Сирĕн урай мĕнрен?

Тĕрлĕ япаларан сарнă урайне тĕрлĕрен майпа тасатмалла.

  • Линолеум вĕри шыва тÿсей­мест. Ăна çумашкăн ăшă шыва хуçалăх супăнĕпе кăпăклантарнă хутăшпа усă курăр. Сĕрнĕ хыççăн кăпăка татăка пухса илĕр, урайне таса шывпа тепĕр хут сăтăрăр. Хыракан /абразивлă/ япаласемпе усă курма юрамасть – вĕсем йĕр, чĕрĕксем, шупка пăнчăсем хăвараççĕ, линолеум йăлтăртатма пăрахать.
  • Паркет шыва та, кăпăка та килĕштермест. Ăна тусан туртакан пылесоспа çеç тасатмалла.
  • Ламината тасатнă чух тĕрлĕ порошокпа та, тимĕр щеткăпа та усă ан курăр. Ăна ÿкерчĕкне тăрăхла, нÿрĕ татăкпа сăтăрăр.
  • Кафеле таса нÿрĕ татăкпа сăтăрсан та çителĕклĕ. Тĕксĕмленнĕ çĕвĕ вырăнĕсене уксуспа йĕпетнĕ щеткăпа сăтăрăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.