Шупашкарта - Филипп Киркоров

Халĕччен те иртнĕ-ха Раççей халăх артисчĕн Филипп Киркоровăн концерчĕсем Чăваш Ен тĕп хулинче. Кăçалхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнчи концерт умĕн вара унпа республика ертÿçи тĕл пулнă.

"Другой" шоу-программăпа килсе çитнĕ Филипп Киркорова Михаил Игнатьев чăваш тараватлăхĕпе йышăннă. Вăл çак шухăша палăртнă: "Республика çыннисен 42 проценчĕ - ял хуçалăх ĕçченĕсем. Сирĕн концерт вара шăпах Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче иртет. Çакă аграрлă регионшăн - пысăк парне".

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче республикăра тĕнче шайĕпе иртнĕ "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум, унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăнни çинчен, хăнасем асăннă мероприятие пысăк хак пани пирки каласа кăтартнă.

Филипп Киркоров хăй енчен куравçăсене шоупа савăнтарма шантарнă тата çакна палăртнă: пĕчĕк йышлă залра е çĕр пинлĕ стадионта иртет-и концерт - пултарулăх коллективĕ унта тулли йышпа хутшăнать тата артист хăйне кирлĕ пĕтĕм декорацие илсе çÿрет.

Н.СМИРНОВА

Н.СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.