«Шурă хута хуратса хура çÿçе шуратрăм»

Геннадий Кузнецов 1943 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çуралнă. 1963 çулта Вăрнар районĕнчи Кульцав вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Публицист, поэт, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, «Тăван тăрăх туртăмĕ» сăвă кĕнекин авторĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алексей Талвир тата республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. Красноармейски районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатра литература сотрудникĕнче, яваплă секретарьте, Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçатĕнче яваплă секретарьте, ял пурнăçĕн пайĕн редакторĕнче ĕçленĕ. Халĕ ял хуçалăх пайĕн редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. 2000-2012 çулсенче «Хыпар» хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ пулнă.

— Манăн, виçĕ район чиккинче çуралнăскерĕн /Çĕнĕ Шуртан Йĕпреç, Вăрнар тата Канаш районĕсем чикĕленнĕ çĕрте вырнаçнă. — Авт./, виçĕ район çыннисемшĕн мĕнле те пулсан палăрса юлмалла тесе шухăшлаттăмччĕ ача чухнех. Çак ĕмĕт пурнăçланчĕ. «Хыпар» хаçатăн вырăнти корреспондентĕнче ĕçленĕ чухне çÿлерех асăннă районсен çыннисен ĕçĕ-хĕлне туллин çутатрăм. «Пурнăç — пĕртен-пĕр академи, яланхи студенчĕ унăн этем», — çырнă эпĕ хăй вăхăтĕнче. Пытармастăп: манăн аслă пĕлÿ çук. Шкул хыççăн вĕренме каясшăнччĕ, анчах укçа-тенкĕ пулмарĕ. Çавăнпа ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме тиврĕ. Эпĕ паянхи кунчченех пурнăçран, халăхран вĕренетĕп. 1965 çулта мана хастар ялкор тесе «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнчĕç. Çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ журналистика çулĕ çине тăрасси. Манăн, пичет анинче 52 çул ĕçлекенскерĕн, тивĕçлипех çапла калама сăлтав пур: эпĕ те хура çÿçлĕ пулнă, çĕмĕрт пек йĕпкĕн хура çÿçлĕччĕ эпĕ, шурă хута хуратса хура çÿçе шуратрăм. Сăпайлăх картинчен иртнĕ пек ан пултăр та, республикăра 52 çул пĕр канмасăр, пĕр улшăнмасăр хаçатра йывăр лава тапса туртакан калемçе шутласа кăларма алăри пÿрнесем те çитеççĕ.

— Калăр-ха: çырасси ăçтан пуçланчĕ?

— Пултарулăх çулĕ çине тăрасси пач ăнсăртран тытăнман. Çывăх тăванăм, чăвашсен поэт-сатирикĕ, юморисчĕ Трофим Иванов-Таçук хавхалантаратчĕ мана. Татмăш шкулне тăтăшах пыратчĕ, литература кружокне çÿрекенсемпе тĕл пулатчĕ. Сăввăмсене суйласа илсе 1957 çулта Канаш районĕнчи «Коммунизмшăн» /халĕ «Канаш ен»/ хаçатра кун çути кăтартрĕ. Эпĕ ун чухне вунтăваттăра пулнă.

— Пĕрремĕш сăвăсем... Мĕн çинчен вĕсем?

— Çук, шкул, вĕренÿ çинчен мар. Çĕр, хура тăпра, анне кăмакаран пĕçерсе кăларнă вĕри çăкăр пирки... Каярахпа сăвăсене «Çамрăк коммунист» хаçатра Геннадий Кузнецов-колхозник ятпа пичетлерĕç. Шкул ачин сăввисем колхозник ятпа пичетленнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Канаш районĕн редакцине хам тĕллĕн те сăввăмсене илсе кайнăччĕ. Литпĕрлешÿре ĕçлекен Маркел Григорьев-Лантăш пултарулăхăмпа паллашрĕ те: «Лайăх сăвăсем», — терĕ. Анчах ман çине: «Кăна хăех çырнă-ши?» — тенешкел пăхса илчĕ. Унтан чÿрече патне пычĕ те çапла каларĕ: «Халĕ эпĕ сана хам умрах сăвă çыртарса пăхасшăн». Унтан темиçе сăмах асăнчĕ те кĕске сăвă майлаштарма ыйтрĕ. Темиçе минутранах сăвă «купаласа» патăм. Маркел Григорьевич манăн «çимĕçе» вуларĕ те йăл кулчĕ, унтан çурăмран лăпкаса илчĕ. Çавăнтан пуçланчĕ сăвă çырасси.

— Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ те — сăвăсен шучĕ те çук пулĕ?

— Сăвă тĕлĕнмелле нумай çырнă. Анчах вĕсене пичетлеме васкаман. Çырнă-çырманах, чернилĕ типичченех редакцие нихăçан та леçмен. Малтан тантăшсене, тăвансене вуласа панă. 2000-3000 сăвăран та ытларах çырнă пулĕ. Нумайăшне парнеленĕ. Туй сăввисемпе такмакĕсене, юбилей çаврăмĕсене те чылай хайланă. Манăн пĕр кĕнеке кăна тухнă. «Тăван тăрăх туртăмĕ» ятлăскер 2012 çулта республикăра ирттернĕ конкурсра «Поэзире чи лайăх вуланакан кĕнеке» номинацире çĕнтернĕ. Малтанхи утăм çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Ку мана питĕ хавхалантарчĕ. Иккĕмĕш кĕнеке — «Кĕслен кĕске кĕввисем» — çак кунсенче «Çĕнĕ вăхăт» типографире кун çути курать. Унта 4-шар йĕркерен тăракан 3000 çаврăм. Эпĕ сăвва нихăçан та сĕтел хушшине ларса çырмастăп. Вĕсем манăн çут çанталăка тухсан, унăн ытамне лексен çуралаççĕ. Кашни ирех культурăпа кану паркĕнче пĕрер сехет чупатăп. Унтан тепĕр сехет утма тухатăп. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне ăс-тăна пуянлатать. Çак йĕркене 1988 çултанпах пăхăнатăп.

— Сăвă çырма сире мĕн хавхалантарать?

— Эпĕ çак обществăна, çынсене кирлине ыттисем туйса тăнине пĕлни мана пулăшать. Йăнăш çулпа утатăп пулĕ тесе шухăшлаттăм маларах. Мана никам та асăрхамасть пулĕ тенĕ, анчах асăрхаççĕ, кураççĕ иккен. Шупашкарта пурăнакан хăшпĕр сăвăçран çÿлерех тăнă пек туйăнать, мĕншĕн тесен мана пурте пĕлеççĕ. Эпĕ тăватшар йĕркеллĕ сăвăсем кăна мар, хăй вăхăтĕнче поэма та чылай хайланă. Вĕсем çÿлерех асăннă кĕнекене кĕмен. Паллăраххисем: «Сывпуллашу», «Асамат кĕперĕ», «Беслан», «Шуртан» тата ытти те.

— Хушма ят мĕншĕн илмен эсир?

— Тĕрĕссипе, хăй вăхăтĕнче «Шуртан» хушма ятпа çырасшăнччĕ. Шухăшларăм, шухăшларăм та — кирлех мар пулĕ терĕм. Кузнецов — тимĕрçĕ ачи. Унăн сунталĕ яланах вĕри мăлатук айĕнче кĕрлесе, янăраса тăтăр терĕм. Шел, хушамата малалла тăсакансем çук манăн. Эпĕ арçын тивĕçĕсенчен пĕрне кăна туллин пурнăçланă. Хам ĕмĕрте нумай йывăç лартнă. Анчах хам ятран çурт çĕклемен, ывăл çураттарман. Манăн икĕ хĕр. Вĕсемпе мăнаçланатăп, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕ вĕсем. Людмила Хурамал шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Елена — ăста дизайнер. Мăнукăмсем Артурпа Марта иккĕшĕ те шкултан медальпе вĕренсе тухрĕç. Марта аслă шкулта акăлчан чĕлхине тарăнрах шĕкĕлчет. Ăсталăха ÿстерме Америкăна кайма ĕмĕтленет. Мăшăрăм Ираида Яковлевна Трак тăрăхĕнчи Чаканар ялĕнчен. Унпа пĕрлешнĕренпе кĕçех çур ĕмĕр çитет. Арăм манăн сăвăсене чи малтан вулать, хак парать. Тепĕр чухне асăрхаттарать те. Уйрăмах пĕрремĕш юрату çинчен çырсан тÿрлетÿсем кĕртет.

— Эсир питĕ нумай çыратăр, хавхалану ăçтан тупатăр?

— Çав хăвата мана çут çанталăк, тÿпе парать. Каçхи тÿпере алтăр çăлтăра пăхсан вăй кĕрсе кайнăн туйăнать. Паркра вăййа тухнă чăваш пикисене аса илтерекен хурăнсемпе чуна уçса пуплетĕп. Хурăн вуллине сĕртĕнетĕп те — каллех вăй-хăват илетĕп.

— Хальхи поэтсенчен хăшĕн пултарулăхне уйрăмах пысăк хак паратăр?

— Çак ыйтăва пайăррăн татса пама йывăр. Хамăн ентешĕн, сонет ăстин Николай Теветкелĕн пултарулăхĕ питĕ пысăк шайра. Николай Исмуковпа Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер сăввисем чуна çывăх. Эпĕ вĕсене çăлкуçран ывăçпа ăсса илнĕ сиплĕ шыва ĕçнĕ пекех ăса хыватăп.

