«Шуçăм» çути

Тÿскелсем районти ытти çыншăн тĕслĕх шутланаççĕ. Пур енĕпе те маттур вĕсем: ĕçлес, юрлас-ташлас тĕлĕшпе те, спортра та малтисен ретĕнче. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнни йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Акă чылай çул маларах çамрăксем субботниксем йĕркелесе спортзал, ташă площадкипе парк тунă, темиçе пĕве пĕвеленĕ. Унта пулăсем янă. Шел, халĕ спортзал та, парк та çук. Йывăçсене çĕнĕрен лартасси çинчен шухăшлать ял халăхĕ. Клуб çумĕнчи спортзал аслă ăру асĕнче çеç юлнă. Унта мĕнле кăна секци ĕçлемен! Культура çурчĕ те çук паян. Хăй вăхăтĕнче вăл та кĕрлесе çеç тăнă: «Шуçăм» вокалпа инструментсен ансамблĕ, хор тата ытти кружок ĕçленĕ.

Тÿскелсене пĕлеççĕ, ăмсанаççĕ

«Шуçăма» пĕтме паман Тÿскелсем. Халĕ çак ятпа фольклор ансамблĕ çÿрет. Ăна Вениамин Игнатьев ертсе пырать. Районти, республикăри мероприятисене яланах хутшăнаççĕ артистсем. Хăйсен ирĕкĕпе йăла-йĕрке уявĕсене йĕркелеççĕ. Вĕсене урамра кăтартаççĕ. Пĕрремĕш хут 2013 çулхи Çĕнĕ çула кĕтсе илнине анлăн уявланă. 20 градус сивĕре юрласа-ташласа савăннă, ăшăннă. Уявсене видеоаппаратпа ÿкереççĕ те интернета вырнаçтараççĕ. Çапла майпа Тÿскелсен пултарулăхĕпе республика çынни çеç мар, ют çĕр-шывра пурăнакан та паллашма пултарать. Ахальтен мар Канадăран, Израильтен, Владивостокран, Тюменьрен хаклавсем килеççĕ. Пурте вĕсене ăмсаннине пĕлтереççĕ. Сергей Нягин оператор, фотограф ял-йыш пултарулăхĕпе тĕнчене паллаштарать. Компьютерта ял ятне кăтартсан Тÿскелсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ÿкернĕ видеофильмсемпе роликсем тухаççĕ. Кунтах Çĕнĕ çул, Çăварни, Мăн кун уявланине курма пулать. Вăйă картине сăнланисем те пур. Ял халăхĕ субботникра тăрăшса ĕçлени те, хăй шутĕнчен çул сарни те кадрта сыхланса юлнă. Акă Сочири Олимп вăййисем уçăлнине халалласа ирттернĕ мероприяти те хăйне евĕр кăсăклă. Унта ватти-вĕтти хутшăннă. Çамрăксемпе пĕрлех 86 çулти Валентин Шашков та факел йăтса чупнă. Каярахпа Тÿскелсем хăйсен Олимпиадине уçнă: йĕлтĕрпе ярăнса ăмăртнă, хоккейла вылянă. Сăмах май, хоккей команди те «Шуçăм» ятлă. «Пулни-иртнине асра хăварма видеофильмсем ÿкеретпĕр. Ачасем курса савăнччăр. Шел, малтанхи ушкăнра пĕрле юрланисенчен чылайăшĕ çук халĕ. Пĕр-икĕ сăн ÿкерчĕк çеç сыхланса юлнă», – тет Вениамин Витальевич.

Вăл – ял кун-çулне çĕнĕ варкăш кĕртекенĕ. Маларах Тольятти хулинче ĕçлесе пурăннăскер икĕ çул каярах тăван ялне пурăнма куçнă. Унти пурнăçа улăштарас тĕлĕшпе юлташĕсемпе канашланă, кашни ĕçшĕн яваплă çынна палăртнă. Сăмахран, Георгий Пушков кĕвĕ хатĕр-хĕтĕрне юсать, Сергей Нягин сăн ÿкерчĕк ÿкерет, Всеволод Александров уявсем йĕркелет.

Бассейнра ишеççĕ, халăха савăнтараççĕ

«Шуçăм» ушкăна 13-14 çын çÿрет. Ытларахăшĕ – хĕрарăмсем. Ялти пур мероприятие те хутшăнаççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе, хăйсем йĕркелесе ертсе пыраççĕ темелле. Субботник е пĕр-пĕр уяв пулать-и – «Шуçăм» ансамбль артисчĕсем чи малтан хутшăнаççĕ. Репетицисене вара «Прогресс» хуçалăхăн бригада çуртĕнче ирттереççĕ. Юрать-ха, ку хуралтă пур. Кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсем те кунтах упранаççĕ. Унта кунĕпе кам кăна кĕрсе тухмасть пулĕ. Бригада çурчĕн алăкĕ хупăнма пĕлмест. Апла пулин те музыка инструменчĕсем çухалнă тĕслĕх пулман хальччен. Ял-йыш спонсор пулса «Шуçăма» хăй хатĕр-хĕтĕр парнелет. Халĕ вĕсен – ултă баян, пилĕк хут купăс, параппан, гитарăсен шучĕ те çук. Микрофона, ытти аппаратурăна та ял çыннин укçи-тенкипе туяннă. Халăх сурсан кÿлĕ пулать тени тĕрĕсех çав.

«Ял-йыш хаклама пĕлет сире. Апла пулсан юрламалла та юрламалла», – терĕм артистсене хавхалантарса. «Эпир юрланисĕр пуçне ташлатпăр та, спектакльсем те лартатпăр, районти, республикăри мероприятисене хутшăнатпăр. Сценарисене Зинаида Ермолаева çырать», – кăмăллăн калаçрĕ ертÿçĕ.

Зинаида Николаевна маларах район администрацийĕнче ĕçленĕ, халĕ – тивĕçлĕ канура. Вăл – ушкăнăн тĕп шăнăрĕ.

Шел, çамрăксем çукрах «Шуçăмра». Малашне яшсемпе вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркелессине пĕлтерчĕ Вениамин Игнатьев. Хăй çавăнтах: «Пирĕн хĕрарăмсем тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ, – терĕ. – Кашни эрнерех районти физкультурăпа спорт керменне бассейна çÿреççĕ».

Эпĕ тÿрех ĕненмерĕм çакна. «Шыв сывлăхшăн усăллине туйрăмăр та халĕ кашни кĕçнерни кун унта каятпăр. Маларах тренажер залне те çÿренĕччĕ», – харăссăн хуравларĕç сцена ăстисем. Вĕсен хушшинче вара çичĕ теçеткене çывхаракансем те пур. Кăçал районти хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕнче çакскерсем (Елчĕк ял тăрăхĕн команди йышĕнче пулнă) иккĕмĕш вырăна тухнă. Унта спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртнă, юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Сăмах май, Тÿскелсен ял гимнĕ те, гербĕ те пур.

Кашни уява пĕрле пухăнса ирттерет ял-йыш. Клуб çуккишĕн кулянса лармасть. «Шуçăмпа» пĕрле çут çанталăкра юрласа-ташласа савăнать. Унсăр пуçне Тÿскелсем пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ. Акă çак кунсенче кунта Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕпе часавай-чиркÿ уçнă. Ăна каллех ял-йыш вăй-халĕпе çĕкленĕ.

«Пĕрлĕхре – вăй», – теççĕ халăхра. Йышпа ĕç тума та, юрласа-ташлама та аван. Ĕç ÿсĕмĕ те куç умĕнчех.

Елчĕк районĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.