Шупашкарта Чăваш тĕррин музейĕ уçăлчĕ

25 Çĕртме, 2015

Чăваш Республикин тĕрлĕ енлĕ аталанăвĕнче 2015 çулхи июнĕн 23-мĕшĕ ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ тенинче ытлашши ÿстерсе калани çук. Шупашкарти архитектура палăкĕ шутланакан çуртра, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче унта Халăх пултарулăхĕн центрĕччĕ /К.Маркс урамĕ, 32-мĕш çурт/, çак кун Чăваш тĕррин музейĕ уçăлчĕ. Тахçантанпа кĕтнĕ савăнăçлă самантра халăхпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та пулчĕ. «Чăваш халăх ăстисем несĕлĕмĕрсен ÿнерне упраççĕ кăна мар, малалла та аталантараççĕ», - терĕ вăл. Паянхи çамрăксем чăвашăн капăр тумне тăхăнма кăмăллани халăхăмăрăн тĕшшине палăртмалли ăнăçлă «фишка» пулнине те асăнчĕ.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов саламлă сăмахне чăвашлах каларĕ, Петĕр Хусанкайăн чăваш тĕррин илемне ытараймасăр çырнă сăвă йĕркисене те илсе кăтартрĕ. Чăннипех те, пирĕн тĕрĕ Вадим Петрович асăнса тухнă «наци пуянлăхĕ», «халăх мухтавĕ» тата ытти ытарлă эпитетсене кăна мар, чи чаплă та чи паха керменте хăйĕн нимпе танлаштарайми чăн хаклăхне кăтартма тивĕç. Унта вара яланах таса сывлăш тăмалла, черчен те ачаш тупрана упрамалли температурăна сăнасах тăмалла. Çĕнĕ музее Республика кунĕ тĕлне уçнă май çаксене йăлтах шута илнех-тĕр. Унсăрăн мĕнле-ха? Ахальтен мар искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов музей уçăлни чăвашсен профессиллĕ искусствине аталантарас ĕçри аслă кун /великий день/ тесе палăртрĕ. Унăн чăн пĕлтерĕшне, аслăлăхне, вара вăхăт кăна тивĕçлипе кăтартса парĕ.

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕн, халăх ăстин Мария Симаковăн сăмахĕ асра юлмаллискер пулчĕ. Чăваш тĕррине нумай çул йышăнман вăхăтсем те пулнă иккен. Тĕрлĕ регионсенче пулса курнă Мария Васильевна вара халĕ: «Пирĕн тĕрĕрен пахараххи ниçта та çук», - тесе çирĕплетсех калать. Çакна хăлхапа илтсе кăна мар, куçпа курса та ĕненме май пур, çĕнĕ музее кĕрсе курсан...

Чăваш тĕррин музейне кĕрес тĕле карса хунă хĕрлĕ хăйăва Михаил Игнатьев, Мария Симакова, Алексей Трофимов тата Ирина Меньшикова касса ячĕç. Шăпах çак вăхăтра Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин «Янтал» фольклор ушкăнĕ «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна» сăмахсене шăрантарчĕ. Тин уçăлнă музейри пĕрремĕш экскурсие Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова ирттерчĕ. Курмалли кунта - сăмахпа каласа пĕтереймĕн...

XIX ĕмĕрчченхи «Чĕнтĕрлĕ-мĕнтĕрлĕ, сарă тĕрĕ çурăм урлă» тупмалли юмаха тивĕçнĕ авалхи чăваш шупăрне те, хĕр пĕркенчĕкĕсемпе тĕрĕллĕ шурă кĕпесене те, яркăчне те, сурпанне те, масмакне те, Алькешри «Паха тĕрĕ» тĕрлĕ çулсенче кăларнă тум-юма та курма пулать музейра. Ку çеç те мар - пăлхар тата савир йăхĕсем VI-VIII ĕмĕрсенче пурăннă вырăнсен карттине йĕрлеме те, пăлхар-чăваш çыхăнăвĕсене тĕпченĕ Петр Денисов профессор ĕçĕсемпе паллашма та, тата ыттипе те...

Сăмахăма Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай 1961 çулта çырнă «Йыхрав» сăвăри юлашки çаврăмĕпе пĕтĕмлетес килет:

Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет.

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет...

Пырса курăр - йăлт сирĕнпеле

Хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле.

Пырса курăр Чăваш тĕррин музейне, тĕрĕслеме мар, пирĕн халăх çĕр пин тĕрĕ тĕрленине хăвăр куçпа курса ĕненме.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.