Следстви пĕр ыйтăва та куçран вĕçертмест

Раççей Следстви комитечĕ йĕркеленнĕренпе кăрлачăн 15-мĕшĕнче 5 çул çитрĕ. Уяв тĕлне Шупашкарти тĕрлĕ районти следстви пайĕсем иртнĕ çул епле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç.

Мускав районĕ

2015 çулта кăна следовательсем уголовлă 182 ĕçе производствăна кĕртнĕ. Вĕсенчен 115-шне вĕçне çитернĕ, тĕрлĕ суда уголовлă 102 ĕç ярса панă. Пуçарнăскерсенчен çурри ытла йывăр тата уйрăмах йывăррисен йышне кĕрет.

Пĕлтĕр Мускав районĕнчи следстви пайне тĕрлĕ преступлени туни çинчен 652 хутчен пĕлтернĕ. Вĕсене тĕрĕслесси те ансат мар, уголовлă ĕçсене тишкернĕ евĕрех.

Следстви ирттерме халăх та хастар хутшăнать. 2015 çулта РФ СК ЧР управленийĕн «шанăç телефонĕ» 8Ÿ8352J58-05-82 урлă район пайне граждансен - 4, Интернетри йышăну пÿлĕмĕ урлă 4 ыйтăвĕ çитнĕ. Пурне те тивĕçлĕ шайра пăхса тухнă.

Граждансене куллен уйрăммăн йышăнассине аван йĕркеленĕ. Иртнĕ çул следовательсем патне 161 граждан пынă, вĕсенчен 11-шне следстви пайĕн ертÿçи, 23-шне унăн заместителĕ йышăннă.

Ленин районĕ

Иртнĕ çул тĕрлĕ преступлени туни пирки 588 хутчен пĕлтернĕ. Следовательсем 184 уголовлă ĕç пуçарнă. Преступленисен пĕтĕмĕшле тăкакне 625 миллион тенкĕпе танлаштарнă, следовательсем тăрăшнипе 426 миллион тенке каялла тавăрма пултарнă.

Çынсене вĕлернĕ е сывлăхне сиен кÿнĕ инкексене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2015 çулта Ленин районче кăна çын вĕлернĕ тата вĕлерме хăтланнă 15 тĕслĕхе палăртнă. 8-шĕ асăрханмасăр тунăскерсем.

Малтанхи çулсенче тунă преступленисене уçăмлатассипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă, сăмахран, 26 çулти йĕкĕт тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе уçăмлатнă. 2011 тата 2012 çулта 39-ти тата 20-ри хĕр-хĕрарăма çаратса мăшкăлланăшăн 8 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă ăна. Айăпланакан авланнине, пĕчĕк ачи пуррине палăртмалла.

Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçăмлатас тĕлĕшпе следовательсене паянхи çĕнĕ мелсемпе технологисем те çăмăллăх кÿреççĕ. «Суя детекторĕ» уйрăмах анлă пулăшать. 7 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă 26 çулти йĕкĕте те çак меслетпех «калаçтарнă». 53 çулти пĕлĕшĕ çухалсан хĕрарăм кун пирки право хуралĕн органĕсене пĕлтернĕ. Ара, арçын чирлемен ниçта кайма та палăртман. Тишкернĕ хыççăн арçынна çÿлерех асăннă йĕкĕт вĕлерни палăрнă.

Коррупципе çыхăннă ыйтусене те куçран вĕçертмеççĕ следовательсем. Следстви пайне иртнĕ çул коррупципе çыхăннă ĕç-пуç пирки 17 хутчен пĕлтернĕ, судсене 27 ĕç-пуçа пăхса тухма ыйту янă.

Право хуралĕн ытти органĕсемпе тачă çыхăнса Ленин районĕн следстви пайĕ Шупашкарти преступлени тăвакан ушкăнсене тупса палăртассипе те тимлĕ ĕçлет. Çапла пĕлтĕр кунашкал 5 çынран тăракан 1 ушкăна чарнă. Хăрушсăрлăх нормине тивĕçтермен продукцие çаврăнăша кĕртнĕскерсен тĕлĕшĕпе пуçарнă ĕçе малалла тишкереççĕ.

Çул çитменнисем тантăшĕсен тĕлĕшпе тунă уголовлă ĕçсене тишкересси те тĕп пĕлтерĕшлĕ. 18 тултарман хĕрсемпе яшсем тунă хăть те мĕнле йывăр тата уйрăмах йывăр преступление те следстви пайĕ тишкерет.

Акă 16 çулти яш тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе уçăмлатнă. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче вăл 9 çулти çывăракан шăллĕне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Ашшĕпе амăшĕ çак вăхăтра юнашар пÿлĕмре çывăрнă. Каччăна психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ пирки палăртнă, обществошăн хăрушлăх кăларса тăратаканскерне вăйпах сиплеме йшăннă.

Пĕтĕмĕшле Ленин районĕнче пĕлтĕр 32 çул çитмен çамрăк инкек тÿснĕ.

Следстви управленийĕнче «Ача хăрушлăхра» телефон - 8/8352/45-23-99 - талăкĕпех ĕçлет. Унта килнĕ кашни шăнкăравах тĕрĕслеççĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА

Татьяна НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.