Пĕр шухăшлăх – хăватлă вăй

20 Чÿк, 2019

Кашни ял хăй пĕр тĕнче. Мĕнле пурăнать-ши паян ял çынни? Урамсене хăтлăх кĕртес ĕçе хутшăнать-ши? Ырă пурнăç йĕркине пăхăнать-ши? Шăпах çак ыйтусене сÿтсе явма «Хресчен сасси» хаçат тĕпелне Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне Ольга АНДРЕЕВĂНА чĕнтĕмĕр.

Ял çынни илем енне туртăнать

Ольга Петровна, хăвăрăн ял тăрăхĕпе кĕскен паллаштарсамăр.
— Пирĕн ял тăрăхне 6 ял кĕрет: Тукай, Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тăманлă Выçли, Тури Тимĕрчкасси тата Анатри Тимĕрчкасси. Пурĕ — 149 кил хуçалăхĕ, вĕсенче 2828 çын пурăнать. Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче /вуннăмĕш çул ĕçлетĕп/ 3100 ытла çынччĕ. Халĕ çулсеренех çын йышĕ чакса пырать, çав шутрах ача çураласси те. Мĕншĕн тесен ытти тăрăхри пекех çамрăксем яла юласшăн мар. Вĕсем шкул пĕтереççĕ те ашшĕ-амăшĕн йăвинчен вĕçсе тухса çĕршыв тăрăх саланаççĕ. Халĕ Шупашкара çеç мар, Мускава кайса вырнаçакан нумай. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене хулара хваттерсем илсе парать.
— Çамрăксем ялта ĕç çукран е ашшĕ-амăшĕн йывăр ĕçне курса хуланалла талпăнаççĕ-ши?
— Ĕç çук тетпĕр-ха. Анчах сăлтав кăна мар-ши çакă? Ĕçлекен çын валли яланах тупăнать вăл. Сăмахран, пирĕн ялсенче почтальонсем çитмеççĕ. Библиотекарь шыраса халтан кайрăмăр — тупаймарăмăр. Культура ĕçченĕсем питĕ кирлĕ — каллех çук. Халĕ ял тăрăхĕнче çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалист питĕ кирлĕ. Ăна шыраса ăçта кăна шăнкăравламарăмăр, анчах тупаймарăмăр. Лавккасенче те сутуçăсем çитмеççĕ. Яла юлсан пахча çимĕç çитĕнтермелле, выльăх усрамалла. Хулари пек канлĕ пурăнма пулать пулĕ те, анчах ялта ĕçсĕр ларай-мастăн. Вĕрентекенсем те, медицина ĕçченĕсем те çитмеççĕ . Тĕрĕсрех, ФАПсенче хальлĕхе медсестрасем пур-ха. Вĕсем пенсие кайсан кам килсе ĕçлесси паллă мар. Çĕнĕ ФАПсем Тукайра, Тăманлă Выçлире турăмăр.
Урамсене, масарсене тирпейлес ĕçе халăх хутшăнать-и? Хушма хуçалăхсен хушшинче тирпей-илем тĕлĕшпе конкурс йĕркелесси йăлана кĕнĕччĕ сирĕн. Кăçал ирттертĕр-и ăна?
— Урамсене, масарсене тирпейлес ĕçре мана ял старостисем пулăшаççĕ. Вĕсем манăн сылтăм алă евĕрех. Пĕрне хурласа теприне мухтас килмест манăн, пурте маттур вĕсем. Ятран асăнсан та çылăх пулас çук: Александр Курицын, Анатолий Попов, Геннадий Кузьмин. Галина Герасимовăпа Александр Шуряшкин вара нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă.
«Пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнса халăхпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Тĕрĕсрех, çак программăна районта чи малтан эпир пуçарса ятăмăр. Ял халăхĕпе чи малтан этнографипе культура паркне турăмăр. Ку тĕлĕшпе республикăра çеç мар, Раççейĕпех палăртăмăр, ылтăн медале тивĕçрĕмĕр.
Асăннă программăпа кашни ялтах масар çурчĕсене çĕнĕрен турăмăр, киввисене пăсрăмăр. Унсăр пуçне унăн картисене пысăклатса çĕнĕрен тытрăмăр, мĕншĕн тесен çăвасем тулса çитнĕ. Асăннă ĕç Тукай ялĕнче çеç юлнăччĕ. Кăçал 712 пин тенкĕлĕх смета турăмăр. Ял халăхĕ кашни килтенех укçа пуçтарма калаçса татăлчĕ. Ку тĕлĕшпе асăннă ял питĕ хастар ĕçлет. Çитес çул масар картине йĕри-тавра улăштарăпăр, çуртне çĕнетнĕччĕ-ха. Çакна та асăнмасăр иртейместĕп: Вутлан ялĕ пысăках мар. Çапах та субботника 30 çын тухрĕ. Масарти пысăк йывăçсене касса тирпейлерĕç, тасатрĕç. Халăха йĕркелесе пыма çеç пĕлмелле.
«Пуçаруллă бюджет» программăпа кăçал виçĕ ялта палăксем çĕнетрĕмĕр, киввисене пăсрăмăр. Вĕсене тытса тăма пире тăкаклăрах. Çавăнпа та çĕннисем тума шутларăмăр. Вĕсене вăрçăран таврăннисене тата вут-çулăм ăшĕнчен тухайман ентешсене халалласа лартрăмăр. Ку ĕçре пире спонсорсем те пулăшрĕç.
Тирпей-илем тĕлĕшпе эпир кăçал республикăра пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕмĕр. Ытти çулта малти вырăнсене йышăннă. Конкурсра çĕнтернĕ укçа-тенке каллех яла тирпей-илем, хăтлăх кĕртме яратпăр. Хушма хуçалăхĕсен тата предприяти-организацисен хушшинче те çулсеренех конкурс ирттеретпĕр. Çынсен ĕçне «Чи илемлĕ ял», «Чи илемлĕ хушма хуçалăх», «Чи илемлĕ урам», «Чи илемлĕ пĕчĕк пахча» номинацисемпе хаклатпăр. Ял çынни илемлĕх енне туртăнма пуçлани савăнтарать. Мĕн тĕрлĕ чечек çитĕнтермеççĕ пулĕ хушма хуçалăхсенче?! Чăннипех те куç алчăрать, çăтмах пахчи тейĕн.
Çÿп-çап ыйтăвĕ еплерех? Ăна вăхăтра илсе каяççĕ-и? Йăлари хытă каяша турттарнăшăн ял çыннин миçе проценчĕ укçа тÿлет?
— Маларах çак ыйту питĕ пăшăрхантаратчĕ. Уй-хирте, вăрманта çÿп-çап йăваланса выртатчĕ. Халĕ апла мар. Лайăх енне улшăнма пуçларăмăр. Ял тăрăхĕпе пурĕ 24 контейнер лапамĕсем йĕркеленĕ, вĕсене карта тытса çавăрнă. Çÿп-çапа вăхăтра илсе каяççĕ, унта- кунта сапаланса, шăршланса выртмасть. Халăх та тасалăха хăнăхса пырать. Ял çыннин 80 проценчĕ çÿп-çапшăн тÿлет. Паллах, тÿлеместпĕр текенсем те пур-ха.

Канлĕ пурăнсан укçа ĕçлесе илеймĕн

Ялта çул-йĕр ыйтăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун пирки те калаçар-ха.

— Пирĕн Тукай ял тăрăхĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр — 22 çухрăм ытла. Хĕллехи вăхăтра ăна юртан тасатса тăратпăр. Ял тăрăхĕнче 4 колхоз: «Пайгас», «Рассвет», «Луч», «Заря». Виçĕ хуçалăх хăйсен ял территорине хăйсемех тасатаççĕ. «Заря» техника çукран ку тивĕçе хăй çине илесшĕн пулмарĕ. Çавна май Сергей Павлова шанса патăмăр. Вăл Çĕнĕ Мăратпа Вутлан ялĕн çул-йĕрне юртан тасатать. Питĕ маттур çамрăк. Хăйĕн тивĕçне тÿрре кăларать. Ялсенчи çулсене черетпе юсаса пыма тăрăшатпăр, пĕр харăс пулмасть.
Самана улшăннă май ял хуçалăхĕнчи кирлĕ мар хуралтăсене пăсса çул саратпăр. Сăмахран, Тури Тимĕрчкассинче пуху ирттертĕмĕр. «Халăхран пухнă укçапа мĕн тăватпăр?» — ыйтрăм эпĕ. Пурте урам хушшинчи çула сарасси пирки каларĕç. Иртнĕ эрнере асăннă ялти Комсомольски урамĕнче ĕç вĕресе тăчĕ: пĕрисем хуçалăхăн кирлĕ мар хуралтисене пăсрĕç, теприсем çул-йĕр сарчĕç. Пĕр-икĕ çул каярах ку ялта эпир масара каякан çула çапла йĕркелерĕмĕр: кивĕ армана пăсса малтан — кирпĕч, кайран вак чул сартăмăр. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче те çакăн пек ĕçлерĕмĕр. Ял халăхĕ хастар хутшăнчĕ: малтанхи кун 85 çын ĕçлерĕ, иккĕмĕшĕнче — 65-ĕн. Питĕ хастар вăй хутăмăр, вырăнтах хурансемпе апат пĕçертĕмĕр. Хам та ял çыннипе пĕрлех тăрăшрăм.
Ял çынни ăçта ĕçлесе пурнăçне саплаштарать? Ял хуçалăхĕсĕр пуçне фермерсем пур-и?
— Ял çынни ытларах хушма хуçалăхра ĕçлет, колхозра вăй хурать. Мăйракаллă шултра выльăх усрать, картиш тулли чăх-чĕп çитĕнтерет. Ĕне усраса, патшалăха сĕт парса тупăш илет. Виçшер-тăватшар ĕне усракан та пур. Халĕ сĕте пирĕн тăрăхра 20 тенкĕпе илеççĕ. Ялти пурнăç пĕрре те çăмăл мар. Çуллахи вăхăтра ирхине 4 сехетченех тăма тивет, 5 сехетчен сĕт илме килеççĕ. Канлĕ пурăнсан ялта укçа ĕçлесе илме çуках. Пирĕн тăрăхра ĕçчен, маттур çынсем пурăнаççĕ. Паллах, колхозсем пурри те ял çыннине çăмăллăх кÿрет. «Рассвет» хуçалăх кун- çул таппинчен юлмасăр малаллах талпăнать. Выльăх-чĕрлĕхпе, тыр-пул çитĕнтерес тĕлĕшпе те тухăçлă ĕçлет. Кăçал унта 200 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите хута кайрĕ. Михаил Афанасьев ертÿçĕ яла та пулăшса пырать. Уншăн тав тăватăп ăна. «Луч» хуçалăх та ура çине тăрасса шанас килет. Анатолий Семенов ертÿçĕпе те пĕр чĕлхе тупрăмăр. «Пайгас» та ыттисенчен юласшăн мар. Валерий Фадеев хуçалăх ертÿçи те йывăрлăхра яланах алă тăсса парать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.