«Сивĕ вăрçă» салтакĕсем

Ядерлă хĕç-пăшал — кирек хăш çĕршывăн, çав шутра Раççейĕн те, чи пĕлтерĕшлĕ, чи хăватлă хÿтĕлев хатĕрĕ. Вăл патшалăх хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ тата унăн хÿтĕлевçи шутланать.

Çав вăхăтрах киревсĕр тĕллевпе усă курнă ядерлă энерги вăйĕ этемлĕхе пысăк сиен кÿме пултарасси те паян вăрттăнлăх мар. А.Сахаров физик-ядерщик ядерлă хĕç-пăшалпа вăрçă хатĕрĕ пек усă курма юраманни çинчен пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Водород бомби туса хатĕрлеме хутшăннă ăсчах вăл мĕн патне илсе çитерессине питĕ лайăх пĕлнĕ. Унăн сăмахĕсен чăнлăхне çирĕплетекенни — Америкăн Пĕрлештернĕ Штачĕсем Япони хулисем çине пăрахнă бомба кÿнĕ инкекĕн виçесĕр пысăк калăпăшĕ. Этем ирĕкĕнчен тухнă атом шар кăтартнă тĕслĕх те чылай: Чажма бухтăри К-431 шывай кимми çинчи, Чернобыль АЭСĕнчи аварисем… Вĕсенче çĕр-çĕр çын сывлăхне пĕтернĕ, пурнăçне татнă. Кунсăр пуçне хăй вăхăтĕнче СССР /каярахпа Раççей/ ядерлă хĕç-пăшала тĕрĕслес ĕçе вăйлă аталантарнă. Унта каллех çĕр-çĕр салтакпа офицер, ăсчахсемпе ытти специалист хутшăннă. Радиаци витĕмне лекнĕ çынсен шутне статистика та туллин пĕлтермест, мĕншĕн тесен чылай самант паян кунччен те вăрттăнлăхра упранать.

Хальхи вăхăтра сакăр çĕршывăн — Америкăн Пĕрлештернĕ Штачĕсем /АПШ/ /1945 çултанпа/, Раççей /СССР, 1949/, Аслă Британи /1952/, Франци /1960/, Китай /1964/, Инди /1974/, Пакистан /1998/, КНДР /2006/ — ядерлă хĕç-пăшал пур. Кунсăр пуçне НАТО членĕсем шутланакан патшалăхсен /Германи, Итали, Турци, Бельги, Нидерланд, Канада/ тата союзниксен территорийĕнче /Япони, Кăнтăр Корея/ АПШ ядерлă хĕç-пăшалне тытать. Совет Союзĕ арканнă хыççăн Казахстан, Украина, Беларуç хăйсем патĕнче юлнă ядерлă хĕç-пăшала Раççее панă.

Тĕнчене ядерлă хĕç-пăшал çине урăхла куçпа пăхма Чернобыль аварийĕ хистенĕ. 1986 çул хыççăн ядерлă инкек хăрушлăхĕнчен сыхланасси çивĕч ыйту пулса тăнă.

Кун пекки те пулнă

 

Совет Союзĕн ядерлă тĕрĕслевсем ирттермелли ятарлă темиçе вырăн пулнă. Вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшли — Семипалатинск полигонĕ. Вăл Казахстанра Иртыш шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.

Ядерлă хĕç-пăшала пĕрремĕш хут шăпах унта 1949 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче тĕрĕслесе пăхнă. 1955 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче икĕ çухрăм çÿллĕшĕнчен термоядерлă РДС-37 бомба пăрахнă. 1961 çулхи юпан 11-мĕшĕнче пĕрремĕш хут çĕр айĕнче сирпĕтнĕ. 1949-1989 çулсенче Семипалатинск полигонĕнче 468 хутчен тĕрĕслев ирттернĕ, 616 ядерлă тата термоядерлă хатĕр, çак шутран 125-шĕ сывлăшра, 343-шĕ çĕр айĕнче сирпĕннĕ. Кунсăр пуçне вун-вун хутчен гидроядерлă тата гидродинамика тĕрĕслевĕсем ирттернĕ. 1949-1963 çулсенче тĕрĕсленĕ ядерлă зарядсен хăвачĕ Хиросима çине пăрахнă атом бомби хăватĕнчен 2500 хут пысăкрах. Çак взрывсене пула Казахстанăн тухăç пайĕ радиаципе вăйлă вараланнă. 1989 çулта Олжас Сулейменов общество деятелĕ «Невада-Семипалатинск» юхăм йĕркеленĕ, унта пĕтĕм тĕнчери ядерлă тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне шар курнисем пĕрлешнĕ. Ядерлă хĕç-пăшал тĕрĕслевĕсене ирттерме чарăннинче çак хастарсен тÿпи уйрăмах пысăк.

Çĕнĕ Çĕр çинчи полигона 1954 çулта уçнă. 1955-1990 çулсенче кунта 135 ядерлă бомба сирпĕтнĕ. 1961 çулта этемлĕх историйĕнче пĕрремĕш хут чи хăватлă водород бомбине — 58 мегатоннăллă «Патша-бомбăна», «Кузькина мать» пек паллăскере — сирпĕтнĕ. 1963 çулхи çурла уйăхĕнче СССР тата АПШ сывлăшра, космосра, шыв айĕнче тĕрĕслевсем ирттерме чарăнасси çинчен килĕшÿ тунă. Çĕр айĕнче вара 1990 çулчченех сирпĕтнĕ.

Тоцк полигонĕ Атăл-Урал çар округĕнче Бузулук хулинчен 40 çухрăм тухăçарах вырнаçнă. 1954 çулта кунта Г.Жуков маршал ертсе пынипе çарсен тактика вĕрентĕвне ирттернĕ. Ку ĕçпе çыхăннă материалсене паян кунчченех вăрттăнлăхра тытаççĕ. ТУ-4 бомбардировщик 8 çухрăм çÿллĕшĕнчен пăрахнă 38 килотоннăллă ядерлă бомба 350 метр çÿллĕшĕнче сирпĕннĕ. Ядерлă каяшсемпе вараланнă территорие 600 танк, 600 БТР, 320 самолет кĕртсе янă. Вĕрентĕве 45 пин çын хутшăннă.

Астрахань облаçĕнчи Капустин Яр полигона 1946 çулта пĕрремĕш баллистика ракетисене тĕрĕслес тĕллевпе никĕсленĕ. 1950 çултанпа унта 300-5500 метр çÿллĕшĕнче сахалтан та 11 хутчен взрыв пулнă. Пĕтĕмĕшле вĕсен хăвачĕ Хиросима çине пăрахнă 65 атом бомбипе танлашать. 1957 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче полигонта АПШăн стратеги авиацийĕпе кĕрешме туса хатĕрленĕ зенитлă ракетăна тĕрĕсленĕ. Унăн ядерлă боеголовкин хăвачĕ 10 килотоннăпа танлашнă. Ракета 10 çухрăм çÿллĕшĕнче сирпĕннĕ, радиоуправлениллĕ икĕ ИЛ-28 бомбардировщике сиенленĕ.

Азгир полигонĕнче 1966-1979 çулсенче ядерлă тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вунă технологи лапамĕнче 165-1500 метр тарăнăшĕнче пĕтĕмпе 17 взрыв пулнă. Вĕсен тĕллевĕ — хăрушă япаласене, çав шутра радиоактивлă каяшсене, упрама çĕр айĕнче вырăн тăвасси.

Ку ĕç-хĕле пурнăçлама пин-пин салтак, тĕрлĕ специалист хутшăннă. Радиаци çак полигонсен çывăхĕнчи ял-хулара пурăнакан ахаль çынсене те пысăк сиен кÿнĕ. Акă, сăмахран, Семипалатинск полигонĕнчи тĕрĕслевсем çеç 1323000 çынна шар кăтартни паллă. Шута илменни тата мĕн чухлĕ? Никам та тĕрĕс хурав параймасть.

Никама та калама юрамасть

 Чăваш Енри 130 яхăн çын Раççейĕн пысăк хăрушлăхпа çыхăннă подразделенийĕсенче службăра тăни паллă.

— Ытларах та пулма пултарать, — тет Виталий Шидиков. Вăл служба тивĕçĕсене Семипалатинск полигонĕнче пурнăçланă, 15 хутчен атом бомбине тĕрĕслеме хутшăннă. — Пирĕн патра чăвашсем нумайччĕ. Пĕрле службăра пулнисене вĕçĕмсĕр шыратăп. Анчах никама та тупаймастăп. Ахăртнех, чылайăшĕ ку тĕнчерен тахçанах кайнă. Теприсем халĕ те хăйсем ăçта пулни çинчен каламасăр тăраççĕ, мĕншĕн тесен ядерлă хĕç-пăшала тĕрĕслеме хутшăннă салтаксене киле кайиччен курни-илтнине вăрттăнлăхра тытмалли çинчен асăрхаттарса алă пустарнă.

— Хам ăçта службăра тăни çинчен аттене те каласа кăтартаймарăм, — тет Виталий. — Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Сталинградшăн пынă çапăçусене хутшăннăскер, питĕ кăсăкланатчĕ. «Атте, артиллерире пулнă», — тесе сăмаха пăрса яма тăрăшаттăмччĕ. «Мĕнле пăшал тытса курнă?» — ман хурав тивĕçтерменрен малалла тĕпчетчĕ вăл. «Тĕрĕссипе, нимĕн те курман эпĕ». Çапла каласан питĕ кÿренетчĕ: «Мĕн тунă вара эсĕ?!» 15 çуллăха сăмах панă эпĕ. Ку вăхăт иртиччен атте çĕре кĕчĕ. Каярахпа та никама та нимĕн те каласа кăтартман. Кама интереслĕ? Никама та. Ун пек, кун пек сăмах тапратсан теприсем тăрăхлама пăхаççĕ: «Пулма пултарайман», — теççĕ. Вăрттăнлăх чаршавĕ паян кунччен те туллин уçăлман-ха. Çынсем 1949 çулта Çĕнĕ Çĕр çинче «Патша-бомбăна» сирпĕтнине пĕлеççĕ. Тата Тоцк полигонĕнчи тĕрĕслевсем çинчен илтнĕ. Çакă кăна.

В.Шидиков Куславкка районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çар ретне 1983 çулта тăнă, Семипалатинск полигонĕнчи Балапан лапамра çĕр айĕнче тĕрĕслевсем ирттерме хутшăннă. Призывпа кайнă салтаксене, паллах, кăткăс техника патне пыртарман. Вĕсем бомба сирпĕтме палăртнă вырăна приборсемпе оборудованисем вырнаçтарнă, пăралуксем тăснă. Кайран радиаци вараланă территорире ĕçленĕ, взрыв хыççăн приборсене пуçтарнă.

— Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра эпир тĕп вырăнтан 10-15 çухрăмра тăнă. Бомба сирпĕнсен çĕр чĕтренетчĕ, юнашарти штаб аяла анса каятчĕ, эпир çÿлелле çĕкленеттĕмĕрччĕ. Тинĕсри пек вăйлă хум чупса иртетчĕ. Пире, çамрăксене, интереслĕччĕ, вăйă пек туйăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче казармăсенче никама та хăвармастчĕç, пурне те кăларатчĕç. Алă-урана, шăмă сыпписене сиенлесрен çав вăхăтра çынсем шапа пек хуçланса выртатчĕç, — служба çулĕсене аса илнĕ май пĕлтерет В.Шидиков. — Взрыв хыççăн разведка ушкăнĕ радиаци шайне тĕрĕслеме тухса каятчĕ. Унтан пире кĕртсе яратчĕç. 10-15 минут ĕçленĕ хыççăн канма тухаттăмăрччĕ. Унтан каллех зонăна чупса кĕнĕ. Хÿтĕлев хатĕрĕсенчен пирĕн хура тум тата респиратор пулнă. Ăна ăш-чике радиаци тусанĕ кĕресрен сыхланма паратчĕç. Тата эпир ун чухне хăрушлăх пирки шухăшламан та. Радиаци тени хăлхана кĕнĕ-ха, анчах пире никам та унăн сиенĕ пирки пĕлтермен.

Сиенĕ вара питĕ пысăк, унтанпа чылай çул иртнĕ хыççăн та хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Семипалатинск полигонĕнче маларахри çулсенче службăра пулнисенчен нумайăшĕ ку пурнăçра çук ĕнтĕ. Ыттисен те сывлăхĕсем хавшанă.

 

Аса илсен чун ыратать

 

Çĕршыв кун-çулĕнчи хурлăхлă тепĕр самант вăл — Чажма бухтăри субмарина çинчи ядерлă авари. Вăл Совет Союзĕн Лăпкă Тинĕс-çар флочĕн историйĕнчи чи пысăк инкексенчен пĕри. Шел, анчах ку авари никама та ăса вĕрентмен. Унăн сăлтавĕсене шута илменни, «вăрттăнлăх» пичечĕ айне пытарни тата тепĕр инкек патне илсе çитернĕ. Хăшпĕр специалист шухăшĕпе — субмарина çинчи авари «асăрхаттарнине» вăхăтра ăса хывнă пулсан Чернобыль инкекĕнчен пăрăнса иртме май килнĕ пулĕччĕ.

1985 çулта субмарина реакторĕн активлă зонине улăштарнă. Ку ĕç-хĕле пилĕк çулта пĕр хутчен туса ирттермелле, вăл питĕ кăткăс шутланать, «хăрушă» йышшисен шутне кĕрет. Ăна чи ăста специалист-физиксем, техника базин офицерĕсем пурнăçлаççĕ. Анчах хальхинче васкаса ĕçленĕ, мĕншĕн тесен АПЛ-субмарина К-431 вăхăта вăраха ямасăр тинĕсе патруле тухса каймалла пулнă. Ядерлă хăрушсăрлăх технологийĕсене пăхăнманран реактор сирпĕннĕ.

Николай Казаков взрыв хыççăнхи инкеке сирме хутшăннă.

— Реакторпа юнашар пулнă вунă çын самантрах вилнĕ. Радиаци вĕсен кĕлеткисене çунтарса ирĕлтернĕ, взрывпа йĕри-таврана сапаланă. Авари хыççăн вĕсене пайăн-пайăн пуçтарса çÿрерĕмĕр. Радиаци вăйлă тапса тăнăран вĕсене тăхлан контейнерсене хурса питĕ тарăн чавса пытарнă. Атмосферăна мĕн чухлĕ радиаци саланнине приборсем те палăртаймарĕç, юрăхсăра тухрĕç. Виççĕмĕш кунне татăлса ÿкнĕ пуç тата пÿрне тупрăмăр. Ылтăн венчет çĕрре лабораторине панă хыççăн радиаци виçи 90 пин рентгенпа танлашнине пĕлтерчĕç. Сахал-и ку, нумай-и? Танлаштарса пăхма калатăп: Чернобыль аварийĕ вăхăтĕнчинчен виçĕ хут ытларах, — терĕ Николай Петрович. — Ун чухне радиаци пирки, вăл сывлăха сиен кÿресси çинчен никам та шухăшламан. Эпир тÿрĕ кăмăлпа çар тивĕçне пурнăçланă. Пире пурне те авари çинчен 25 çул хушши каласа кăтартма юраманни çинчен асăрхаттарса алă пустарнă. Чикĕ леш енне кайма та юраман.

Флота яланах çирĕп сывлăхлă, вăйлă кăмăл-туйăмлă, кирек хăш самантра та ыттисене пулăшма хатĕр каччăсене илнĕ. Тинĕс айвансене юратмасть тата йăнăшсене каçармасть. Хальхинче те моряксем тÿрех ядерлă взрыв пушарне сÿнтерме кĕрсе кайнă. Куçа курăнман радиаци организма сиенлĕ витĕм кÿни те чарайман.

Николай çара кайма ачаранах хатĕрленнĕ, çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă, марафон дистанцине те чупса курнă. Юлташĕсен хушшинче ăна йĕлтĕрпе чупса иртекен сахал пулнă. Чĕмпĕрти ДОСААФ шкулĕнче вĕреннĕ. Çирĕп сывлăхлă пулнă.

Флотран таврăнсан вара сывлăхĕ хавшанине туйса илнĕ:

— Малтанах çакна радиаципе çыхăнтарасси пуçра та пулман. Пĕррехинче аптăранăран больницăна кайрăм. «Сирĕн чире ăнланма çук. Радиаципе çыхăнман-и? Чир паллисем çакна систереççĕ», — тухтăр çапла ыйтни шухăша ячĕ. «Çыхăннă, анчах манăн кун çинчен калама юрамасть, патшалăха сăмах панă», — тетĕп. Вăл мана çар комиссариатне кайса ыйтса пĕлме сĕнчĕ.

Ку ĕç-хĕл 90-мĕш çулсенче пулса иртнĕ. Çак вăхăт тĕлнелле çарта ядерлă хĕç-пăшал тĕрĕслеме хутшăннисем, радиаципе çыхăннă ытти ĕç-хĕле пурнăçланисем çинчен калаçма, каласа кăтартма ирĕк панă ĕнтĕ.

