"Сирĕн умра пуçа таятпăр!"

Ăрусен ылмашăвĕ - çитĕнÿ çăл куçĕ, аталану хăвачĕ. Аслисем хăйсен пуян опытне çамрăксене пиллесе хăварса каяççĕ... Çамрăксем вĕсен ĕçне тăсма сăмах парса малалла ăнтăлаççĕ. Ку - çут çанталăк саккунĕ, унран иртеймĕн. Ĕнер Шупашкарти Тĕп хула больницин коллективĕ, медицина ĕçĕн ветеранĕсем çак учреждение 25 çул ертсе пынă Валентина Теллина тĕп тухтăра чаплă лару-тăрура тивĕçлĕ канăва ăсатрĕç.

В.Теллина тĕп хулари строительсен поликлиникин /халăхра вăл çакăн пек ятпа паллă/ тĕп тухтăрне 1988 çулта çирĕплетнĕ. Тăвайĕнчи участок больницинчен кунта ĕçлеме килнĕ пултаруллă тухтăра аслисем часах асăрханă, яваплă ĕç шанса панă. Шаннине тÿрре кăларнă вăл. Коллектива нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, учреждени ĕçне тивĕçлĕ йĕркелеме пултарнă. Валентина Андреевна - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, ăна "Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" паллăпа чысланă. В.Теллина общество ĕçне хастар хутшăнать. Вăл - "Чăваш Республикин медицина ассоциацийĕ" общество организацийĕн председателĕ, РФ Президенчĕн В.Путинăн шаннă çынни...

- Пирĕнтен кашнин чĕринче Валентина Андреевна пилленĕ ăшăлăх, ырăлăх пуррине туять. Пурнăç çулĕ çинче çакăн пек вĕрентекенсемпе, вырăнлă ятлама, анне вырăнне пулса ăс пама пĕлекен çынсемпе тĕл пулни, чăннипех те, пысăк телей, - палăртрĕ ЧР вице-премьерĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова. - Кашниех хăйĕн шкулти, институтри, ĕçри пĕрремĕш вĕрентекенне ас тăвать. Тин кăна ĕçе килнĕ çамрăкшăн пĕтĕмпех ансат пулассăн туйăнать. Шел те, апла мар. Юнашар Валентина Андреевна пек шанчăклă вĕрентекен, ĕçтеш пулсан чылай çăмăлрах. Чирлисене сипленĕшĕн, учреждени ĕç-хĕлне тивĕçлĕ туса пынăшăн - пуриншĕн те пысăк тав сире, Валентина Андреевна! Мĕн пур коллектив, çак тăрăхри халăх сирĕн умра çĕре çити пуç таять.

А.Самойлова министр В.Теллинăна ЧР Пуçлăхĕн тата Сывлăх сыхлав министерствисен тав хучĕсемпе чысларĕ.

"Пулăшу кĕтекен кашни çынна кирек епле майпа та пулăшасчĕ", - çакăн пек пурнăç тĕллевĕ пулнă В.Теллинăн. "Вăл ăна этем пек те, тухтăр пек те туллин пурнăçланă", - пĕтĕмлетрĕç ĕçтешĕсем, унăн ĕçне малалла тăсакансем.


Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.