«Сире пыл хурчĕ ан сăхтăр!»
Юлашки вăхăтра республикăра утарçăсен ĕç-хĕлне пысăк вырăн уйăрма пуçларĕç. Ялсенче хурт-хăмăрпа çыхăннă уявсене ытларах йĕркелесси те çавăнпах çыхăннă-тăр. Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ял тăрăхне кĕрекен Çăкалăх çăка йышлă çитĕнекен вăрманпа юнашар вырнаçнă. Çавăнпа асăннă ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ утар тытать.
Çак кунсенче Çăкалăхсем «Сире пыл хурчĕ ан сăхтăр!» уяв ирттернĕ. Ăна виçĕ Сăпаса халалланă. Пыл хурчĕн кунне ялтисем кăна мар, кÿршĕ ялсенчи утарçăсем те пухăннă. Унта кашни хăйĕн пылĕпе пынă. Пухăннисене Пушкăрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Зинон Салтыков саламланă, «ылтăн хурта» хăйсемшĕн «ĕçлеттерекенсене» ăнăçупа çитĕнÿ, çирĕп сывлăх суннă. Уявра утарçăсене чысланă, викторинăсемпе конкурссем йĕркеленĕ. Пушкăрт культура çурчĕ çумĕнчи «Мерчен» фольклор ушкăнĕ, Шупашкартан килнĕ Сергеевсен дуэчĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Леонид Ильин утарçă вара хăй çырнă сăввисене вуланă.
А.МЕДОВАЯ.
Комментари хушас