Слива хуртланасран

Слива çимĕçĕ çулсеренех хуртланать. Ăна мĕнпе сирпĕтмелле-ши?

Слива çимĕçне икĕ тĕслĕ кăпшанкă тапăнать. Хура вĕтĕ хурт /черный сливовый пилильщик/ тата слива хурчĕ /сливовая плодожорка/. Икĕ тĕслĕхĕнче те слива çимĕçĕ çинче хура пăнчă — кăпшанкă сиенленĕ вырăн — курăнать. Слива ăшĕнчи вăрри çумĕнче кăпшанкă хурчĕ аталанать, сливăна сиенлет, хуртлă çимĕç хăвăрт тăкăнать.

Асăннă кăпшанкăсен аталану тапхăрĕ расна. Пахчара мĕнле кăпшанкă хуçаланнине тĕрĕс палăртмалла. Çакă хÿтĕлеве тĕрĕс йĕркелеме май парать.

Кăпшанкă тĕсне унăн хурчĕсенчен пĕлме пулать. Пилильщикăн хурчĕ çутă, кăштах симĕсрех сĕмлĕ е сарăрах тĕслĕ, 6-8 мм вăрăмăш, çинçерех, пуçĕ хăмăр, 6 е ытларах мăшăр ураллă, каяш хăварать, хăнкăла шăршиллĕ.

Слива хурчĕ малтан тĕксĕм шурă тĕслĕ пулать, ÿснĕçемĕн шупка, çутă кĕрен тĕслĕленет, 12-15 мм тăршшĕ.

Пилильщик сада маларах тапăнать. Ама нăрă чечек çурăличченех çеçке папкине кăшласа уçса е çеçке çурăлма пуçланă чухне çăмарта хурса хăварать. Çеçке тăкăннă чухне çăмартаран вĕтĕ хуртсем тухаççĕ, вĕсем слива ăшне кĕрсе юлаççĕ. Çак кăпшанкăпа кĕрешмелли тапхăр — нăрă çăмарта хума пуçланă вăхăт. Сливăна Кинмикс /4 мл 10 л шыва/, Алиот /10 мл/10 л/ инсектицидсемпе пĕрĕхме юрать.

Слива хурчĕн лĕпĕшĕ çеçке тăкăнса пĕтнĕ хыççăн çеç тĕвĕленнĕ çимĕç çине е çулçă айне çăмарта сапать. 7-10 кунран çăмартаран хурт тухать те сливăна шăтарса кĕрет. Чечек тăкăннă хыççăн 2-2,5 эрнерен, çак кăпшанкăран хăтăлмашкăн им-çам сапмалла. Лĕпĕшсен çăмарта сапас вăхăчĕ вăраха тăсăлать, çавăнпа йывăçсене пĕр хут пĕрĕхнĕ хыççăн 16-18 кунран тепре пĕрĕхме юрать. Маларах асăннă препаратсенех усă курмалла.

Сиенлĕ кăпшанкăна пĕтерме кĕркунне тата çулла тĕм тавра тăпрана кăпкалатни, кăпшанкăна çыпăçтаракан çилĕмлĕ «пиçиххисем» те пулăшаççĕ. Тăкăннă çимĕçсене пуçтарса тĕп тумалла, çуркунне, юр ирĕлсе пĕтнĕ-пĕтменех, йывăç-тĕм вуллине тасатса шуратмалла.

Çак ансат меслетсем сливăна «юратакан» кăпшанкăсенчен хăтăлма пулăшĕç.

Пирĕн тăрăхра çитĕнтерме юрăхлă шултра та тутлă çимĕçлĕ слива сорчĕсем халĕ çителĕклех. Слива тутлă, çемçе тата усăллă çимĕç. Лайăх тухăç паракан сортсем — «Скороплодная», «Яичная синяя», «Синий дар», «Евразия 21». Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитеççĕ. Ир пулаканнисем — «Утро», «Сверхранняя», «Опал» т.ыт.те.

«Синеглазкăна» ытларах çитĕнтереççĕ вăтам тăрăхра. Вăл сивве чăтăмлă, 3 метр çÿллĕш ÿсет. «Алексий» сорт вара лутра — 2 метра яхăн çитĕнекен тĕм. Унăн çимĕçне пуçтарма çăмăл, çурла уйăхĕнче пиçсе çитет.

«Память Тимирязева» — сарă слива. Унăн çÿллĕшĕ 3 метра яхăн. Авăн уйăхĕ тĕлнелле пулса çитет.

Сарă слива хăвăрт çимĕç памасть. Кăвак, кĕрен тĕслисем 3-4 çултан çимĕç пама пуçлаççĕ-тĕк, саррине вара 6-7 çул кĕтме тивет.

Тепĕр чухне слива сахал çимĕç парать, е пачах та памасть тенине илтме пулать. Хунав туяннă чухне сорт хăй тĕллĕн тĕвĕленекенни /самоплодный/ е тĕвĕленменнине /самобесплодный/ ыйтма ан манăр. Хăех тĕвĕленекенни пулсассăн пĕр тĕм слива çеç лартсассăн та çимĕç пулать. Хăй тĕллĕн тĕвĕленменни валли çумра тепĕр сортлă слива кирлех. Çимĕçе тытăнма пĕр вăхăтра çеçке çураканнисем пулмалла.

Улма-çырла йывăççи лайăх тухăç парасси ăна пăхнинчен, пирĕн тăрăха юрăхлинчен, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптраманнинчен нумай килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.