Шыв çăмăлттайлăха каçармасть

18 Утă, 2014

Çуллахи шăрăх вăхăтра чылайăшĕ шыв хĕрринче канма, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тăрăшать. Çапах кÿлĕ, пĕве, юхан шыв таврашĕ - илĕртмĕш çеç мар, этам сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн та. "Шывăн турачĕ çук", - тесе ахальтен каламаççĕ.

Пляжра аванрах

Кăçал республикăри шыв объекчĕсенче 27 пăтăрмах тухнă, 21 çын вилнĕ /çав шутра 7 ача/, 8-шне çăлма май килнĕ. Инкек ытларах ятарласа кану валли хатĕрлемен вырăнсенче пулнă. Çăлавçăсем палăртнă тăрăх - путакансенчен ытларахăшĕ пĕве е юхан шыв хĕррине киличчен е унта алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ. Ачасем вара аслисем асăрхаса çитерейменрен шар кураççĕ. Акă Çĕмĕрлере тата Сĕнтĕрвăрри районĕнче тухнă инкексенче ашшĕ-амăшĕ те юнашарах пулнă, вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе аппаланнă хушăра пепкисем путса вилнĕ. Çăлавçăсем çынсене хăйсем лайăх пĕлекен вырăнта çеç шыва кĕме сĕнеççĕ. Кану валли офицаллă майпа уçнă пляжсене суйласан аванрах теççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене пурне те водолазсем тĕрĕсленĕ, шыв санитарипе микробиологи кăтартăвĕсем тăрăх хăрушсăр пулнине çирĕплетекен документсем те пур. Офицалллă майпа уçнăскерсенче çăлав тата медицина посчĕсем йĕркеленĕ, çăлав хатĕрĕсемлĕ щит тата канакансем валли информаци стенчĕ /пляж ячĕ, ĕç вăхăчĕ, сывлăш тата температура кăтартăвĕсем/ вырнаçтарнă, ишме-чăмпăлтатма юракан вырăна буексемпе палăртнă. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 15 пляж ĕçлет: вĕсенчен 8-шĕ - Шупашкарта, 3-шĕ - Етĕрне районĕнче, 2-шĕ - Сĕнтĕрвăрри хулинче, Çĕнĕ Шупашкарпа Куславккара - 1-ер.

Ытти районта пурăнакансен вара ăçта шыва кĕмелле-ха? Федерацин 131-мĕш саккунĕпе тата Шыв кодексĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçин хăйне шанса панă территоришĕн яваплă пулмалла, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн те унăнах тăрăшмалла. Çынсем шыва йышлăн кĕрекен вырăна тупса палăртсан пуçлăхăн ăна тасаттармалла, çăлавçăсен постне йĕркелемелле... Çапла тума май килмесен "Кунта шыва кĕме юрамасть!" тесе асăрхаттаракан паллăсем вырнаçтармалла. Унсăр пуçне ертÿçĕсен халăхпа профилактика калаçăвĕсем ирттермелле.

Пирĕн республикăра 3680 пĕве, кÿлĕ, юхан шыв. Вĕсенчен пысăк пайне нимĕнле оборудованипе те тивĕçтермен, тĕпне водолазсем тĕрĕслемен, çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем те çук. "Эпĕ кунта яланах шыва кĕнĕ: халĕччен нимĕн те пулман, малашне те йĕркеллех пулĕ", - тесе чылайăшĕ пĕр шикленмесĕрех шыва сикет. Анчах ятарласа тĕрĕслеттермен пĕве-кÿлĕ тĕпĕнче темĕн те выртма пултарать: кирпĕч е кантăк ванчăкĕ, арматура, тимĕр-тăмăр... Вĕсене пырса тăрăнас тата аманас хăрушлăх пур.

Муркаш районĕнчи пĕвесем

Муркаш районĕнче пурăнакансем ăçта канаççĕ, мĕнлерех вырăнсенче шыва кĕреççĕ-ши? Çак ыйтусене уçăмлатас тесе çула тухрăмăр. "Ытти муниципалитет йĕркеленĕвĕ пекех эпир те ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвне - 2014 çулхи шыва кĕмелли тапхăра хатĕрленесси çинчен - илтĕмĕр. Хушупа килĕшÿллĕн постановлени йышăнтăмăр. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - водолазсене чĕнсе илсе çынсем йышлăн канакан пĕвесен тĕпне тĕрĕслеттерессиччĕ. Пирĕн районта шыв объекчĕ пĕтĕмпе 100 ытла, çав шутран 70-шĕ - пысăкраххисем. Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче ГКЧСран водолазсем килчĕç, вĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи 13 пĕве /плотина/ тĕпĕсене тĕрĕслерĕç. Унтан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем шыва кĕме юракан вырăнсене буексемпе палăртрĕç, информаци щичĕсем вырнаçтарчĕç. Ертÿçĕсемпе шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăх темипе темиçе канашлу та ирттертĕмĕр. Вĕсемпе пĕрле халăхра ăнлантару ĕçĕсем йĕркелетпĕр, шывра хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтеретпĕр. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем хастаррине палăртас килет. Унта кашни пĕве çумне яваплă çын çирĕплетнĕ: вăл çыран хĕррисенче тирпей-илем хуçалантăр тесе тăрăшать, пушар машинисене шыв илме меллĕ пултăр тесе сăнаса-тĕрĕслесе тăрать. Çавăн пекех Чуманкасси, Йÿçкасси ял тăрăхĕсем ку ыйтусемпе нумай ĕçленине палăртмалла", - вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ райадминистрацин ятарлă программăсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Любимов.

Вăл каланă тăрăх - районта 3-4-мĕш çул ĕнтĕ çак мелпе ĕçлеççĕ: çынсем пĕр шикленмесĕрех шыва кĕме пултарччăр тесе водолазсене чĕнсе илеççĕ, хăрушсăрлăх ытти мероприятине пурнăçа кĕртеççĕ. Шел, кăçал районта 40 урлă каçнă пĕр хĕрарăм путса вилнĕ. Ку инкек кану валли ятарласа хатĕрлемен вырăнта пулнă, шар курнăскер эрех ĕçни палăрнă. Пĕлтĕр вара 5 çын путнă, вĕсем пурте водолазсем тĕрĕслев ĕçĕсем ирттермен çĕрте пурнăçпа сыв пуллашнă. Çав йышра икĕ ача пулни пушшех кулянтарать. Сăмах май, кăçал çĕртме уйăхĕнче районта ача-пăчан шывсенчи хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ иртнĕ.

Шыва кĕмешкĕн ятарласа хатĕрленĕ темиçе пĕве хĕррине çитсе килтĕмĕр. Макçикасси плотини канмашкăн чăнласах та лайăх вырăн пулнине курса ĕнентĕмĕр. Çăл куçсем тапса тăнăран шыв таса. Унпа юнашар волейбол вылямалли лаптăк тунă, ларса канмашкăн саксем вырнаçтарнă, сĕтел те пур. Информаци щичĕ те аякранах курăнать. Плотина тепĕр енче вара çветтуй çăл куç тапса тăрать, ăна пура лартса хăтлăлатнă. Унăн пĕр пайĕнче сăваплă шыва чăмса тухма май килет, тепринче вара сиплĕскере ĕçме тата савăтсене тултарса илсе кайма пулать. Кăшт çÿлерех - часавай. Акă Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан Петр Шатунов кунта тăтăшах сăваплă шыв илме килет, çанталăк шăрăх чухне плотинăна чăмса тухма та хирĕç мар. "Хамăр патра та шыва кĕмелли вырăнсем пур, анчах кунти тасарах пулнăран çакăнтах килетпĕр. Çăл куç шывне кашнинчех тултарса каятпăр, унпа апат пĕçерекен те сахал мар", - каласа кăтартрĕ Петр Вачеславович. Çăл куç патне вăл мăшăрĕпе тата хĕрĕпе килнĕччĕ. Çак тăрăхрах пурăнакан Николай Царев Макçикасси плотини 2010 çулхи шăрăхра та типменнине пĕлтерчĕ. Ку таврари çăл куçсем вăйлă тапса тăнăран тепĕр пĕве те тума май килнине палăртрĕ. Канмалли кунсенче кунта çывăхри ялсенчен çеç мар, хуларан та канма килеççĕ-мĕн. "Халăх халĕ ĕçре, пилĕк сехет иртсен самаях пухăнаççĕ", - терĕ Геннадий Любимов эпĕ шыва кĕрекен çынсене ÿкерес кăмăл пуррине систерсен. Акă пĕр хĕрарăм 4 мăнукĕпе килчĕ, чи кĕçĕннине мĕнлерех ишмеллине ăнлантарма пуçларĕ. Эпир малалла кайнă чухне ку плотина патне тепĕр икĕ машина çитсе чарăнчĕ.

