Шупашкарта — Ял кунĕ
Кунашкал мероприятие Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа çыннисем виççĕмĕш хут ирттереççĕ. Ялта çуралса ÿссе Шупашкарта тымар янăскерсем пĕлтĕр Трактор тăвакансен культура керменĕнче пуçтарăннăччĕ. Кăçал утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тĕл пулчĕç, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçрĕç, ялтан ятарласа хатĕрлесе килнĕ куравсемпе паллашрĕç, юрларĕç, ташларĕç, юлашкинчен залра пысăк концерт пăхрĕç.
Унта вара билет туянса кĕчĕç. Тĕллевĕ пархатарлă — çапла майпа ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ ялти Çветтуй Турă Амăшĕ ячĕпе лартакан чиркĕве тума каять.
Кашни ялăн хăйĕн шăпи, кун-çулĕ. Лаш Таяпа ялĕ мĕнле пуçланса кайни пирки тĕрлĕ халап çÿрет. Акă пĕринче çапла калани пур: Иван ĕмпÿ Хусанпа çапăçнă чухне ун пĕр çарĕ инкеке лекнĕ: вĕсене тутарсем хупăрласа илнĕ. Мĕнле çăлăнса тухмалла? Çавсене пулăшма Ураскилт ятлă чăваш хăй çыннисемпе пырса çитнĕ, тутарсене хăваласа янă. Хусана илсен Иван ĕмпÿ Ураскилте çĕр парса тав тăвас тенĕ. Пушă выртнă ун чухне çеçенхирсенчи çĕрсем. Ураскилтĕн 9 ывăлĕ Лаш Таяпа /Ураскилт/, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Чăваш Каркалар, Мăкшă Таяпа /Тутарстанри Теччĕ районĕ/, Кăннă Таяпа /Самар облаçĕ/ тата Атăл леш енче Ураскилт ялĕсем /пĕтĕмпе 9 ял/ пуçарса янă имĕш. Ураскилте çĕр касса панă хут, 40 аршăн тăршшĕскер, Аслă Таяпа чиркĕвĕнче упраннă. Ку тăрăхра Уразгильдин хушаматлă çынсем халĕ те пурăнаççĕ.
Паллă историк Василий Димитриев профессор вара "Чувашские исторические предания" /Чăваш кĕнеке издательстви, 1988 ç./ кĕнекинче Лаш Таяпа ялне икĕ ятпа асăннă — Починко Уразгильдино тата Тайба. Çакскерсем — Ураскилт тата Таяпа — Аслă Таяпаран тухнă тет.
Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх — Аслă Таяпа ялĕпе юнашар хулаш X ĕмĕрте никĕсленнĕ. Апла пулсан вăл 1000 çулта. Унтан Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Чăваш Каркалар, ыттисем куçса ларнă. Лаш Таяпа та çак ретренех. Ку ялсем пурте Иван ĕмпÿ Хусана илнĕ хыççăнхи 200 çул хушшинче пулса кайнă.
Ял ятне çĕклекен çын чылай кунта. Пурне те палăртса та çитереймĕн. Кашни тытăмрах пур вĕсем. Сăмахран, Элмек Иванне — Иван Дмитриевах — илер. Вăл — чăвашсен мухтавлă ÿнерçисенчен пĕри. Унăн ашшĕпе амăшĕ Лаш Таяпаран. Иван Элмекĕн картинисем таçта та — Мускаври /Третьяковкăра/, Ярославльти, Шупашкарти, Мурманскри, Тулăри, Рязаньти тата ытти хулари ÿнер музейĕсемпе картина галерейисенче упранаççĕ.
Элмек Иванĕсĕр пуçне кунта Юрий тата Олег Ксенофонтов ÿнерçĕсем, Николай Ятманов архитектор, ыттисем çуралса ÿснĕ.
Лаш Таяпа паттăрсемпе пуян. Кунти 8 çын спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ялăн чи çутă çăлтăрĕ — Владимир Андреев. Вăл виçĕ Олимпиадăна хутшăннă: 1992 çулта — Барселонăра, 2000 çулта — Сиднейра, 2004 çулта — Афинăра. Инçетри Австралире бронза медаль çĕнсе илнĕ.
Чăваш халăх артистки Мария Бикулова та çак ялтанах. Мария Григорьевна ГИТИСра М.М.Тарханов студийĕнче пĕлÿ илнĕ чăваш артисчĕсемпе пĕрле 1947 çулта Чăваш академи драма театрне таврăннă.
Пĕртăван Сидоровсем те ял сумне çĕклекенсен ушкăнĕнче. Василий Петрович — Раççей Писательсен союзĕн тата Чăваш ÿнерçисен пĕрлĕхĕн членĕ, сăвăç, прозаик, драматург пулнă. Петр Петрович — журналист, тивĕçлĕ канура пулин те лăпкăн пурăнма пултараймасть.
Пурин пирки çырса кăтартма çук, каçарччăр ĕнтĕ. Чиркÿ пирки вара çакна каламалла: халĕ çĕкленекен чиркĕве Лаш Таяпара 175 çул каяллах тунă. 1940 çулта хупнă, чиркÿ упранса юлман. 2009 çулта çĕнĕ чиркĕве ниме мелĕпе тăвас ĕçе ял çыннисем — Юрий Попов, Владимир Меметов, Леонид Лебедев, Сергей Тунгулов, Леонид, Анатолий Князевсем — пуçăннă, укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕçе Силуан атте йĕркелесе пырать.
Уява таврăнар-ха. Лаш Таяпасене паллă пулăмпа саламлама Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов килсе çитрĕç. Вĕсем куравсемпе паллашрĕç, ял çыннисен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç, хăйсем сăмах каларĕç. Петр Степанович, сăмахран: "Районăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Республикăри чи лайăх 100 хуçалăх хушшинче 14-шĕ çак районтан. Елчĕксем пуçаруллă. 20 çул каялла тĕп хулара ентешлĕхсем йĕркелес тĕлĕшпе те пĕрремĕшсем пулчĕç", — терĕ.
Николай Миллин Лаш Таяпа халăхне ăмсаннине те пытармарĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕшĕн, хастарлăхĕшĕн. "Манăн тăван ялта та пысăк чиркÿ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрте ăна та ыттисен хурлăхлă шăпи пырса тивнĕ. Халăх чиркÿ кирлĕ тесе тахçанах калаçать, анчах ĕçе пуçăнмасть-ха. Ютран килсе туса парасса кĕтеççĕ-ши? Лаш Таяпара пурте тĕслĕх илмелли çынсем çуралса ÿснĕ: СССР Аслă Канашĕн депутачĕ Алексей Дмитриев, Владимир Андреев олимпиец, Юрий Попов спикер, Владимир Меметов меценат, ыттисем. Эсир ырă тĕслĕх кăтартатăр. Çак тĕлпулу чунра савăнăç çуратать", — терĕ вăл.
Силуан атте чиркÿ тăвас ĕçе хутшăнакансене тав турĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче ăна уçмашкăн пыма йыхравларĕ.
Уяв концертне Александр Васильев, Светлана Яковлева, Юрий Кашкăр, Иван Христофоров, Зарима Князева, Алексей Шадриков, Денис Антипов, Алексей Московский тата ытти юрăç, çавăн пекех Лаш Таяпаран килнĕ "Тайпи", "Сударушки" ушкăнсем хутшăнчĕç.
Надежда СМИРНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас