Сирĕн ĕç хыснана тĕревлет
24 Ноября, 2016

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ФНСăн республикăри управленийĕнче РФ налук органĕсен ĕçченĕн кунне халалланă уява хутшăннă.

 Пухăннисене праçник ячĕпе саламланă май Михаил Игнатьев налукçăсене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав тунă. Вăл палăртнă тăрăх — республикăн, бизнесăн тата ахаль граждансен финанс интересĕсене хÿтĕлени Чăваш Енре пурăнакансен умĕнчи социаллă обязательствăсене, патшалăх программисене пурнăçлама май парать. Михаил Васильевич Федерацин налук службин ертÿçипе Михаил Мишустинпа тачă çыхăнса ĕçлени çинчен каланă, ку бизнеспа влаçăн конструктивлă çыхăнăвне çирĕплетме пулăшать.

Михаил Игнатьев регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе пал-лаштарнă. «Хамăр ума тата ĕç паракансен умне тĕллев лартрăм: 2025 çул тĕлне регионти вăтам ĕç укçин шайне 30 пин тенке çитермелле», — тенĕ вăл.

ФНС управленийĕн ертÿçи Марина Петрова хăй ертсе пыракан тытăм аталанăвĕпе паллаштарнă. Ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. Кăçалхи вунă уйăхра мĕнпур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене 33,1 миллиард тенкĕ пухнă, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаш-тарсан 111,2% пулать. Кăçал планпа пăхман налук тĕрĕслевĕсен шучĕ 28% чакнă, çав вăхăтрах пĕр тĕрĕслев пуçне шыраса илнĕ укçа виçи 27% пысăкланнă — 5,5 миллион тенкĕпе танлашнă. «Çакă курăмлă çитĕнÿ тесе шутлатпăр, вăл налук органĕсемшĕн те, налук тÿлекенсемшĕн те лайăх, мĕншĕн тесен эпир тĕрĕслев мероприятийĕсем валли пысăк ресурссем тăкакламастпăр, çав вăхăтрах бизнеса ĕçлеме чăрмантармастпăр», — тенĕ Марина Петрова.

Вице - премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина налукçăсене лайăх ĕçшĕн тав тунă: «Çавна май пирĕн хысна обязательствăсене туллин тивĕçтерет».

Уявра налук органĕсен чылай ĕçченне ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă.

 

Н.ЯКОВЛЕВА

Н.ЯКОВЛЕВА