Сочири инвестици форумĕ: пысăк шайри тĕлпулусем

6 Юпа, 2015

Импорт вырăнне - хамăрăн продукци

Октябрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Сочи-2015» инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительствăн импорта улăштарас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн Дмитрий Медведев премьер-министр ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăннă.

Çак комиссие федерацин, Раççей субћекчĕсен ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен патшалăхăн импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă патшалăх политикине тытса пыма туса хунă. Ларăва хутшăннисем - федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, регионсен пуçлăхĕсем, бизнес-пĕрлĕх представителĕсем - федераци субћекчĕсен импорта улăштарас ĕçри пĕлтерĕшне, комиссин ĕç планне сÿтсе явнă.

Правительство пуçлăхĕ Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх - федераци тата регионсен шайĕнче промышленноçа пулăшмалли механизмсене туса хунă ĕнтĕ. «Регионсем вĕсемпе усă кураççĕ, çавна май пĕр-пĕрин ăнăçлă опычĕпе паллашни, чи лайăх тĕслĕхсене тиражлани пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Ене илес-тĕк - импорта хамăрăн продукципе улăштармалли патшалăх политики республикăра ăнăçлă пурнăçланать. Тивĕçлĕ «çул-йĕр карттине» çирĕплетнĕ. Промышленноç предприятийĕсем чикĕ леш енчен кÿрекен чĕртавара, комплектламалли хатĕрсене Раççей аналогĕсемпе улăштараççĕ. Республика территорийĕнче ĕçлекен производствăсене анлăлатас, çĕннисене уçас тĕллевлĕ инвестпроектсем пурнăçланаççĕ.

Пулăшу - хресчен валли

Шăматкун Сочире Михаил Игнатьев федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен темиçе ертÿçипе тĕл пулнă.

Ялхуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа кĕске вăхăтлăха тата инвестици шучĕпе илекен кредитсен процент виçин пĕр пайне патшалăх енчен субсидилемелли хушма кредитсем уйăрмалли майсене сÿтсе явнă. Михаил Васильевич министра Чăваш Енри ялхуçалăх таварĕ туса илекенсене патшалăх енчен кÿрекен пулăшу калăпăшне пысăклатнăшăн тав тунă: 2015 çулта республикăна кредитсен процент виçине саплаштармашкăн федерци бюджетĕнчен 677 млн тенкĕ ытла /2014 çулхипе танлаштарсан - 156,5:/ пама палăртнă. Асăннă енĕпе хушма укçа кирлĕ, мĕншĕн тесен субсидисемпе çыхăннă парăм виçи çуллен пысăкланса пырать. Александр Ткачев ыйтăва тимлĕ тишкерме сăмах панă.

Промышленноç тата суту-илÿ министрĕпе Денис Мантуровпа сÿтсе явнă тема - Чăваш Енре импорта хамăрăн продукципе улăштарас ыйтусем. Ку енĕпе ятарлă «çул-йĕр карттине» хатĕрленĕ, чи малтан пурнăçламалли ĕçсене палăртакан ĕç ушкăнне туса хунă. Чылай предприятире импорт вырăнне хамăрăнне туса кăларма, чикĕ леш енчен кÿрекен чĕртавара пăрахăçласа хамăрăннипе усă курма пуçланă та ĕнтĕ. Ку вара - пĕчĕкрех тăкаксем, хушма ĕç вырăнĕсем тата тупăш.

Денис Мантуров республикăра импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă политикăна ăнăçлă пурнăçланине палăртнă. Çавăн пекех вăл Чăваш Енри организацисем Промышленноç аталанăвĕн фондне тăратнă заявкăсене тĕплĕ тишкерме шантарнă.

Министрсемпе калаçнă

Сочире пулнă май Михаил Игнатьев федерацин влаç органĕсен тата пысăк бизнес представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

РФ ĕçлев министрĕпе Максим Топилинпа курнăçса халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республика Правительстви ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест.

Тĕлпулу кăтартăвĕсем тăрăх республикăн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли программине пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 56 млн тенкĕ куçарасси çинчен калаçса татăлнă. Программăпа килĕшÿллĕн ĕçсĕр юлас хăрушлăх пур 1200 çынна çĕнĕ профессисене вĕрентĕç, 1000-рен кая мар çын валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕ йĕркелĕç.

РФ вице-премьерĕпе Ольга Голодецпа Чăваш Енĕн социаллă сферин аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ. Ольга Голодец республика ăнăçăвĕсене палăртнă, Чăваш Ен Пуçлăхне социаллă ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă. Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ хушнине пурнăçласа Чăваш Ен территорийĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденисене тĕрĕслени çинчен каласа панă, вĕсем тĕлĕшпе малашне те тимлĕ пулма шантарнă.

Михаил Васильевич Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа калаçусем ирттернĕ, бюджет дефицитне саплаштармалли дотацисен ыйтăвне сÿтсе явнă. Региона пулăшмалли мерăсем йышăнмашкăн министр тĕплĕ шутласа палăртнă аргументсене тата çĕнĕ бюджет параметрĕсене пама ыйтнă.

Михаил Игнатьев çавăн пекех «Газпром» ПАО правленийĕн председателĕпе Алексей Миллерпа курнăçнă, тĕлпулура Атăл леш енне газификацилемелли программăна пурнăçламалли ыйтусем тĕпре пулнă.

Инвестици форумĕн пĕрремĕш кунĕн ĕçлĕ программи вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ, республикăн официаллă делегацийĕ Сочири медиацентрта вырнаçнă куравпа паллашнă. Ку экспозици форум историйĕнче чи пысăкки: тĕнчери 40 çĕршыв хăйсен проекчĕсене тăратнă.

Кун йĕркинче - ЖКХ ыйтăвĕсем

Эрнекун Михаил Игнатьев «Çĕнĕ ЖКХ - патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн ăнăçлă опычĕ» мероприятие хутшăннă.

Пухăннисем ЖКХн çĕнĕ условисенчи ĕçĕн кăтартăвĕсене хакланă, регионсем çак сферăна инвесторсене явăçтарассипе çыхăннă ĕçе тишкернĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен опычĕ те курăмлă: патшалăх тата уйрăм çынсем алла-аллăн пуçарнă проектсем пурнăçланаççĕ. Чи ăнăçлисенчен пĕри - ТБО полигонĕн строительстви. Вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районĕнче хытă каяшсене утилизацилес ыйтăва татса пама кирлĕ. Çĕнĕ Шупашкарти полигона тума 2010 çултанпа 198 млн тенкĕ ытла хывнă. Тĕп строительствăпа монтаж ĕçĕсене пĕлтĕр вĕçленĕ. Хальхи вăхăтра каяшсене сортлакан комплекс строительстви вĕçленсе пырать, оборудование монтаж тăваççĕ.

Награда - ĕçе хаклани

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Сочире РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен А.П.Починок ячĕллĕ премие çĕнсе илмелли конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Ачасем тăлăха тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юласран сыхланса пурнăçламалли профилактикăпа çыхăннă номинацире Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн «Шанчăк сăпки» программине пурнăçланăшăн Чăваш Ен Правительстви Диплома тивĕçнĕ. Раççей министрĕ Михаил Абызов кăçал конкурса Раççейĕн 70 субћекчĕ 143 заявка панине пĕлтернĕ. Ольга Голодец çак конкурсри çĕнтерĕве «халăх ырласа хакланипе» танлаштарнă.

Раççей патшалăх социаллă университечĕн ректорĕ Наталья Починок Диплома ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева панă май çапла каланă: «Чăваш Республики Пĕтĕм Раççейри регионсен социаллă аталанăвĕн программисен конкурсĕн чи пысăк наградине иккĕмĕш хут илнипе чăннипех мăнаçланатăп!»

Михаил Васильевич республика Правительствин, социаллă отрасль ĕçченĕсен ĕçне çапла пысăка хурса хакланăшăн тав тунă, патшалăх социаллă тĕллевсене тĕпе хунă май регионта тăваттăмĕш çул демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине, нумай ачаллă çемьесем йышланнине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа Наталья Починок çапла каланă:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă сфера тĕлĕшпе питĕ тимлĕ. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ - унăн команди регионăн социаллă тĕллевĕсене тĕпе хуни. Кунта вара - çак самантра татса памалли нумай ыйту: тивĕçлĕ инструментсем йĕркелемелле, социаллă ыйтусемпе ĕçлекен организацисене аталантармалла, бизнеса социаллă проектсемпе ĕçлеме хавхалантармалла. Çакă чи малтанах субћект ертÿçинчен килет. Çитес çул та республика Правительстви интереслĕ проектсемпе савăнтарасса шанатăп. Пĕлтĕр палăртнă проектсем вара ытти регионта хунавсем пачĕç ĕнтĕ.

Палăртни вырăнлă: «Шанчăк сăпки» проекта асăннă реабилитаци центрĕ 2007 çулта хатĕрленĕ. Унăн тĕллевĕ - йывăр лару-тăрури хĕрарăмсене, çемьесене пулăшасси. Ăна пурнăçланă май 2014-2015 çулсенче вун-вун хĕрарăмпа çемьене тĕрлĕ енĕпе пулăшнă.

Ÿсĕм çулĕпе

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев инвестици форумĕн пĕрлехи «Ÿсĕм патне таврăнмалла. Раççей стратегийĕ» ларăвне хутшăннă. Унта РФ Правительствин членĕсем, федераци субCекчĕсен ертÿçисем, çĕршыври тата чикĕ леш енчи компанисен представителĕсем пухăннă.

Ларура сăмах илнĕ май РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев çĕршыв экономикине аталантармалли тăватă çул-йĕре палăртнă. Çав шутра - инвестиципе çыхăннă хастарлăх, импорта хамăрăн продукципе улăштарасси, патшалăхăн çÿллĕ шайри управленийĕ тата бюджет политики. «Шăпах çак енсемпе пирĕн чи малтанах çине тăрса вăй хумалла», - тенĕ вăл.

Чăваш Енре асăннă ыйтусем тĕп вырăнта. Чи малтанах - бюджет политикине яваплăха туйса тытса пыни. Республика Раççей Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă тĕллевсене тĕпе хурса бюджет обязательствисене туллин пурнăçлать. Иккĕмĕшĕнчен, патшалăх программисене, инвестици тата инфратытăм проекчĕсене пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлет, бюджета пуянлатасси, социаллă пурнăç, демографи тата экономика аталанăвĕн лару-тăрăвĕ шăпах çакăнтан нумай килет. Чăваш Ен мĕнпур социаллă обязательствăна пурнăçлассине тата вĕсене индексацилессине тĕпе хурать.

Ирхи апатра та - ĕç çинчен

Сочири форум вăхăтĕнче Раççей Перекет банкĕ «Диверсификаци. Суйламалли нумай пулсан та урăх альтернатива çук» ятпа ирхи апат ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Ĕçлĕ апатлану модераторĕн ролĕнче банк президенчĕ Герман Греф пулнă, унта федерацине ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем хутшăннă. Пухăннисем хăш отрасльсем Раççейшĕн ÿсĕм локомотивĕсем пулма пултарнине, экономикăна диверсификацилемелли майсене сÿтсе явнă. Сăмах илнисем палăртнă тăрăх - экономика ÿсĕмĕн çирĕплĕхĕ туса кăларакан таварсемпе пулăшу ĕçĕсен тĕрлĕлĕхĕпе çыхăннă. Ансăр специализацие суйласа илекен çĕршывсен çирĕплĕх çукки куçкĕрет. Герман Греф шучĕпе, экономикăна диверсификацилессипе çыхăннă ăнăçу патшалăхăн пахалăх тĕлĕшпе çÿллĕ шайри политикинчен нумай килет.

Чăваш Енре ĕç-пуç мĕнлерех? Экономикăна диверсификацилес ыйту пирĕншĕн те кăтартуллă. Çавна май пысăк предприятисемпе пĕрле хушма квалификаци центрĕсене йĕркелес çул çине тăнă. Чăваш Ен импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Ку енĕпе электротехника кластерĕнчи ăнăçусем курăмлă.

Шăпах электротехника тата хими отраслĕсем Чăваш Еншĕн промышленноç производствин ÿсĕмĕн локомотивĕсем пулса тăраççĕ. Электротехника промышленноçĕнче - квалификациллĕ 15 пин ытла ĕç вырăнĕ, çак отрасль 30 млрд яхăн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатать. Вăл Раççейĕн реле хÿт­лĕ­­хĕпе автоматика оборудованийĕн 30: ытла пайне йышăнать. Анчах çакă та чикĕ мар. Хĕвел тата çил энергетикин отраслĕсене аталантарни ÿсĕм çулĕпе малалла утма пулăшас шанăç пур.

Шупашкарта индустри паркне уçни пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли лайăх условисем йĕркелеме май парать. Тĕп хулари индустри паркĕнче электротехникăпа машиностроенин пысăк технологисене тĕпе хуракан 9 производствине вырнаçтарма палăртнă.

Ют çĕршывсен санкцийĕсене пула Раççейĕн ялхуçалăхĕ çĕнĕрен вăй илме тытăнни куçкĕрет. Паллах, çакăнпа Чăваш Енри аграрисен те туллин усă курмалла - вĕсемшĕн хăйсен продукцине лайăх хаксемпе вырнаçтармалли майсем уçăлаççĕ.

Ирхи апатри калаçăва пĕ­тĕмлетнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительстви регионта илĕртÿллĕ инвестици условийĕсем йĕркелес енĕпе тăрăшса ĕçлени çинчен каланă: «Бизнеспа влаç ĕçтешлĕхĕн культурине татах та çĕклемелле, çын пултарулăхĕн аталанăвне инвестици хывмалла, уйрăм çынсен бизнесĕпе çыхăннă пуçарулăха пулăшмалла. Çак ыйтусене татса пани ăнăçлă диверсификаци никĕсĕ пулĕ. Паха та çирĕп пĕлÿ илекен çамрăк çынсемпе çине тăрса ĕçлемелле - вĕсем Раççейре лайăх пурăнмалли тата ăнăçлă ĕçлемелли условисем пуррине пĕлччĕр».

К.ВОЛКОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.