Сочи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ
Олимп тата Паралимп вăййисен тĕп хулине Чăваш Енрен вун-вун çын çитсе курнă, 200 яхăн волонтер тата 11 судья спорт объекчĕсенче ĕçленĕ. Сочирен епле кăмăл-туйăмпа таврăннă-ха пирĕн ентешсем. Хăшĕ-пĕринпе тĕл пулса калаçма май килчĕ.
Сочие Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен 76 студент кайнă. Транспортçăсем вокзал-аэропортра хăнасене кĕтсе илнĕ, ăсатса янă, спортсменсене ăмăрту вырăнне çитме пулăшнă, автомобильсен юхăмне йĕркеленĕ. Акă 5-мĕш курс студенткине Ксения Александровăна Хĕрлĕ уçланкă ытларах кăмăла кайнă, "Питĕ илемлĕ! Тинĕсĕн вĕçĕ-хĕрри курăнмасть, çÿллĕ сăртсем чуна тыткăнларĕç. Çанталăкĕ еплерех ăшăччĕ тата. Мана уйрăмах "Çунашка" тата "Роза-Хутор" керменсенче килĕшрĕ. Хамăн та çуна çине ларса ярăнас, йĕлтĕр çине тăрса тăвайккинчен анас килчĕ. Хăçан та пулин унта тепĕр хут кайса хăмăн ĕмĕте пурнăçлатăпах”, - çунатланчĕ пике. Палăртмалла, Сочирен таврăннă студентсене институтра ăшшăн кĕтсе илнĕ, аслă шкул ертÿçисемпе ЧР Вĕренÿ министерствин ĕçченĕсем Тав хучĕсемпе тата тĕрлĕ парнепе чысланă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче вĕренекен Алексей Пантелеймонов сăрт-ту йĕлтĕрçисен "Роза-Хутор" центрĕнче тăрăшнă. Унта вăл нимĕçсемпе туслашнă. Вăл каланă тăрăх - вĕсем çав тери ырă кăмăллă та хаваслă çынсем. Паралимп вăййисен чемпионки Анна Шаффельхубер вара ăна хăйĕн хастарлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Алексейăн юлташĕ, Ксения Комарова пулас экономист ăмăртусем пуçланнине халалланă уява курнă кăна мар, ăна йĕркелес ĕçе хутшăннă, пике "Фишт” стадионта ĕçленĕ. "Чи малтанах мана кермен капмарлăхĕ тĕлĕнтерчĕ, çав тери пысăк вăл. Уяв вăхăтĕнче "Фишт” кĕрлесе тăчĕ. Çынсем керментен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа тухрĕç, вĕсен куçĕнче иксĕлми савăнăç хĕмленчĕ", - терĕ пике.
Медицина учрежденийĕсенче тăрăшакансем те тĕнчери чи пысăк пулăмран юлас темен, пĕр ушкăн Сочие çитсе спортсменсемшĕн "чирленĕ". Акă Шупашкарти республика клиника больницин врачĕ Андрей Дмитричев çапларах аса илет, "Сочире икĕ кун пурăнтăм, унтан хавхалануллă туйăмпа таврăнтăм. Малашне аса илмелĕх, ачамсемпе мăнукăмсене каласа кăтармалăх пур. Эпĕ хоккей матчĕнче пултăм, хĕрарăмсем те арçынсем пек патваррăн выляççĕ иккен. Çавăн пекех çунапа ярăнакансен тупăшăвне те сăнама май килчĕ. Олимп паркĕ вара тĕлĕнтерчĕ, пĕр кунра утса тухаймăн пулĕ. Хĕрлĕ уçланкăра уçăлса çÿрерĕмĕр, Олимп çулăмĕ умĕнче сăн ÿкерĕнтĕмĕр", - терĕ ентешĕм. Унăн ĕçтешĕ, Çĕнĕ Шупашкар хула стоматологийĕн поликлиникин врачĕн Екатерина Егоровăн та каламалли сахал мар, "Сочири тăватă кун хăйне уйрăм пурнăç, пулăмсенчен пуян пулчĕ. Чылай çынпа паллашрăм. Пирĕн çĕр-шывра та çакнашкал тĕлĕнтермĕш пурришĕн мăнаçлантăм. Конькипе чупакансен тата трамплинран сикекенсен турнирĕсене çитсе куртăм. Керлингçăсен тупăшăвне сăнама чăтăмлăх кирлĕ, çапах кăмăла кайрĕ, хамăн та выляса пăхас килет. Киле таврăнсан бассейна çÿреме тытăнтăм, "Сокол" стадионта конькипе ярăнма пуçларăм”.
"Чаплă капмар керменсем, тасалăх, ырă кăмăллă волонтерсем... Пирĕн çĕр-шывах-и ку текен шухăш та пулчĕ пуçра. Унта лару-тăру Европăри пекех. Пурте савăнăçлă, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçаççĕ", - хавхаланчĕ Çĕрпÿри интернат шкул директорĕ Геннадий Слепов. Вăл тата Çĕмĕрлери "Елочка” ача çурчĕн директорĕ Любовь Шинкаренко ертсе пынипе тăлăх ачасен пĕр ушкăнĕ Паралимп вăййисене çитсе курнă. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх - ачасем керлингпа слалом турнирĕсене сăнанă. Çĕрпÿсемпе Çĕмĕрлесем çавăн пекех Корея культурипе, наци ташшипе паллашнă, 2018 çулта Олимпиада унта иртет-çке.
Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Андрей Михайлов чылай турнирта спортсменсен тупăшăвне хакланă, тĕнчери чи пысăк ăмăртура пĕрремĕш хут ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. "Сочире Олимп тата Паралимп вăййисем пулассине пĕлсенех унта хутшăнма тĕллев лартрăмăр. 2011 çулта йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен Ханты-Мансире иртнĕ тĕнче чемпионатне кайрăмăр. Каярах - çĕр-шыв чемпионачĕ, тĕнче кубокĕ... Çак ăмăртусенче пухнă опыт Паралимпиадăра нумай пулăшрĕ. Сусăр спортсменсемпе ĕçлеме çăмăл мар. Кашни хăйне евĕр, кашнин уйрăм тĕнче, çавăнпа вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Трасса çинче вĕсем олимпçăсенчен хăюллăрах та хастартарах, пĕр вăй юлмиччен тупăшма хатĕр”, - пĕлтерчĕ йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен стадионĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ ентешĕмĕр.
Комментари хушас