— Малтанхи çулсенче çынсен астăвăмне тасатма тăрăшнă. Мĕн курнине, мĕн тунине манăр! Киле каяс умĕн моряксене çак сăмахсене офицерсем çине-çине калатчĕç. Чăнах та, ун çинчен шухăшлама пăрахнă. Аса илсен пуç ыратать, кăмăл пăсăлать, чун ыратать, — тет Николай Петрович.

 

Çĕр çинчи тăнăçлăхшăн тăрăшнă

 

Хальхи вăхăтра Николай Казаков Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, 3-мĕш спорт шкулĕнче тренерта ĕçлет. Çавăн пекех ăна «Раççей Федерацийĕн пысăк хăрушлăхпа çыхăннă подразделенийĕсен ветеранĕсен комитечĕ» патшалăх-общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пыма шаннă.

— Хальхи вăхăтри тĕллев — республикăри ветерансене общество ĕçне явăçтарасси, пĕрле ĕçлесе пырасси. Шел, чылайăшĕ килтен тухасшăн мар. Чирлеççĕ. Теприсем паян та патшалăх вăрттăнлăхне уçмасăр пурăнаççĕ. Çĕршыв умĕнче тупа тунă. Паллах, эпир те йăлтах каласа кăтартма пултараймастпăр, — тет Николай Петрович.

Пысăк хăрушлăхпа çыхăннă подразделенисенче службăра тăнă çынсем хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемен, патшалăхăн ядерлă хÿтлĕхне никĕсленĕ, 60 çула яхăн виççĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланассине чарса тăнă. Çавна май ветерансене ядерлă икĕ патшалăх хушшинчи «сивĕ вăрçă» салтакĕсем е çĕнтерĕве туптакансем тесе хаклаççĕ. Раççей ертÿлĕхĕ те, РФ Президенчĕ Владимир Путин та ку подразделени ветеранĕсене пысăка хурса хисеплет, вĕсен ĕçне III Александр патша сăмахĕсемпе — «Раççейĕн икĕ союзник пур — çар тата флот» — хаклать.

Çĕршыв умĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне ядерлă хĕç-пăшала, радиоактивлă çар хатĕрĕсене тĕрĕслеме, кунашкал хĕç-пăшалпа усă курса тинĕсри, сывлăшри, çĕр çинчи вĕрентÿсене, атом шывай киммисем, карапсем, ытти çар об±екчĕсенчи аварисене сирме, ядерлă зарядсене хатĕрлеме хутшăннă çынсем сиенлĕ лару-тăрура пулнине шута илсе вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине, сывлăхне çирĕплетме майсем туса парассине яваплă органсен шута илмеллех. «Сивĕ вăрçă» салтакĕсем ядерлă хирĕç-тăру мĕн патне илсе çитерессине хăйсен куçĕпе курнă, çак инкек виçесĕр пысăккине лайăх пĕлеççĕ. Çĕр çинчи тăнăç пурнăçа упраса хăварассишĕн паян та хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тума хатĕр.

— Ветерансем — хастар çынсем. Вĕсем республикăн обществăпа политика пурнăçне анлă хутшăнаççĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ. Культура, спорт, çарпа патриотизм мероприятийĕсем те вĕсемсĕр иртмеççĕ. Çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, унăн тăнăçлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн пурăнма, ĕçлеме вĕрентесси те — пирĕн тĕп тĕллев, тивĕç, — палăртать Николай Казаков.

Авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Ядерщик кунне паллă тăвать. Ятарлă çак куна РФ Президенчĕн 2006 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Ăна 1947 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Генштабĕ çумĕнче ядерлă хĕç-пăшал тĕрĕслевне ирттерессине ертсе пыма ятарлă уйрăм йĕркеленипе çыхăнтарнă.

Кăçал Чăваш Ен ядерщикĕсем ятарлă куна пĕрле ирттернĕ. Çак кун «Раççей Федерацийĕн пысăк хăрушлăхпа çыхăннă подразделенийĕсен ветеранĕсен комитечĕ» патшалăх-общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем анлă пуху ирттернĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Малашне кашни çулах авăнăн 4-мĕшĕнче Шупашкарта пуçтарăнма йышăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА   

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.