Шупашкар спорт уявне хатĕрленет

1 Раштав, 2015

Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен çĕршывĕ ăçта вырнаçнă тесе ыйтсан эпир хăюллăнах хамăр республикăна асăнма пултаратпăр.

Чăваш Ен çулсерен Раççейри чи пултаруллă спортсменсене, чи сумлă чемпионатсемпе кубоксене, Пĕтĕм тĕнче ăмăртăвĕсене йышăнать. Темиçе çул каялла Раççейĕн пĕрлештернĕ командине хатĕрлекен центрне Çĕнĕ Шупашкарта уçни те пирĕн ята çĕклет. Хальхи вăхăтра республикăн тĕп хули тепĕр пысăк ăмăртăва хатĕрленет. Раштав уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн Раççей кубокĕ иртĕ. Пĕтĕм тĕнче статусне илнĕ уçă турнира Азербайджан, Беларуç, Казахстан, Монголи, Швеци, АПШ спортсменĕсем те хутшăнĕç. Шупашкара 50 яхăн пăхаттир килсе çитмелле. Кăçал ăмăрту йĕркине те çĕнетнĕ. Пĕрремĕш кун малтанхи тупăшусем иртĕç, иккĕмĕшĕнче хĕрсем «бронзăшăн» кĕрешĕç, каçхине - финал. Кĕрешÿçĕсем яланхи пекех 8 виçе категорийĕнче вăй виçĕç.

Спорт уявĕ чăннипех чаплă пулма тивĕç. Ăмăртăвăн юлашки кунĕнче 17 сехетре пуçланакан церемоние тĕнчипе паллă «Boney M» ушкăн уçĕ, куракансемпе спортсменсене хăйсен пултарулăхĕпе чăваш эстрада юрăçисем те савăнтарĕç.

Рубрика: