Шыв-шур инкек ан кÿтĕр
11 Mar, 2019 | канашлусем

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ планерка Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнче пулнă пăтăрмаха сÿтсе явнинчен пуçланчĕ. Аса илтерер, унта шкул ишĕлсе аннă.

Çуртăн 126,5 тăваткал метрпа танлашакан пайĕ ишĕлсе аннă. Пĕрремĕш хутра — апатлану залĕ, иккĕмĕшĕнче — хими кабинечĕ. Строительство министрĕ Алексей Грищенко авари çурта тунă чух строительство технологийĕсене пăснипе сăлтавланма пултарни пирки каларĕ. Шкул стенисем йĕпенсе тăни авари пулнă вырăнта тунă сăн ÿкерчĕксенчен те курăнать те — Михаил Игнатьев çакăн пирки те асăрхаттарчĕ: юр ирĕлнĕ май анакан шыв, çумăр шывĕ стена тăрăх юхмалла мар — йĕркеллĕ хуçан унашкалли нихăçан та пулмĕ. Кирек мĕнле пулсан та аварин чăн сăлтавне тĕпчев çирĕплетĕ, сиенленнĕ çурт шăпине те тĕпчев кăтартăвĕсем паллă пулсан татса парĕç.

Сыхлăх темине ГКЧС ертÿçи малалла тăсрĕ — Вениамин Петров республика территорийĕнче çурхи ейÿ тапхăрĕнче ял-хулана шыв илесрен асăрханас енĕпе йышăнакан мерăсемпе паллаштарчĕ. Кăçал юр хулăнăшĕ 30-53 сантиметрпа танлашать — вăтам кăтарту. Улатăр тĕлĕшпе хăрушлăх пур. Пензăра пĕвене юсаççĕ, çавна май унти хранилищĕре шыв нумай упрамĕç, ăна юхтарса янине кура Сăр çĕкленме пултарать — Улатăрти çуртсен пĕр пайне шыв илесрен асăрханмалла. Кĕтнепе Пăлана та куçран вĕçертме юрамасть — пĕлтĕр Патăрьел районĕнче Пăла сарăлнипе çуртсене шыв илнĕччĕ. Вениамин Иванович гидропостсем талăкĕпех дежурствăра пулни пирки каларĕ, тивĕçлĕ мерăсем валли укçа çителĕклĕ уйăрнă, хăрушлăха сирсе ямашкăн явăçтармалли вăйсем ĕçе пуçăнма хатĕр.

Михаил Игнатьев хуласенчи çуртсен тăррисене пăртан тасатмалли пирки асăрхаттарчĕ. Путвалсене те тĕпчемелле — унта шыв анни пулмалла мар. Çулсене пăхса тăрасси — çуркуннехи анлă тепĕр ĕç. Унта та кунта шăтăк-çурăк курăнкалама та пуçларĕ ĕнтĕ. Хăш-пĕр çĕрте унашкалли нумаях пулмасть юсанă çулсем çинче те пур. Шыв кÿлленчĕкĕнчискерсем курăнмаççĕ — машина вĕсем çине пырса кĕнĕ май авари пуласси те часах. Михаил Васильевич çав шăтăксене вăхăтлăха васкавлă мелсемпе сапламалли пирки каларĕ, тавралăх типсен вара тĕплĕ юсав кирлĕ пулать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас