Смартфон – Хĕрлĕ Чутай районне
Ĕнер «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамраксен хаçачĕн» парнин – сенсорлă телефонăн – хуçи тупăннине пĕлтернĕччĕ. Савăнăçлă хыпара Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Арайкассинчи Алексеевсем патне тÿрех çитерме май тупрăмăр. Паян ирех редакцие Зоя Родионовна ывăлĕпе Александрпа килчĕ.
Зоя Алексеева 22 çул Штанашри почта уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçленĕ. «Лаша вырăннех пулнă, хаçат-журнал, тĕрлĕ тавар сумки-сумкипе йăтнă. Ырми-канми тăрăшнăшанах çакăн пек парнене тивĕçрĕм пулĕ», - терĕ ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕскер. 7 çул каялла почтальонкăран кайнă хыççăн та вăл юратнă «Çамрăксен хаçатĕнчен» уйрăлман.
Смартфон выляса илнĕ ятпа Зоя Родионовнăна «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Алина Изман ăшшăн саламларĕç. Малашне те пирĕн хаçатсемпе туслă çыхану тытма сунчĕç.
Комментари хушас