«Сире кунта хăтлă-и?»

30 Авăн, 2016

Шупашкар хулинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр залне пухăннă ветерансене сывлăх суннă май аслă ăру çыннисен кăмăл-туйăмне пĕлес шухăшпа çапла ыйтрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паллах, хăтлă. Çакна республика ертÿçипе пĕрле Аслă ăру çыннисен кунне халалланă мероприятие хутшăннă ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата ыттисем центрпа паллашнă чухне хăйсем курса ĕненчĕç.

Хăнасем пушă алăпа килмен: социаллă учреждение çÿрекенсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынине тата спортпа туслине тĕпе хурса картишĕнче усă курмалли тренажер парнелерĕç.

Чей сĕтелĕ хушшинчи калаçу вăраха тăсăлчĕ. Ветерансем кунта тивĕçекен пулăшусемпе кăмăллă. Тунсăхлама вăхăт çук вĕсен: çулçÿреве тухаççĕ, алĕçĕнче чун киленĕçĕ тупаççĕ, волонтерсем пулса ачаллă çемьесене пулăшаççĕ, тĕрлĕ хускану туса кун-çула вăрăмлатаççĕ, концертсем йĕркелесе тухса çÿреймен ватăсене савăнтараççĕ. Михаил Игнатьев ветерансен ăнтăлăвне пысăка хурса хакларĕ, аслă ăру çыннисенчен паянхи ăрăвăн вĕренмелли сахал маррине палăртрĕ, социаллă учреждение çÿрекенсен пуçарулăхне вăй илтермешкĕн пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ.

Валентина СМИРНОВА.

Рубрика: