Следствин кану кунĕ çук. Праçник вара - пур!

303 çул каялла I Петĕр патша указĕпе Волконский кнеçĕн следстви канцелярине туса хунă. Взятка илни, хысна укçине вăрлани, службăри ултав — çĕнĕ тытăм çакнашкал преступленисене тĕпчессишĕн яваплă пулнă. Шăпах асăннă указа алă пуснă куна тĕпе хурса РФ Следстви комитечĕн ĕçченĕсем халь утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Тунтикун Шупашкарти Президент бульварĕнчи 6-мĕш çурта /темиçе çул "килсĕр" пулнă хыççăн СК управленийĕ тинех унта вырнаçрĕ/ вĕсене саламлама хăнасем те йышлăн пычĕç.

Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх — республикăра çулталăкăн пĕрремĕш çурринче преступленисен шучĕ ÿсни палăрать — 4% хушăннă. Эппин, следствин ĕç калăпăшĕ те ÿсет. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче СУ следователĕсем следстви умĕнхи 2,6 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсем тăрăх 827 уголовлă ĕç пуçарнă. Управлени производствинчи уголовлă ĕçсемпе çыхăннă сиен виçи те пысăк — 300 миллион тенке яхăн. Следстви йышăннă мерăсем 124 миллиона яхăн тенкĕлĕх сиене саплаштарма май панă.

СУ следователĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчеççĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республикăра çын вĕлернĕ тĕслĕхсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чакнă — 43 преступлени. Вĕсене уçса парасси — 90% шайĕнче.

Ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ — коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тĕпчесси. Кăçал çавнашкал 183 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак ретри преступленисен шутĕнче ытларах — служба вырăнĕпе усă курса улталани, коммерци енĕпе сутăн илни, взятка илни тата пани, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни. Судсене ярса панă уголовлă ĕçсемпе çыхăннă сиен виçи 40 миллион тенкĕрен те иртнĕ — ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 8 хут пысăкрах. Сиене саплаштарасси çăмăл мар, çавăнпа следстви айăпланакансен пурлăхне — хваттерĕсене, автомобилĕсене, çĕр лаптăкĕсене — арестлемелли мелпе усă курать. Çав шутра — уголовлă ĕçсен фигуранчĕсем хăйсен тăванĕсем çине куçаракан пурлăха та.

"Эпир вăл е ку преступление сирсе яраймарăмăр тăк — ăна уçса парас, айăплисене тивĕçлипе явап тыттарас тĕлĕшпе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла. Çак çул çăмăл мар, çапах пурте пĕрле вăй хурсан ĕçре ăнăçу пулатех", — ĕçтешĕсене уяв ячĕпе саламланă май пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне Александр Петрович.

СК управленийĕ хăй те нумаях пулмасть йĕркеленнĕ темелле, унăн йышĕнче ĕçлекенсем те нумайăшĕ çамрăк: йышăн çуррине яхăн пайĕн стажĕ 3 çул таран кăна-ха. Çак саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ: "Апла пулин те СК управленийĕ кĕске вăхăтра хăйĕн ĕç тухăçлăхне çирĕплетрĕ. Влаç тытăмĕсен ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ — граждансен шанăçĕ. Паян Чăваш Енре ют çĕршывсен 5 компанийĕ ĕçлет. Инвесторсем укçа хываççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем кунта хăйсен укçине вăрласа пĕтермессе пĕлеççĕ". Çак йĕркелĕхе тивĕçтерес ĕçре, паллах, СК тÿпи те пысăк.

Ĕçне кура — хисеп тата чыс. Награда чылай пулчĕ. Чыса тивĕçнисен шутĕнче — Канашри следстви пайĕн ертÿçи Алексей Журин /сăмах май, вăл ертсе пыракан пай Раççей шайĕнче чи лайăххисен шутне кĕнĕ/, Çĕнĕ Шупашкарти пай ертÿçи Максим Журавлев, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен Александр Сотников, Вячеслав Александров, Сергей Павлов, Дмитрий Самсонов следовательсем, Анатолий Беспалов следователь-криминалист, ыттисем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кашнинех алă тытса саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Следстви ĕçченĕсене çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Патшалăх Думин комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова саламларĕç, ырă сунчĕç: "Ирсерен ĕçе савăнса килĕр, каçсерен киле кăмăллă таврăнăр!" Кунне-çĕрне, кану кунĕсене пĕлмесĕр ĕçлекен следовательсемшĕн, паллах, çак сăмахсем темрен паха — куллен мар пулин те вĕсем ытларах чухне тÿрре тухчăрах.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.