Сиен тÿснисене пулăшмалла

6 Юпа, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах ГКЧС председателĕ Вениамин Петров октябрĕн 4-мĕшĕнче республикăри районсемпе хуласене тустарса иртнĕ çил-тăвăл сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтернине итленĕ. «Çил-тăвăл вăйне Чăваш Енри мĕнпур муниципалитет йĕркеленĕвĕнче «туйнă». Уйрăмах Канаш тата Елчĕк районĕсем вăйлă шар курнă. Уйрăм çынсен 28 хуçалăхĕ, социаллă 6 обћект, нумай хваттерлĕ 5 çурт сиенленнĕ. Çавăн пекех 80 ял-хулара электроэнерги парса тăрассине чарнă», - тенĕ Вениамин Петров.

Çав кунах юсав ĕçĕсене пуçарнă. Тунтикунхи ир тĕлне тата 3 яла электроэнерги парса тăрассине йĕркелемелли юлнă. ГКЧС ертÿçи мĕнпур ĕçе штатпа пăхнă йĕркепе пурнăçланине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ тивĕçлĕ ведомствăсене юсав ĕçĕсене тата çынсен пурлăхне страхлас ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнче патшалăх управленийĕн тытăмне лайăхлатасси çинчен кăларнă указне пурнăçлани çинчен отчет тунă. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле патшалăхăн тата муниципалитетсен «пĕр чÿрече» принциппа кÿрекен пулăшу ĕçĕсемпе усă курма пултаракан граждансен тÿпи 90: танлашмалла. Республикăра ку индикатора нумай функциллĕ 28 центр уçсан пурнăçлама пулать. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 27 МФЦ йĕркеленĕ. Вĕсен пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен шучĕ ÿссех пырать. Канашлура палăртнă тăрăх - çакнашкал центрсен чÿречисен йышне нормăпа пăхнă чухлĕ тумашкăн муниципалитетсенче çĕннисене уçмалла. Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Хушăвĕсене туллин пурнăçламалли пирки асăрхаттарнă.

Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова Вĕрентекен кунне халалланă мероприятисем çинчен каласа панă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче республика шайĕнчи уяв иртнĕ, унта 1,3 пин ытла педагог хутшăннă. Пĕрлех муниципалитетсен учительсен хорĕсен конкурсĕ пулнă, чи лайăх педагогсене - Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисене - чысланă.

Владимир Аврелькин республикăна Монохуласене аталантаракан фонд гендиректорĕ Илья Кривогов килни çинчен хыпарланă. Хăна Канашри, Сĕнтĕрвăрринчи предприятисенче пулнă, визит вăхăтĕнче унпа çĕнĕ инвестици проекчĕсене аталантармалли инфратытăм обћекчĕсен строительстви валли федераци укçине уйăрас ыйтусене сÿтсе явнă.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев Чăваш Ен делегацийĕ Пĕтĕм тĕнчери «Сочи-2015» инвестици форумĕнче пулни çинчен каласа панă.

М.АНДРЕЕВ.

Автор: