“Шупашкарта та шоу йĕркелесчĕ”

10 Кăрлач, 2014

Çапла ĕмĕтленет “Битва хоров” проекта хутшăннă Мария Максимова

Чăваш Енре пултаруллă яш-хĕр питĕ нумай. Чылайăшĕ юрлама, ташлама кăмăллать, анчах Раççей шайĕнче пысăк сценăна парăнтаракан йышлах мар. Маша Максимова вара Мускаври чи пысăк концерт залĕнче, 10 пин çын вырнаçмалăх «Главкино» павильонра, юрлама пултарнă. Вăл Раççей телекуравĕн «Битва хоров» телепроектĕнче пултарулăхне кăтартнă.

- Пĕлĕшĕм Саша Голубева кастинг иртессине пĕлтерчĕ. 2013 çулхи юпа уйăхĕнче пĕр шăмат кун Мускава кайрăмăр. Вырсарни кун Геологи музейĕнче йĕркеленĕ кастинга хутшăнтăмăр. Жюри членĕсен йышĕнче Дмитрий Маликов та пурччĕ. Эпĕ вырăс юррине хатĕрленĕччĕ, анчах ют çĕр-шыв юррине шăрантармаллине пĕлсен Кристина Агилера репертуарĕнчине аса илтĕм. Хама тĕрĕслес тĕллевпе çеç кайнăран юрланă вăхăтра пачах хăрамарăм, хама шантăм, çавăнпа пулĕ мана тÿрех йышăнчĕç. Сашăна вара ăнмарĕ. Вăл çапах парăнмарĕ - Виктор Дробыш продюсер Питĕрте ирттерекен кастинга кайрĕ. Унта ăна йышăнчĕç, - калаçу пуçарчĕ Маша.

Виçĕ эрнерен Мария патне Мускавран шăнкăравланă. Шоура Слава юрăç ушкăнĕнче Дон çинчи Ростов хулишĕн юрламаллине пĕлтернĕ. Маша мĕн илтнине ĕненмен. Мускава кайма хирĕçлемен пулин те И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыка педагогикин факультечĕн 5-мĕш курс студентки вĕренÿре тантăшĕсенчен юласран шикленнĕ.

- «Битва хоров» проекта хутшăнни хăех пысăк пĕр шкул. Кунта пире Гнесинăсем ячĕллĕ музыка училищин, ГИТИС педагогĕсем, Англи хореографĕсем, стилистсем икĕ уйăх çурă тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ пачĕç. Пире, проекта хутшăнакан 160 çынна, Мускав çывăхĕнчи кану çуртне вырнаçтарчĕç. Эпир Сашăпа пĕр пÿлĕмре пурăнтăмăр. Çулшăн, апат-çимĕçшĕн, тумтиршĕн пĕр пус та тăкакламарăмăр. Стилистсем кашни номер умĕн юрăçсем валли пурин кĕлеткине виçсе костюмран пуçласа аялти тум таранах çĕлесе е туянса пачĕç. Вокал педагогĕсем кашни номер валли сасă уйрăмлăхне пăхса солистсене суйларĕç. Пирĕн ушкăнра 20 хĕрччĕ. Слава гастроль турне пăхмасăрах концертсем хыççăн пирĕн пата килетчĕ. Раççей эстрада юрăçипе çывăх туслашрăмăр, мăн кăмăллă мар вăл, - каласа кăтартрĕ студентка.

«Чăваш Ен хĕрĕсем мĕншĕн Шупашкаршăн мар, Маша - Дон çинчи Ростов, Саша вара Питĕр командисемшĕн юрланă?» - тейĕ хăшĕ-пĕри. Проектра паллă 8 юрăç 8 хула ушкăнне пуçтарнă, анчах ку юрăçсем çав хуласенчен пынине пĕлтермест. Кашни ушкăнрах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă яш-хĕр пулнă.

- Эпир пĕр-пĕрне кĕвĕçмен, ăмсанман. Кăмăллăн калаçаттăмăр. Кунсерен тенĕ пекех Раççейĕн паллă çыннисене Лолитăна, Нюшăна, Стас Пьехăна, «Банд`эрос» ушкăн юрăçисене курни хăех мĕне тăрать! Доминик Джокерпа туслашрăмăр, вăл - ырă кăмăллă çын. Сăн ÿкерĕнме ыйтсан нихăçан та хирĕçлемест, сĕнÿ-канашпа пулăшать. Жасминпа Татьяна Буланова, Олег Газмановпа Виктор Дробыш нумай пĕлÿ пачĕç. Эпир хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕн улăштарнă халăх юррисене шăрантартăмăр. «Пуканесем» номерте мана солист пулма шанчĕç, Потап юрăçпа ташлама тÿр килчĕ. «Виновата ли я?» юрă чи ăнăçли пулчĕ, çапах халăх сахал сасăланипе тухса ÿкрĕмĕр. Ку ытти ушкăншăн тĕлĕнмелле пулчĕ, мĕншĕн тесен мĕн пур вĕрентекен пирĕн номере чи лайăххисен шутне кĕртнĕччĕ. Эпир питĕ пăшăрхантăмăр, - калаçрĕ те калаçрĕ Маша.

Кашни эрне вĕçĕнчех пĕрер ушкăн тухса ÿкнĕ пулин те проект вĕçленсен 160 юрăçа каллех пĕрле пуçтарнă, гала-концерт йĕркеленĕ. Яш-хĕр пĕр-пĕрне курсан савăннă. Марийăн раштавăн 21-мĕшĕнче - çуралнă кунĕ. Иртен пуçласа каçченех ăна 160 çын пыра-пыра саламланă. Ахăртнех, çак çуралнă кун хĕршĕн чи асра юлни пулĕ.

Маша тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Çĕнĕ çул умĕн Юр Пике пулнă. 2011 çулта вăл Шупашкарта «Çулталăк Юр Пики» конкурсра çĕнтернĕ. Диплом илсен вăл консерваторире пĕлĕвне тарăнлатма, студи уçма, Шупашкарта та пысăк шоу йĕркелеме ĕмĕтленет. Паллах, ку унран кăна килмест. Университетра нота грамотине ăса хывнăскерĕн, фортепиано калама вĕреннĕскерĕн, дирижер ăсталăхне туптанăскерĕн сасси чăнахах та вăйлă.

- Проекта хутшăннă хыççăн хавхалану çуралчĕ, эпĕ мĕн тăвас тенине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме пултаратăп пек туйăнать. Хамăра шанмалла, пултарулăха кăтартма вăтанмалла мар. Хамăра ĕненсен кăна пире ыттисем ĕненĕç, - шухăшне палăртрĕ Маша Максимова.

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.