— Чăваш прози пирки мĕн калатăр?

— Ку енĕпе илес тĕк, мана авторсем ан кÿренччĕр те, пурин пирки те калама пултараймастăп. Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн çулĕпе шанчăклăн утакансен йышĕнче Хĕветĕр Агивера куратăп. Мана унăн чĕлхи килĕшет, тарăннăн шухăшласа çырать вăл. Хамăн ентешĕн Николай Максимовăн хайлавĕсем кăмăла килеççĕ. Çамрăкраххисенчен илес тĕк Геннадий Максимов юлашки вăхăтра самай çÿлерех çĕкленме пултарчĕ. Чăваш халăх писательне Денис Гордеева та ырăпа асăнас килет.

— Халĕ журналистикăна таврăнар-ха. Эсир пичетре – шурсухал. Калăр-ха: темăсене ăçтан тупатăр?

— Интереслĕ ыйту. Журналистика — пач урăх тĕнче. Кунта сăвă çырнă пек мар. Темăна нихăçан та ятарласа шырамастăп. Унта-кунта, пĕр-пĕр тĕлпулăва кайсан хăех тупăнать. Кашни тĕлпулу — хăйне май тема. Саккас панипе кăна лайăх статья çырма çук. Унăн чун-чĕререн тухмалла. Çын — çĕр çинчи чи пысăк пуянлăх. Пулас статья геройĕпе тĕл пулнă хыççăн киле çитсен те лăпланмастăп. Унăн кун-çулне куç умне темиçе хут та кăларатăп. Хама унăн пурнăç çулĕпе утнăн туятăп. Кашнинчех çапла. Пахчара ĕçлетĕп-и, мунча кĕретĕп-и — шухăшăм ун çинчех.

— Журналистикăри вĕрентекен сирĕншĕн кам?

— Пичет ĕçĕнчи вĕрентекенсен йышне Аркадий Казановпа Александр Аслута кĕртетĕп. Вĕсен иккĕшĕн те пултарулăхĕ вышкайсăр пысăк.

— Çитмĕл виçĕ çул. Çакă арçыншăн сахал е нумай?..

— 73-е тепĕр май çавăратăп та 37 пулать. Халĕ хама 37-ри пек туятăп. Ăсталăх шайĕпе, пуçтарăннă тавракурăм пуххипе илес тĕк – хама 35 çулхи калемçĕрен шанчăклăрах туятăп. Мана кашни кун чупма тухни тĕлĕнмелле пулăшать. Вулаканăмăрсене те сывлăха çапла майпа çирĕплетме сĕнесшĕн эпĕ.

— Сирĕн пурнăç поэзипе журналистикăран кăна тăмасть ĕнтĕ. Чун киленĕçĕ валли вăхăт юлать-и?

— Атте тимĕрçĕ, чаплă платник пулнă. Шел те, унăн ăсталăхне чĕптĕм чухлĕ те илеймен эпĕ. Пуртă вылятма, сава куçарма, мăлатук çапма пĕлместĕп. Çĕр çинче ĕçлеме юрататăп. Çуркунне çĕр пиçсен алла кĕреçе тытса чавма, пахчаçимĕç акма-лартма, кĕркунне пухма юрататăп. Çапла, вăй-халпа çыхăннă ĕçе те кăмăллатăп. Пултарулăх çынни вăй-хал ĕçне туса канать.

— Тăватă йĕркеллĕ сăввăрсем мĕн çинчен?

— Çĕр çинчен çырнисем те пур. Ытларахăшĕ — этемлĕхĕн кăмăл-сипечĕ çинчен. Мораль темипе те нумай. Тăватшар йĕркеллĕ сăвăсем яланах тарăн шухăш çуратаççĕ. Эпĕ Омар Хайямăн çаврăмĕсене те куçарнă. Калăпăр: «Вилсен мана ăçта шырамалла? Ăçта хупах — унта шырамалла. Ăçта ясар хĕрсем утса иртеççĕ, Унта вара мана шырамалла». Омар Хайям пултарулăхĕ сĕре килĕшет. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче 450 рубаи кăна çырнă. Паянхи куна вара вăл çырни темиçе пинрен те иртет теççĕ. Ытти автор та Омар Хайям ячĕпе çырать-мĕн. Философ каларăшĕсем паянхи кунчченех интереслĕ.

— Ĕмĕт-тĕллевĕр пирки те пĕлес килет.

— Çак çĕр çинче çывăх юлташсен хушшинче ята ямасăр, чыса сутмасăр пурăнса ĕмĕр вĕçне йĕркеллĕ утса тухасчĕ.

Роза ВЛАСОВА калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.