Шыв мар - юхать, тимĕр мар - шăранать, «Каçал» пур çĕрте те «Каçалах» пулать
Шыв мар - юхать, тимĕр мар - шăранать... Мĕнле тĕлĕнтермĕш-ши ку? Тупсăмĕ ансат - юрă, чăваш халăх юрри. Тупмалли юмахра ытарлăн каланă пекех çапла шăранса юхнă ĕнтĕ Сочире иртнĕ Пĕтĕм Раççейри фольклор ушкăнĕсен XVII фестивалĕнче «Каçал» халăх ансамблĕ юрлакан юрăсемпе такмаксем. Туй ташшине те çĕр çĕмĕрттерсех ташланă вĕсем. Ахальтен мар Пĕтĕм Раççейри «Кубанский казачок» фестиваль-конкурса хутшăннă 500 пултарулăх ушкăнĕ хушшинче «Каçал» ансамбль I степень Лауреачĕ пулса тăнă тата «Фольклор театрĕсем» номинацире кубок çĕнсе илме пултарнă.
Фестивале йĕркелекенсем - Раççей Федерацийĕпе Краснодар крайĕн Культура министерствисем, Виктор Захарченко ертсе пыракан «Кубанский казачий хор» пултарулăхпа ăслăлăх учрежденийĕ тата Сочи хулинчи Лазаревский район администрацийĕн культура пайĕ. 1994 çултанпа иртекен ташă-юрă уявне кăçал Беларуçрен, Адыгейран, Çурçĕр Осетирен, Тутарстанран, Удмурт Республикинчен, Калмăкран, Раççейĕн нумай-нумай регионĕсенчен халăх пултарулăхĕн ушкăнĕсем килсе çитнĕ.
Уява, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Кубань культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Леонид Литвиненко ертсе пыракан «Кубанские казаки-черноморцы» ансамбль уçнă. Казаксем «чĕртсе янă» хавхалану кăвайчĕ Сочири Наци культурисен центрĕн сцени çине чăвашсем тухсан уйрăмах вăйлă хĕм сапса «çунма» тытăннă. Ентешĕмĕрсен нимпе танлаштарайми хăватне куракансем тÿрех асăрханă - тăвăллăн алă çупнă, сумлă жюрие çакă та «Каçал» ушкăна ыттисенчен уйăрса çĕнтерÿçĕсен ятарлă кубокĕпе чыслама хистенĕ.
Комсомольски чăвашĕсем фестивале кулленхи ахаль кĕвĕ-юрăпа кайман - аякри Краснодар крайне Каçал тăрăхĕнчи хăватлă туй йăли-йĕркине илсе çитернĕ. Халăхран тухнă чăваш артисчĕсен тумĕсем те бутафорилле йăлтăр-ялтăрлăхпа çиçекеннисем мар, чăн-чăннисемех пулнă. Çавăнпах «Каçал» ушкăнăн юрри-кĕвви те, ташши-такмакĕ те куракана чăваш халăхĕн çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă авалхи хăвачĕпе тыткăнлама пултарнă.
Ушкăн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Павлов каланă тăрăх - Сочири фестивале вĕсем чи пултаруллисемпе, 28 çынтан вуннăшĕпе, кайнă. Туйри хуткупăсçă тивĕçĕсене Владимир Петрович хăй пурнăçласа пынă, каччи Асанкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ Николай Николаевич Карпов пулнă, хĕрĕ - Комсомольскинчи аптекăра ĕçлекен Александра Федоровна Морозова. Чăваш туйне йĕркелесе ертсе пыраканни - мăн кĕрÿ, ун тивĕçĕсене пурнăçлама ушкăнри чи ăста ташăçа Владимир Николаевич Григорьева шаннă. Качча тухакан хĕр ашшĕ Юрий Тихонов пулнă. Юрий Савватиевич та ташша çаптарма питĕ маçтăр теççĕ, ахальтен мар культура тытăмĕнче 22 çул ĕçлет. «Каçал» ушкăнăн Комсомольскинче иртекен репетицисене вара вăл Виçпÿрт ялĕнченех çÿрет.
Фестивале хутшăнса чăваш юрри-кĕввин чăн илемне кăтартнă ытти ăстасене те палăртмалла. Вĕсем - Зоя Федоровна Морозова, Валентина Николаевна Хораськина, Зинаида Васильевна Егорова, Лидия Николаевна Карзакова тата Валентин Васильевич Константинов.
Çапах та мĕнре-ха «Каçал» халăх ушкăнĕ çав тери хăватлă та ăнăçуллă пулнин вăрттăнлăхĕ? Паллах, ушкăн ячĕ тăван ялĕ чăвашла мĕнле янранипе тÿрремĕнех çыхăннинчен те килет ку пысăк хавхалану. Малтанах вĕсем «Шанчăк»ятлă пулнă. Кайран Зинаида Козлова сĕннипе ятне улăштарнă. «Каçал» Америкăра та «Каçалах» пулать», - тенĕ вĕсене пил панă пек Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăннипех те çапла, «Каçал» Чăваш Енре кăна мар, Турцире те, Раççейри фестивальсенче те, кăçал Сочире те «Каçалах» пулнă. Килес çул вĕсем Францие кайса чикĕ леш енчи юрă-кĕвĕ уявне хутшăнас ĕмĕт-тĕллевлĕ. Паллах, «Каçал» Тĕнче фестивалĕнче те «Каçалах» пулĕ, тăван тăрăхĕн ят-сумне татах та çÿлерех çĕклĕ.
Римма ПРОКОПЬЕВА