Шурă халата вараланă инкек
Патăрьел районĕн сучĕ райбольницăн ачасен уйрăмĕн заведующийĕ Муслима Якушева тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă. Ăна Уголовлă кодексăн темиçе статйипе айăпланă: çăмăлттайлăхшăн, взятка илнĕшĕн, службăри ултавшăн.
Çак пăтăрмах пирки эпир хăй вăхăтĕнче çырнăччĕ, çапах аса илтерни вырăнлă. Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче заведующи ерçейместĕп тесе 6 çулти хĕр ачана, фельдшер «ОРВИ. Диспепси синдромĕ» диагнозпа илсе килнĕскере, йышăнман, пăхман, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ кÿмен, госпитализацилемен. Çавна май çывăх çыннин пĕчĕкскере больницăран илсе кайма тивнĕ. Анчах темиçе сехет иртсен хĕр пĕрчи хăйне пушшех йывăр туйма пуçланă та - вилес пекскере каллех сиплев учрежденине илсе килнĕ. Шел, халь тин ăна çăлса хăварма май килмен. Суд-медицина экспертизи вилĕме аспираци пневмоничĕ, ÿпке-чĕре сывă пулманнипе пушшех йывăрланнăскер, сăлтавланине çирĕплетнĕ.
Тĕпчев Якушевăн тепĕр «çылăхне» те тăрă шыв çине кăларнă. Вăл пĕр хĕрарăмран взятка илнĕ. Унăн пĕчĕк ачине пăхмасăрах амăшне ĕçлеме пултарайманнин хутне, ĕçрен хăтармалли больничнăй илме ирĕк параканскере, туса панă. Куншăн ăна 1 пин тенкĕ укçа, коньяк тата канфет парса тав тунă.
ЧР прокуратурин пресс-служби «судра чăрмавсем пулнине» палăртать пулин те патшалăх айăплавçи Якушева преступлени тунине ĕнентерме пултарнă. Çавна май суд унăн характеристикине, ытти саманта шута илсе медицина ĕçченне 3 çул та 6 уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, взяткăн 40 виçи /62 пин тенкĕлĕх/ чухлĕ штрафланă. Приговор вăя кĕмен-ха.
Н.ДМИТРИЕВ
Комментари хушас