«Сипет» чуна сиплет
Муркаш районĕнчи Йӳçкасси ялĕнче "Сипет" халăх театрĕ ăнăçлă ĕçлет. Унăн ертӳçи Константин Ярухин каланă тăрăх — малтанах драмкружок шкулта йĕркеленнĕ. Вĕрентекенсен пуçарăвĕпе аталаннă вăл. Каярахпа саланса кайнă. Ара, хăть мĕнле ушкăна та ертӳçĕ кирлĕ çав. Çыхман çапă шăпăр мар тени тĕрĕсех.
Ертӳçĕ те, режиссер та
2011 çулта çак ĕçе Константин Федорович хăй çине илнĕ. Пултаруллă, маттур çынсене явăçтарнă вăл. Хăй те театрсăр пĕр кун пурăнма пултараймасть: чунпа, юнпа чăвашлăхшăн тăрăшать. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упире çуралса ӳснĕскер тăван тăрăхĕшĕн те тунсăхлать пулас. Ара, хăйсем хатĕрленĕ спектакльсемпе Муркаш артисчĕсем пĕрре çеç мар инçе çула тухнă.
Ертӳçĕ сăмахĕпе халăх театртан писменни савăнтарать. "Ял çынни ку е вăл роле мĕнле вылянине курма пыраççĕ. Культура çурчĕн залĕ туллиех пулать, — паллаштарать ĕç-хĕлпе Константин Ярухин. — Сăмахран, А.Волковăн "Туй икерчи" пьесипе — 20, Н.Сидоровăн "Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи" спектакльпе 26 çĕре çитрĕмĕр. Пур çĕрте те хапăлласа йышăнчĕç пире".
Ялсенчи драма кружокĕсен хушшинче ирттерекен конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ Йӳçкассисем. Акă Борис Марков ячĕллĕ фестиваль-конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ вĕсем. 2015 çулта Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине халалласа А.Васильевăн "Тавах, аннеçĕм" пьесине куракан умне кăларнă. Унпа ятарлă конкурса хутшăнса каллех çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. "Мухтав ахрăмĕ" фестивальте вара 2-мĕш вырăна тухнă.
Çитĕнӳсем куç умĕнчех. "Спектакле чăннипех хутшăнас кăмăллисем пур-и?" — кăсăкланатăп эпĕ. "Манăн та выляс килет текенсем пур, анчах пурне те валли роль çитмест. Ватти-вĕтти хутшăнать спектакле. "Тавах, аннеçĕм" пьесăра 18-ăн вылятпăр. Чи кĕçĕнни — 7 çулта."
Тепĕр чухне ялсенче спектакль лартма çын çуккишĕн тарăхаççĕ культура ĕçченĕсем. Ку тăрăхра ентешсем пултарулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Паллах, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесси ертӳçĕрен нумай килет. Константин Федорович вара режиссер та. Декорацие хатĕрлес енĕпе те аппаланать. Унсăр пуçне тумтир тупасси те ун çине тиенет. "Çĕпĕр дивизийĕ" спектакле 24-25-ĕн вылярăмăр, — малалла йĕркеленет калаçу. — Унта питĕ нумай тум кирлĕ, çитменнине нимĕçсен те. Вĕсене Шупашкарти тĕрлĕ театртан, телекуравран пухрăм. Иртнĕ саманана чăн пек кăтартас килет-çке".
Асăнмалăх, савăнмалăх
Тутарстан чăвашĕ епле лекнĕ-ши асăннă тăрăха? Константин Федорович вырăнти шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне Чĕмпĕрти фармацевтика училищинче малалла тăснă. 1973 çулта вара направленипе Муркаш районĕнчи Йӳçкассине килсе вырнаçнă. Вăл — аптека заведующийĕ. Ĕçри хастарлăхшăн ăна "ЧАССР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" ятсемпе чысланă. Професси тĕлĕшпе чăвашлăхшăн яваплă çын та мар темелле, анчах чун-чĕрипе — чăн-чăн чăваш. Çитменнине халăх театрне /ку ята 2014 çулта илнĕ\ ертсе пынăшăн пĕр пус укçа та тӳлемеççĕ ăна. Чуншăн ĕçлет вăл, халăхшăн тăрăшать. Ахальтен мар манăн ăна Петр Осипов медицина наукисен кандидачĕпе, драматургпа танлаштарас килет.
Кăçал артистсем А.Коломицăн "Хăрушă тĕлĕк" пьесине сцена çине кăларасшăн. Рольсене калăплакансем кунта та чылайăн. "Спектакльсăр пурăнма пултараймастпăр эпир. Ура утма пăрахиччен, алла туя тытиччен çӳретпĕр театра", — кăмăллăн калаçать ертӳçĕ.
Хăйсем вылянипе кăна мар, Шупашкарти артистсен спектаклĕсене те юратса çӳреççĕ, вĕсенчен вĕренеççĕ. "Калаçнипе çеç мар, хамăра сцена çинче тытма та пĕлмелле. Унсăр пуçне спектакле илемлетме çутă та, кĕвĕ-çемĕ те, декораци те кирлĕ. Апат тутлă пултăр тесен ашне те, суханне те яратпăр-çке. Çавна шута илсе спектакле те кирлĕ пек хатĕрлемелле", — пĕтĕмлетрĕ сăмахне вăл.
Тепĕр кăсăклă пулăм: Йӳçкассисем хăйсен спектаклĕсене видео ӳкерсе хатĕрлеççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене курма пулать. Асăнмалăх парнелеме те.
Валентина ПЕТРОВА.
Муркаш районĕ.
Комментари хушас