Шупашкара пысăк автобуссем çитнĕ
Чăваш Ене хулара çÿрекен автобуссен пĕрремĕш партийĕ çитнĕ. Вĕсем транспорт реформине пуçлĕç. Кун çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн соцсетьри страницинче пĕлтернĕ.
Раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкар урамĕсенче пысăк тата вăтам автобуссем çÿреме тытăнĕç. Вĕсене Ликинскри автобус заводĕнче туса кăларнă. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче 38 автобус килнĕ, ку эрнере тата 77 çитĕ.
Çĕнĕ автобуссем 3, 5, 7, 12, 19, 20, 24, 26, 37 маршрутсемпе çÿрĕç. Раштавăн 1-мĕшĕнчен автобуссен 18 маршрутне рейсран кăларĕç, 15-ĕшĕн схемине улăштарĕç.
Елена ЛУКИНА. Хула администрацийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас