Слета хутшăннă

14 Çу, 2014

Хусанта çамрăксен "Волга" центрĕнче Атăлçи тăрăхĕнчи волонтерсен слечĕ иртнĕ. Ăна РФ Çамрăксен енĕпе ĕçлекен федераци агентствипе "Хусан - 2013" ĕç тăвакан дирекци йĕркеленĕ.

Мероприятире спорт ăмăртăвĕсем ирттерме пулăшасси тата ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелесси çинчен калаçнă, çак юхăмсене аталантармалли мелсемпе паллашнă. Çавăн пекех унта Мускавра 2015 çулта шывра ишес енĕпе тата 2018 çулта футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕсене ирттерме хутшăнас ыйтусене пăхса тухнă. Пирĕн ентешсенчен унта "Команда-2018" организацин регионти уйрăмĕн "Спорт мероприятийĕсем йĕркелесси" юхăм ертÿçи Оксана Викторова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтер центрĕн кураторĕ Дмитрий Александров тата Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн волонтер центрĕн ертÿçин çумĕ Ксения Александрова хутшăннă.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.