Шупашкарти коопераци институчĕ – 55 çулта

27 Юпа, 2017

Паян, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институтĕнче аслă шкул йĕркеленнĕренпе 55 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие сумлă хăнасем чылаййăн пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче: ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Альбина Егорова, Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Сергей Гиль, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев.

Хальхи вăхăтра Шупашкарти коопераци институтĕнче Раççейри 4 пине яхăн студент вĕренет. Çак йышра Чăвашри çеç мар, Раççейри 70 регионтан, 10 ют çĕршывран килнĕ çамрăксем. Вĕсем бакалавриат программипе вĕреннĕ хыççăн магистратурăра, аспирантурăра пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. «Палăртма кăмăллă: пирĕн институтра вĕреннĕ студентсем халĕ Чăваш Енри çеç мар, Раççейри, ют çĕршывсенчи тĕрлĕ организаци-предприятире ĕçлеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пирĕн выпускник», — терĕ Валерий Витальевич.

Аслă шкул ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ. РФ Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров Хусантан вĕренсе килсен çак институт общежитийĕнче пурăннине аса илчĕ, Раççей коопераци университечĕн ректорĕ Сергей Гиль преподавательсене тав туса студентсене тивĕçлĕ пĕлÿ памашкăн çанă тавăрса ĕçлемешкĕн сывлăх сунчĕ. «Шупашкарти коопераци институчĕ — пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлекен аслă шкул», — палăртрĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев. Сумлă хăнасем преподавательсене, ветерансене, студентсене саламласа чылай наградăпа чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятие зала пухăннисем çеç мар, Раççей коопераци университечĕн 17 филиалĕнче те онлайн мелпе пăхрĕç. Уява шкул ачисем, студентсем, КВН вылякан ушкăн юрласа, ташласа, култарса илем кÿчĕç.

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас