Сиплевçĕсем те, пациентсем те кăмăллă пулĕç

16 Чÿк, 2016

Чăваш Енри онкологи службин историйĕнче кăçалхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ яланлăх çырăнса юлĕ: Республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирургин çĕнĕ корпусĕнче операцисем ирттерме тытăннă.

Сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева палăртнă тăрăх — операци пÿлĕмĕсенчен улттăшне те хута янă. Вĕсен хăтлăхĕпе персонал та, пациентсем те кăмăллă пуласси иккĕлентермест.

Операци пÿлĕмĕсене медицинăн эксперт класлă оборудованийĕпе пуянлатнă. «Анестезиологсем валли — пĕр консоль, хирурги аппаратури валли — тепĕр консоль, сывлăш тап-таса. Лампăсем — хальхи йышшисем, ĕçлеме меллĕ. Çакăншăн республикăна ертсе пыракансене, диспансер пуçлăхĕсене тав тăватпăр», — тет абдоминаллă онкологин хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Вячеслав Григорьев.

Онкогинекологин хирурги уйрăмĕн врачĕн Андрей Раськин шухăшĕпе — çакнашкал условисем çинчен ĕмĕтленмелле кăна: чаплă операционнăй, хальхи йышши кăткăс аппаратура! Кунта хирургсене ĕçлемешкĕн кăна мар, анестезиологсемшĕн те услови çителĕклех.

Сăмах май, онкологи диспансерĕн хирурги корпусне 2012 çулта тума тытăннă. Строительство ĕçĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев интересленсех тăнă, унăн лапамĕнче тăтăшах пулнă. Вăл Патшалăх Канашне янă Çырура Республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирурги корпусне 2016 çул вĕçлениччен хута яма палăртни ăнăçлă пурнăçланчĕ.

Çĕнĕ корпус ĕçĕ-хĕлĕпе çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ, Н.Н.Блохин ячĕллĕ РОНЦ директорĕ, РАН тата РАМН академикĕ, медицина наукисен докторĕ Михаил Давыдов профессор паллашнă.

Регионти онкологи службин малашлăхĕ чăннипех пысăк: ядерлă медицинăна аталантарни усал шыçăллă пациентсене сиплемелли тулли циклăн юлашки тапхăрĕ пулса тăрĕ.

В.СМИРНОВА.

 

Рубрика: 
Автор: