Шупашкарта Тăван çĕршыва юратакансене пĕрлештерекен уяв иртрĕ

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăра Раççей кунне халалласа савăнăçлă уяв мероприятийĕ иртрĕ. Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ тÿреме Тăван çĕршыва юратнине палăртса 5 пин ытла çын пухăнчĕ.

Уяв пултарулăх ушкăнĕсен, спорт федерацийĕсен тата вокалистсен театрализациленĕ номерĕпе уçăлчĕ. Ун хыççăн Тăван çĕршыва юратакансене пĕрлештерекен уяв.

Раççей халăхĕсен туслăхĕн парачĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çĕршыври пĕтĕм халăх представителĕсене пĕрлештересси, вĕсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхне пĕтĕм тĕнчене кăтартасси. Çакнă хыççăн мероприятие килнисем пурте пĕрле Раççей гимне шăрантарчĕç.

Уява пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

«Ырă кун, хисеплĕ çыннăмăрсем, сире патшалăх, наци уявĕпе — Раççей кунĕпе — пĕтĕм чунтан саламлатăп. Паян çак уява пирĕн çĕршывра темиçе миллион çын паллă тăвать, — терĕ Михаил Игнатьев. — Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине упрать, ашшĕ-амăшне юратать, йăх-несĕлне тивĕçлипе хаклать. Çынсен Тăван çĕршыва тата çĕре юратасси çулсерен ÿссе-çирĕпленсе пырать. Пирĕн Раççей яланах вăйлă пулнă, халăх вун-вун вăрçă чăтса ирттернĕ, пур-пĕрех хуçăлман, пуç усман, ура çине тăнă. Раççей тата вăйлăрах пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, мĕншĕн тесен вăл — пирĕн çĕршыв, пирĕн çĕр». Мероприяти вăхăтĕнчех Михаил Васильевич Шупашкарта пурăнакан çамрăксене чи кирлĕ документа — РФ граждан паспортне — пачĕ.

«Пирĕн Раççее вăйлă, никам çĕнтерейми çĕршыв пек курас килет», — терĕ Валерий Филимонов. Леонид Черкесов çĕршыв пуласлăхĕ унта пурăнакан кашни çынран килнине палăртрĕ.

Уяв Чăваш Енри чи лайăх пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе малалла тăсăлчĕ. Хулари Лакрей вăрманĕнче, ача-пăча паркĕсенче çак кун концертсем, конкурссем йĕркелерĕç.

Раççей кунĕнче республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ халăх савăнчĕ. Вĕсен шухăш-кăмăлне те пĕлме май килчĕ уявра.

Марина СМИРНОВА, педагог-психолог:

— Эпĕ — Раççей çынни, çавăнпа ку уяв маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл чун-чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Унăн сумĕ çулсеренех ÿссе пырать. Раççей кунĕ — çĕршывра пурăнакан пĕтĕм халăха пĕрлештерекен уяв.

Валентина Тимофеева, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер:

— Ку уявран нихăш çул та юлман. Тăван çĕршыва юратмалла, хакламалла тата пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла. Чи кирли — çĕршыври лару-тăру яланах лăпкă пултăр.

Елена АТАМАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас