Шупашкарти фестивале Европăри сумлă тенорсем хутшăнĕç
13 Ноября, 2017 | Культура | канашлусем

Пĕтĕм тĕнчери Максим Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ Шупашкарта чÿк уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче иртет. Культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмпех хатĕр темелле ĕнтĕ. Çапах республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура Оперăпа балет театрĕ умĕнчи лаптăка тирпейлессипе çыхăннă ĕçсене фестиваль уçăличчен вĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Унта брусчатка сараççĕ. Министр подрядчиксем ку ĕçсене паян-ыранах вĕçлессине çирĕплетрĕ.

Фестиваль эрнекун «Евгений Онегин» оперăпа уçăлать. Тĕп партисене Михаил Журков /Саратов/, Альбина Хрипкова /Ярославль/, Юрий Городецкий /Беларусь/ юрлаççĕ. Хăйне евĕрлĕх — вырсарникунхи «21-мĕш ĕмĕр тенорĕсем» концерт. Тĕнчери сценăсем çинче чап çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ арт-проекта Мускаври тата Европăри паллă та сумлă тенорсем хутшăнаççĕ. Фестиваль чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленет. Йĕркелÿçĕсем ун пирки те çĕршыври тата чикĕ леш енчи — Италири, Румынири, Грецири, Канадăри, Китайри чи лайăх сасăсен çăлтăрчăкĕ теççĕ. Çавăнпах-тăр Константин Яковлев фестиваль пуçласа хăйĕн хакне саплаштарасси пирки пĕлтерчĕ. Билетсем йÿнĕ мар /500-тен пуçласа 2100 тенкĕ таран. Кулленхи билет — 3000 тенкĕ/ пулин те лайăх сутăнаççĕ — музыка искусствине юратакансем вĕсене туянса пĕтернĕпе пĕрех.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас