«Шупашкарта пурăнма хăрамастăп»

21 Çĕртме, 2017

Чăваш Республикин тĕп хули 10 балран 7,3 балл пуçтарса Раççейри хăрушлăхсăр вунă хула йышне кĕнĕ.

Чи пысăк хуласен хăрушсăрлăх рейтингне Domofond.ru эксперчĕсем ирттернĕ. Ыйтăма çĕршыври 258441 çын хутшăннă. Пысăк хуласенче пурăнакансене пĕр шухăша — «Эпĕ хăрушă мар районта пурăнатăп, каçхине урамра пĕччен çÿреме хăрамастăп» — хак пама ыйтнă.

Халăх шухăшĕпе Грозный тата Сочи хулисенче пурăнма хăрушă мар. Шупашкар та хăрушлăхсăр вунă хула йышне лекнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчен ку ушкăна тата Саранск кĕнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.