Сочирен - дипломпа

11 Чÿк, 2014

Сочири патшалăх университетĕнче пултарулăх ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Унта «Общество апатланăвĕн продукцийĕсен технологийĕ» специальноçпа вăтам професси пĕлĕвĕ илекен студентсем хутшăннă. Вăл икĕ номинаципе иртнĕ: çамрăк поварсен 50 çын валли фуршет тата 100 çын валли кофе-брейк йĕркелемешкĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме хушнă. Конкурса тăратнă 44 ĕçрен 12-шĕ финала тухнă. Çак йыша пирĕн ентешсем те кĕнĕ. Юлашки тапхăрта конкурсантсем хăйсен ĕçсемпе паллаштарнă, жюри членĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. Тĕрĕслев витĕр тухса Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче вĕренекен Надежда Бронюшкинăпа Наталия Кошкина III степень дипломсене тата пысăк парнесене тивĕçнĕ. Вĕсен ертÿçисене О.Кузнецовăна, Е.Шариповăна, И.Ершовăна Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Е.АНДРЕЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.