"Шурă чечек" - тасалăх палли

1882 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Берлинта Роберт Кох тухтăр хăрушă амакăн бациллине уçни пирки пĕлтернĕ. Сенсациллĕ доклада тунăранпа 100 çул иртнĕ май çак датăна пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртмашкăн йышăннă. Унăн эмблеми - шурă чечек, ÿпке тасалăхĕн палли.

"Шурă чечек" уйăхлăх мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн халăх сывлăхне упрас тата туберкулеза профилактикăлас тĕллевпе хулари 1-мĕш клиника больницинче курăмлă чылай ĕçе пуçăннă: куçса çÿрекен установка пулăшнипе Хĕвел тухăç поселокĕнче пурăнакансен флюорографи тĕрĕслевне ирттереççĕ, 1 тата 2-мĕш поликлиникăсенче "Уçă алăксен кунĕсем" вăхăтĕнче çынсене йышăнаççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсенче чир сиенĕ çинчен лекци йĕркелеççĕ. Участок терапевчĕсемпе пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕсем амак /аталану мелĕ, пĕр çынран теприне куçни, профилактика тата сиплев/ пирки листовкăсемпе информаци хучĕсем сараççĕ.

Оксана ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.