Шупашкара шăплăхпа киленме килеççĕ

Пысăк та шавлă хуласенчен ывăннă вĕсем

Паян туризма экономикăн аталанакан отраслĕ пек хаклаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери туризм организацийĕ палăртнă тăрăх, Раççей тĕнче туризмĕн сферинче малти ретре тăрать. Чăваш Республикинче туризм еплерех шайра-ха? Кун çинчен ЧР информаципе туризм центрĕн методисчĕпе Татьяна Дмитриевăпа калаçрăмăр.

— Татьяна Анатольевна, Чăваш Ен туристсене мĕнпе илĕртет?
— Раççей турисчĕ ытларах чухне темиçе хулана çитсе килме тăрăшать. Мускавран Хусана каякансем, калăпăр, Шупашкарпа Йошкар-Олана кĕрсе кураççех. Вологда, Киров, Сыктывкар, Владимир, Пенза хулисенчен килекен йышлă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче вĕсем Çĕнтерÿ паркне, Арçынсен мăнастирĕ умĕнчи лапама, Чапаев скверне кăмăллаççĕ. Введени чиркĕвне кĕрсе тухмасăр иртсе каймаççĕ. Оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра Шупашкар кÿлмекĕпе киленеççĕ. Çавăн пекех музейсемпе, хула урамĕсемпе паллашаççĕ. Хĕрлĕ тÿрем те илĕртет вĕсене, унта «Ăстасен хулинче» сувенирсем суйлаççĕ. Юлашки çулсенче «Амазони» этнопарк туристсене хăй патне туртма тытăнчĕ, анчах унта автобус лартмалли вырăна йĕркене кĕртеймен. Ăна туса пĕтерсен хăнасен йышĕ нумайланасса шанатпăр.
— Сăмах май, Шупашкарта туризм инфратытăмĕн шайĕ еплерех?
— Шел те, ку енĕпе савăнмаллиех çук. Туристсем пирĕн хулана çур çĕрте те, ирхи 4-5 сехетре те килсе кĕреççĕ. Çул çинче ывăннăскерсен хырăмĕ выçать, пит-куçне, аллине çăвас килет. Кашнине вăрман хĕррине чуптараймастăн, хальхи туристсем унашкаллине хăнăхман. Çавăнпа вĕсене йышăнас тесен талăкĕпех ĕçлекен кафе-столовăй, туалет пулмалла. Пирĕн хулара кунашкаллине туман-ха. Сувенир тавраш, наци çимĕçне сутакан киоск таврашĕсем те графикпа кăна ĕçлеççĕ. Лавккасемпе музейсен те хăйсен вăхăчĕ. Хушăран йăлара кирлĕ япала та /калăпăр, батарейка, салфетка/ туянма çук. Туристсемшĕн кашни минут хаклă, çавăнпа лавкка уçăласса кĕтсе лармаççĕ. Туризм отрасльне аталанма чарса тăракан сăлтавсем кусем. Маршрутра палăртнă вырăнта кафе, туалет çук тăк илсе каймастпăр. Кайсан — кăмăлсăр юлаççĕ, тепрехинче унта ура ярса пусмаççĕ. Хăнасем театрсене кĕрсе курасшăн, анчах вĕсем çулла ĕçлемеççĕ, концерт залĕсем те — каникулта. Фольклор программине кăмăллаççĕ, наци ансамблĕсен пултарулăхĕпе киленесшĕн, анчах... Ку енĕпе «Уяв» ансамбле явăçтаратпăр, вĕсем те ялан ерçеймеççĕ.
— Чăваш Енри кашни район-хуларах курмалли пур…
— Çапла, чылай тăрăхра кăсăкли пур. Кашнин — хăйĕн тĕшши. Çапах малти вырăнта йышăнмалли услови пулмалла. Калăпăр, Чăваш Ене килекенсем Улатăр пирки сăмах пуçараççĕ, анчах унта каймаççĕ — çитме инçе. Çулсем пирки каламалли те çук: япăх тăк — унта каясси çинчен ан та калаç. Çĕрпÿре миçе çул ĕнтĕ ярмăрккă ирттереççĕ, анчах унта уяв ирттермелли ятарлă лапам паянхи кун та çук. Пĕлтĕр, калăпăр, уяв вăхăтĕнче çумăр çурĕ те хăнасемпе артистсен пылчăк çăрма тиврĕ. Шуршăл ялне туризм центрĕ теме пулать. Шел те, унта та çитменлĕхсĕр мар: кафе ĕçлемест. Шкулта çитереççĕ. Туристсене тивĕçтермест ку. Куславккари Н.Лобачевский музейĕ те илĕртет, анчах иртнĕ çул пристане хупрĕç те хăнасен йышĕ чакрĕ. Сĕнтĕрвăррине нумаййăн килеççĕ, туристсене пурăнмалли услови те аван унта.
— Чăваш çыннисем Раççейри хăш хулана ытларах каяççĕ?
— Питĕре. Мускава хăйсем тĕллĕнех çÿреççĕ. Питĕре çитме йывăртарах курăнать. Пирĕннисем пысăк хуласене питĕ кăмăллаççĕ, унти чаплă объектсем тыткăнлаççĕ вĕсене. Пĕчĕк те паллă регионсене çÿрекенсен йышĕ питĕ сахал. Хусансем Шупашкарсемпе тата Йошкар-Оласемпе пĕрле çÿреççĕ. Пирĕн пата вара пысăк хулара пурăнса ывăннисем килеççĕ. Шăплăхпа киленме. Анчах пур енĕпе те йĕркеллĕ пулмалла. Телее, хăна çурчĕ пирĕн çителĕклех.
Чăваш сувенирĕ сутакан йышлă. Туристсем вĕсене хапăлласах туянаççĕ-и?
— Вĕсем унашкал япаласене питĕ юратаççĕ. Уйрăмах алăпа тунисене кăмăллаççĕ. Мегаполиссенче пурăнакансене супермаркет таварĕсем йăлăхтарса çитернĕ. Çавăнпа килте пĕçернĕ çимĕçсене, вĕсен умĕнче хатĕрленĕ япаласене ытараймаççĕ. Пирĕн патра вĕсем чăваш тĕррине, алăпа илемлетнĕ савăт-сапана тата ыттине туянаççĕ. Калăпăр, çатмара икерчĕ пĕçерсе çитертĕн тĕк е çак ĕçе хăйсем те хутшăнчĕç тĕк вĕсен куçĕ савăнăçпа тулать. Çакă вĕсемшĕн асамлăх пекех. Ун валли укçи-тенкине те шеллемеççĕ. Кунашкаллисене хамăр патрах йĕркелеме май пур. Сăмахран, Çĕрпÿ районĕнче кĕркунне сад пахчи çимĕçпе пуян. Унта туристсем хĕпĕртесех пан улми пуçтарĕччĕç, анчах хуçисем ирĕк памаççĕ. Темиçе çул каялла ют çĕршывран килнĕ хăнасем Сĕнтĕрвăрринче пулнăччĕ. Вĕсем уйра выльăх кĕтĕвĕ курнипех питĕ тĕлĕннĕ. Калăпăр, хăш-пĕр районта çăматă тăваççĕ. Ăна епле тунине кăтартма пулать туристсене. Юлашки çулсенче промышленноç туризмĕ вăй илчĕ. Ют çĕршывсенче туристсене заводсенчи производствăпа паллаштараççĕ. Унта ушкăнĕ-ушкăнĕпех çÿреççĕ. Хамăр çĕршыври хăш-пĕр регионтан та тĕслĕх илме пулать. Çĕнĕ çул умĕн Чулхулара тетте тăвакан завода халăх иленет, Мускаври кондитер фабрики те туристсене хапăл туса йышăнать. Чăваш Енре канфет фабрики, Çĕмĕрлере завод çук-им? Анчах ертÿçĕсем шикленеççĕ. Хальхи туристсем тавра пĕлÿ музейне çÿресшĕнех мар. Юлашки вăхăтра тата медицина туризмĕ «çĕкленме» пуçларĕ: санаторисемпе сыватмăшсенче сипленекенсем хулапа паллашаççĕ.
Чăваш Енре шалти туризм еплерех аталанать?
— Ентешсем /аслисемпе çитĕннисем пирки калатăп кунта/ хамăр районсемпе хуласене çÿреме юратмаççĕ. Ачасене вара Шупашкар илĕртет. Театрсене, парксене, музейсене çитсе кураççĕ. Анчах шкул туризмĕ япăхрах аталанать. Çамрăк туристсене экскурсие ямашкăн та йывăрланса пырать. Тĕрлĕ документ хатĕрлесси, право органĕсем тĕрĕслесех тăни чăрмантарать. Пĕтĕм ĕçе ашшĕ-амăшĕн комитечĕсем йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ.
Татьяна Анатольевна, эсир туризм сферине епле килсе лекрĕр? Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВА калаçнă. Yandex.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.