕр çĕклеççĕ. Тĕслĕхрен, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Канашра кивĕ çуртсенчен куçарнисене 65 хваттерлĕ çĕнĕ çурта кĕме уçăсем панă. 2015 çул валли укçа палăртса хунă. Михаил Васильевич çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанипе паллаштарнă, халĕ капиталлă юсав фондне йĕркелемелли процесс вĕçленсе пыни çинчен пĕлтернĕ.

Республика çавăн пекех федерацин "Раççей çемйи валли - çурт-йĕр" программине пурнăçлама хастар хутшăнать. Унпа килĕшÿллĕн строительсене инженери инфратытăмне тума эконом-класс йышши çурт-йĕрĕн кашни тăваткал метрĕшĕн 4 пин тенкĕ компенсаци тÿлеççĕ. Çак программăпа Шупашкарти "Гремячево" микрорайонта çурт-йĕр çĕклеме палăртнă.

Транспорт министрĕпе Максим Соколовпа Михаил Игнатьев çул-йĕр аталанăвĕн ыйтăвĕсене, федерацин М-7 трассине реконструкцилессине сÿтсе явнă. Максим Соколов 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне федерацин республика территорийĕнчи пĕтĕм çулĕ 1В категорие тивĕçтерессине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех 2016 çулта Сăр урлă тепĕр кĕпер хывма пуçлассине шантарнă, Шупашкарти Мускав кĕперĕн строительствипе реконструкцийĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

 

Д.ВАСИЛЬЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.