Ҫӗрӗн пушӑ выртмалла мар

9 Ака, 2018

Паян ЧР  Правительство ҫуртӗнче Патшалӑх пурлӑхӗпе епле усӑ курнине тӗрӗслес енӗпе Правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пычӗ.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Чӑваш Енри усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес ыйту пирки сӑмах пуҫарчӗ. Ҫак ыйту хальлӗхе ҫав-ҫавах ҫивӗч-ха. ‎2015-2017 ҫулсенче усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗсем уйрӑмах Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенче нумай пулнӑ. Тӗрӗслев тӑрӑх, ытларах уйрӑм ҫынсем, хӑш-пӗр фермер ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеймен. Ҫапах та ларура палӑртнӑ тӑрӑх 2021 ҫул тӗлне Чӑваш Енре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен пӗр гектар ҫӗр те хӑвармалла мар, ҫӗрӗн пушӑ выртмалла мар!

Рубрика: 

Комментари хушас