Шуршăлта этнопарк пултăр
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин кăçалхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнчи хушăвĕпе çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен /ÇÇУСЛ/ çĕнĕ списокне çирĕплетнĕ. Унта 58 ÇÇУСЛ çеç кĕнĕ: регион шайĕнчи тата çут çанталăкăн район-хулари паллă вырăнĕ 29-шар.
2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республика шайĕнчи çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕ 94 пулнă, пурĕ 48753 гектар йышăннă. Кăçал 41,5 пин гектар хăварчĕç. Шутне пĕчĕклетни çут çанталăка хÿтĕлеме тăрăшакансене пăшăрхантарчĕ. Министерство йыша ÿстерессишĕн тăрăшать-ха, анчах хисепе пысăклатма çăмăл мар.
2010 çулта Японири Нагоя хулинче биологи тĕрлĕлĕхĕ çинчен конвенци йышăннă. Конференцие патшалăхсен ячĕпе хутшăннисем 2020 çул тĕлне çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкне çĕршыв территорийĕн — 17, тинĕс акваторийĕн 10 проценчĕ таран çитерме йышăннă. Çав документ айне Раççей те алă пуснă. 2014 çулта ÇÇУСЛ пирĕн çĕршыв территорийĕн 12 проценчĕпе танлашнă. Федерацин — 247, регион шайĕнчисем 12 пин шутланнă. Ку йыша хăйсен статусне кăçалхи нарăс уйăхĕнче çухатнисем /республикăрисем/ те кĕнĕ. Иртнĕ икĕ çул хушшинче федерацире патшалăх хÿтлĕхĕнчи лаптăк нумай хушăнмарĕ.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра федераци, регион тата район-хула шайĕнчи лаптăксем 76825 гектар шутланнă. Ку — республика лаптăкĕн 4,16 проценчĕ. 2020 çул тĕлне 17 процента çитерме ансат мар. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулта çĕршывра — Экологи, çав шутра Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен çулталăкĕ. Асăннă министерство 2017 çулта регион шайĕнчи ÇÇУСЛ туса хурас ыйтăва тĕпченине пĕлетĕп. Çавна май ăсчахсем, экологсем сĕнÿсем тăратаççĕ. Эпĕ те пуçару тăвасшăн.
Етĕрне районĕнчи Аркадий Айдак ячĕллĕ пĕрремĕш этноçутçанталăк паркĕн ырă ячĕ республика тулашне те сарăлчĕ. Иккĕмĕшне 14 пин гектар лаптăкра Андриян Николаев космонавт çуралса ÿснĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче йĕркелеме, унăн центрне Шуршăл ялĕнче тума сĕнетĕп.
Виççĕмĕш космонавт çитĕннĕ, ăна пытарнă яла курма çĕршывран çеç мар, чикĕ леш енчен те йышлăн килеççĕ. Туристсен хушшинче Космонавтика музейĕпе кăна мар, паттăр çуралса ÿснĕ ял тавралăхĕпе, этнокультурипе кăсăкланакансем те пур. Районăн хĕвелтухăç пайĕнчи çĕрне кĕртсе республикăн этноçутçанталăк паркне туса хумалла. Вăл космонавт çуралнă ял пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшĕ.
Александр ДИМИТРИЕВ,
Н.Цицин ячĕллĕ тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ
Комментари хушас