Шупашкарта Олимп кунĕ иртрĕ

30 Çĕртме, 2018

Паян Раççейре Олимп кунне паллă тăваççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче физкультурăпа спорт мероприятийĕсем йĕркеленеççĕ. Уява кăçал Аргентинăри Буэнос-Айросра иртекен çамрăксен Олимп вăййисене халалланă.

Чăваш Ен те пысăк мероприятие анлăн паллă турĕ. Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ спорт уявĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР Олимп Канашĕн президенчĕ Анатолий Николаев тата Чăваш Енĕн хастар олимпиецĕсем хутшăнчĕç.

Республикăри Фитнес аэробикин федерацийĕ масăллă зарядка тунинчен пуçланчĕ анлă программа. Тĕрлĕ федераци ăсталăх класĕсем ирттерни те Олимп кунне пуянлатрĕ. Баскетболистсемпе футболистсем мечĕксене хăйне май вылятрĕç, тĕрлĕ майпа кĕрешекенсем кавир çинче тупăшрĕç. Республикăра юлашки вăхăтра пиллĕк енлĕ ăмăрту /унта конкур, фехтовани, пăшалтан пересси, чупасси, ишесси кĕрет/ вăй илет.

Кăмăл тăвакансем шпага тытса пăхма та, пăшалтан çутă пайăрĕпе тĕл пеме те пултарчĕç. Сывлăх енчен хавшаккисем вара бочче вăййинче ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Паян республикăра сывлăхпа спорт кунĕ иккенне те палăртмалла. Çавна май спорт шкулĕсенче те Олимп кунне халалланă тренировкăсем, ăсталăх класĕсем, хаваслă тупăшусем иртеççĕ.

Миранда КОЛЬЦОВА, 87 çулти хастар:
— Наци кросĕнчен те, Йĕлтĕр йĕрĕнчен те юлмастăп. Олимп кунĕвĕсем мĕнпе кая? Массăллă кунашкал мероприятисене хутшăнни вăй-хал хушать, пурăнма хавхалантарать. Ÿсекен ăрушăн та паха вĕсем.
 

Рубрика: 

Комментари хушас