Шурă чăрăш вăрманĕнчи, çÿп-çап купи çывăхĕнчи ял, е чăх-чĕпе тортпа тăрантарни çинчен

4 Пуш, 2017

Кăçал республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх сĕнĕвне шута илсе общество инфратытăмне аталантаракан проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен Указ алă пусрĕ. Кунта шывпа, электричествăпа тивĕçтерекен объектсене çĕнĕрен хăпартас е юсас, çÿп-çапа пуçтарса тирпейлес ĕç пирки сăмах пырать. Çакăн валли республика бюджетĕнчен 75 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Экологи çулталăкĕнче Пĕтĕм Раççейри "Таса çĕршыв" проектпа килĕшÿллĕн Питтукасси свалки вырăнне йĕркене кĕртесшĕн. Шăпах çакăнта Шупашкарти чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулĕ. Ăна рекультивацилеме федераци бюджетĕнчен 380 ытла миллион тенкĕ куçарĕç. Унсăр пуçне республика, тĕп хула бюджечĕсем укçа уйăрĕç. Кăçалах 122 миллион тенкĕпе усă курма планланă.

Пахча хыçĕнче — свалка

"Питтукассинче пурăнатăп", — теме те намăсчĕ. Çак яла çынсем свалка çывăхĕнче вырнаçнипе лайăх пĕлеççĕ. Апла тăк унта ырă мар шăршă кĕрет", — пытармаççĕ шухăшĕсене çамрăксем.

Халĕ кирлĕ мар хатĕр-хĕтĕр юр айне пулнă. Çавăнпах сăмсана çуракан шăршă сирĕлнĕпе пĕрех.

Пахча хыçĕнчен 500 метртанах свалка пуçланакан ялта çынсем мĕнле пурăннă-ши? Вĕсен урăх çĕре куçма та май пулнă вĕт. "Атте-анне çуртне епле пăрахăн? Эпир çакăнтах тымар янă", — калаçăва хутшăнаççĕ аслă ăру çыннисем. Тухса кайса урăх çĕрте вырнаçма, паллах, укçа-тенкĕ кирлĕ. Тен, çавăнпах çине тăман вĕсем? Ял пĕтсе мар, пачах тепĕр май, ÿссе пыни вара куç умĕнчех.

Истори докуменчĕсенчен çакă паллă: Питтукассинче 1999 çулта 99 çурт пулнă, унта 337 çын пурăннă. Халĕ кунта 156 кил-çурт, çакăнта тĕпленнисен йышĕ те хушăннă. Кунта чăвашсем XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ теççĕ. Тарăн икĕ çырма хушшинчи шур чăрăш вăрманĕнче ял пуçланса кайнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче колхозсем йĕркеленнĕ май правлени çуртне хăпартмашкăн йывăçсене касма тытăннă.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче качча килнисене, сăмахран, хула çывăхĕнчи ялта пĕчĕк пÿртсем пулни тĕлĕнтернĕ. Унтанпа кермен пек çуртсем çине-çинех хăпарса ял сăнне улăштарнине хам куртăм. "Ахăртнех, свалка хупăннă хыççăн çакăнти çĕр лаптăкĕ палăрмаллах хакланĕ", — шухăшлать ял-йыш. Вĕсем каланă тăрăх, пушă çĕр шыракан малтан та пулнă.

"Виçĕ хула хушшинче пурăнатпăр", — теççĕ хăйсем пирки Питтукассисем. Шупашкара çуранах утаççĕ. Çĕнĕ Шупашкара çитме те инçе мар. Çул урлах вырнаçнă Çĕнĕ хула микрорайон капăр курăнать. Вăл Шупашкарăн — пĕр пайĕ. Çапах ăна та çынсем тепĕр хула пекех йышăнаççĕ.

Питтукасси ял тĕлĕшĕпе тĕрлĕ проект хатĕрленĕ. Пĕр вăхăтра çынсем пÿртсене çĕмĕрме пуçлаççĕ тесе ялтан хулана куçма та хатĕр пулнă. "Халĕ нумай хутлă çурт чÿречинчен пăхса лараттăмăрччĕ ĕнтĕ", — шÿтлеме те пĕлеççĕ хĕрарăмсем.

Çула юр хупланă

"Питтукассинче хăвармалла терĕм вĕт", — ГАЗель чарăнуран иртсе кайсан вăрçăнма пуçларĕ шашкă кĕрĕклĕ хĕр. Эпĕ те, вăл та ял патĕнче хăварма ыйтнине илтмен пулмалла водитель. Килне васкаканни Çĕнĕ хула еннелле пăрăнчĕ. "Свалка çывăхрах пулнине пăхмасăрах çак микрорайонта хваттер туяннă-и эсир?" — юлмастăп унран. "Шăршине питех туйман", — ĕнентересшĕн вăл.

Питтукассинче библиотекăсăр пуçне урăх организаци çук. Çынсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта ĕç вырăнĕсем тупнă. Наталья Павлова библиотекарь свалка хупăнасса кĕтнине, ĕмĕт çитнишĕн савăннине пытармасть.

Зайцевсен килĕ çумĕнчен иртсе свалкăна çитерекен çула юр хÿсе лартнă. Халĕ никам та çунашка туртса утмасть. Малтан ял çыннисем çак сукмака такăрлатсах тăнă. Шоссе пекех яка пулнă вăл. Мĕн шыранă вĕсем çÿп-çап купинче?

"Чăх-чĕп валли торт йăтаттăмăр. Миххи-миххипе çăкăр тиесе килеттĕмĕр — ăна унта машини-машинипе килсе тăкатчĕç. Ăна выльăха хĕлле çитерме типĕтеттĕмĕр. Хуçалăхра кирлĕ савăт-сапа пуçтараттăмăр. Çÿп-çап вырăнĕнчен илсе килнĕ супăньпе çаплипех усă куратпăр", — каласа кăтартать Светлана Павлова. Çÿп-çап вырăнĕнчен вутă турттарнă. Тĕслĕхрен, хула çыннисем пластик кантăк лартнă та йывăç рамăна пăрахнă. Вăл мунча хутма, кĕлетре выльăх апачĕ пĕçерме чухах. Унсăр пуçне сăра, минерал шывĕ, кăлпасси, канфет, маргарин, чипс, кофе, пахчаçимĕçпе улма-çырла... купи-купипе, курупки-курупкипе йăванса выртнă. 75 çула çитнĕ хĕрарăм паян та свалкăна кайса килме хирĕç мар та... "Машинăпа темĕн те пĕр тиесе килсе тăкма пăрахнăранпа ĕç те çук", — тет вăл.

Светлана Ивановна 7-мĕш класс хыççăнах фермăра ĕçлеме пуçланă. Чăх-чĕп, сурăх, сысна пăхнă. Кайран 30 çул ытла пир-авăр фабрикинче вăй хунă. Халĕ те чăх-чĕп, сурăхсем усрать.

Хăйсем те çинĕ

Çынсем свалкăри апат-çимĕçпе выльăха тăрантарнине уççăнах калаççĕ. "Укçа çитсе пыман вăхăтра пуçтарса килнĕ çăкăр-кăлпассие хамăр та çинĕ", — пытармаççĕ теприсем. Типтерлĕ хĕрарăмсем сăра кĕленчисене нÿхрепе антарнă. Кайран мунчаран милĕкпе çапăнса тухнă арçынсене ăш хыпнине ирттерме кăларса панă вĕсене. Эх, хĕпĕртенĕ çакăншăн кил хуçисем!

Çав вăхăтрах çÿп-çап вырăнĕнчен йăтнă апатпа çитĕнтернĕ выльăх какайне, чăх-чĕп çăмартине çиме йĕрĕнекенсем те тупăнчĕç. Вĕсем, паллах, свалкăна çул хывман.

Хăшĕ-пĕри тумтир, атă-пушмак суйласа тăхăннă. Çи-пуç кĕсйинче укçа тупакан та пулнă теççĕ. Нумайăшĕ тĕслĕ, хура металл пуçтарнă. Урамри çамрăксем çапла майпа 2 сехетре 2-шер пин тенкĕ алла кĕнине хавхаланса каласа кăтартаççĕ. /Унпа эрех мар, кирлĕ хатĕр туяннă пулсан тем пекехчĕ/.

Зайцевсем арăмĕпе упăшки сменăпа ĕçленĕ. Апла пулин те хăш чухне 3 тĕпренчĕкне килте питĕрсе хăварма лекнĕ. "Çÿп-çап вырăнĕ çуннă вăхăтра çулăм пÿрт çине сиксе ÿкнĕнех туйăнатчĕ. Çакна аякран курса мĕн чухлĕ куляннă! Киле хăра-хăра пĕтĕм вăйран чупнăран ура хытсах ларатчĕ", — аса илет Галина Ивановна.

Свалкăран йĕкехÿре яла иленнĕ. Вĕсем пахчара е картишĕнче чашăк тавра тăрса апат çинине те курнă çынсем. Унсăр пуçне çÿп-çап вырăнĕнчен çатăрка хутаçсем çилпе вĕçсе килнĕ. Купи-купипех пуçтарнă çав йăх-яха ял халăхĕ. Кĕтÿçсене пушшех чăрмантарнă вăл. Унсăр пуçне вырăнăн-вырăнăн таракансем пуçтарăннине асăрханă çынсем.

"Свалкăна ăпăр-тапăр турттарса килекен машинăсем халĕ те куç умĕнчех. Эпир те çавăнтах тăратпăр пек..." — çÿп-çап вырăнĕнче çÿрени, тен, яланлăхах вĕсен асĕнче çырăнса юлĕ.

Светлана Ивановнăпа Галина Ивановнăна сăн ÿкерсе илесшĕнччĕ. Вĕсем пăрçа пек тарса çухалчĕç. "Массăллă информаци хатĕрĕсенчен пирĕн тăрăха малтан та килнĕ. Эпир ун чухне те хамăр сăна кăтартман, халĕ пушшех сăн ÿкерĕнместпĕр", — терĕç вăр-варскерсем.

Урамра çутă çук

Иртнĕ ĕмĕрĕн 75-мĕш çулĕсенче ялта 85 ĕне таран тытнă. Халĕ пур çĕрте те выльăх йышĕ чакнă. Паян 7 килте кăна ĕне усрани никама та тĕлĕнтермĕ. "Малтан, вăй пур чухне, ĕçе кайиччен сĕте хулари хваттер хуçисене сутса хăвараттăм. Темле пулсан та выльăх апачĕ шыраса свалкăна утман. Халĕ эмел илме укçа нумай кирлĕ. Шăмăшри фельдшерпа акушер пунктне е Шупашкар район больницине кайса килме питĕ кансĕр. Электрон черете тăма Интернет çук. Пире Çĕнĕ хулари поликлиникăра йышăнсан мĕнешкел лайăхчĕ", — чунне уçать Маиса Демьянова.

Ял халăхĕ таврара чир-чĕр алхаснăшăн кулянать. Тен, свалка сывлăха усал витĕм кÿнĕ? Хăй вăхăтĕнче сывлăша ятарласах тĕрĕсленĕ. Анчах пĕтĕмлетÿпе халăха паллаштарман.

"Анне Етĕрне районĕнчен 3 тĕпренчĕкĕпе куçса килнĕ çакăнта. Автобусран тухсанах çĕрĕк шăрши кĕнĕччĕ, тĕтре сисчĕвлентернĕччĕ. "Ăçта илсе килтĕн эсĕ пире?" — тенĕччĕ ăна.

Каçхине çуса çакнă япаласене свалка шăрши çапатчĕ. Ирхине типĕ çи-пуçа пуçтарса шыва тепре чикеттĕмĕр", — çĕнĕ пурнăç пуçланине аса илет Светлана Михайлова.

Ял халăхĕ урамсенче çутă çуккишĕн кăмăлсăр. Çакăншăн вырăнти ял администрацийĕ яваплă. "Ку ыйту ытти ялсенче те çивĕч. Электроэнерги кабельне улăштарма нухрат кирлĕ. Укçа-тенкĕ вара çитсе пымасть", — ăнлантарчĕç Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял администрацийĕнче. Питтукассине мĕн чухлĕ укçа уйăрмаллине депутатсен пухăвĕнче палăртĕç.

Ял старости Маргарита Сергеева, тĕслĕхрен, свалка вырăнĕнче тÿпенелле кармашакан йывăçсем çитĕннине курасшăн. Вара ял халăхĕ уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывласа киленĕ.

Питтукасси хĕрĕ Екатерина Недайкаша Краснодар тăрăхне кайсан мăшăр тупнă. Çак çемье Чăваш Республикинче хăйне хăтлă туять. Вĕсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Çамрăк амăшĕ çуралнă вырăнтан аякка куçасшăн мар. Çĕнĕ хулара хваттер туянас шухăш та пур мăшăрăн. Свалка вырăнĕ ача-пăчапа уçăлса çÿремелли лапама çаврăнасса шанаççĕ-кĕтеççĕ вĕсем.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.