Вомпăкасси пĕвинче ишсе-чăмпăлтатса тухнă арçын шыв сивĕреххине пĕлтерчĕ. Çыран тепĕр енчи ачасене çакă питех пăшăрхантармасть ахăртнех, вĕсем пулă пекех ишеççĕ. Кунти пĕвери буексем - çынсем хăйсем тĕллĕн ăсталанисем. Райадминистрацин ятарлă программăсен уйрăмĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - буексене чылай çĕрте татса пĕтернĕ иккен. Кама хытах чăрмантарнă-ши вĕсем? Вомпăкасси плотини çывăхĕнчи информаци щитĕнче халăхăн шывра хăйне мĕнле тытмаллине, вăл е ку лару-тăрура мĕн тумаллине ăнлантарса çырнă.

Хорнуй пĕви - районти плотинасенчен чи пысăккисенчен пĕри. Питĕ хитре вырăнта вырнаçнă вăл, юнашарах - вăрман. Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова эпир килнĕ вăхăтра çыран хĕрринчи ăпăр-тапăра пуçтаратчĕ. "Канма килекен çынсене хăйсем хыççăн тасатса хăварма ыйтас килет. Шыва кĕме тепре килсен, кирлĕ мар тĕрлĕ япала йăваланса выртнине асăрхасан хăйсен те кăмăлĕ хуçăлать вĕт", - терĕ ертÿçĕ. Манефа Валериановна çанталăк шăрăх тăракан тапхăр хăйне шухăшлаттаракан вăхăт пулнине пĕлтерчĕ. Пĕвесенче инкек ан пултăрччĕ тесе пăшăрханать вăл, çавна пулах ĕç хыççăн тăтăшах шыв хĕррине васкать: ишсе-чăмпăлтатма мар, çынсем хăйсене йĕркеллех тытнине сăнама. Тепĕр чухне кимĕпе те тĕрĕслесе çаврăнать. Шывĕ кунта тарăн та таса, çавăнпа унта чăмса тухас тĕллевлисем те, пулă тытас ĕмĕтлисем те килеççĕ. Акă виçĕ арçын ача велосипедпа вĕçтерсе çитнĕ. "Кăнтăрла çын сахалрах. Кун каç еннелле сулăнмасăрах шыва кĕрекенсем пирки: "Ĕç çук-тăр вĕсен", - теççĕ. Ытларахăшĕ ĕç хыççăн тата канмалли кунсенче плотина хĕррине васкать", - калаçăва тăсрĕ М.Колесникова. Пуçлăх ку плотинăна 2011 çулта юсанине пĕлтерчĕ, вăл ял тăрăхĕ çинче-çке. Çак территорири тепĕр икĕ пĕвешĕн вара ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ яваплă иккен.

Çапла, çуллахи вăхăтра кÿлĕ-пĕве, юхан шыв хĕрринче лайăх. Çапах унта каннă чухне тимлĕх тата асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ, мĕншĕн тесен шыв çăмăлттайлăха каçармасть.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем