Шупашкарта чаплă тепĕр центр уçăлчĕ

23 Утă, 2016

Паян, утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче, тĕп хулара велоспорт-маунтинбайк енĕпе олимпиецсене хатĕрлекен регион шайĕнчи центр хута кайрĕ.

Ăна уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, маунтинбайк енĕпе тĕнчен икĕ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Вячеслав Устинович тата ыттисем хутшăнчĕç.

Сумлă хăнасем спортсменсемпе хула халăхне Раççейре урăх ниçта та çук чаплă çак комплекс уçăлнă ятпа саламласа çĕкленÿллĕ сăмахсем каланă хыççăн центрти залсене, икĕ бассейна кĕрсе курчĕç. Вĕсенчи хальхи йышши тренажерсемпе спортсменсем çеç мар, хула çыннисем те сывлăха çирĕплетме пултарассине пĕлтерчĕç.

Кашни залрах пуçтарăннă пулас олипиецсене - ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене, батутçăсене, гимнасткăсене, велосипедистсене, ишевçĕсене - Михаил Игнатьев çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу, хăват, чăтăмлăх сунчĕ.

Комплексăн хăтлăхне пахаланă хыççăн велоспорт-маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланчĕ.

 

 

Рубрика: