Штраф парса тĕрĕс турĕç-ши?

14 Чÿк, 2018

Хисеплĕ редакци!
Сирĕн хаçатран пулăшу ыйтатпăр. Темиçе çул каялла Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан 44 çынна пĕр участокра çĕр пайĕ уйăрса панă. Çав шутран 21-шĕ лаптăкĕсене пайласа илчĕç, ун çинче хăйсем ĕçлеме тытăнчĕç. Ыттисем, 23 пай çĕрĕсен хуçисем, пурте тенĕ пекех ватăсем. Вăй-хал çитсе пыманран куçман пурлăха вырăнти «Родина» ЯХПКна арендăна патăмăр. Уншăн пире çулсерен тырăпа тивĕçтерчĕç.
2018 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче сасартăк тĕрĕслев органĕнчен çыру килчĕ. Унта эпир пай çĕрĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕслессине пĕлтернĕ. Пирĕн лаптăксемпе вырăнти предприяти хуçаланнăран пăшăрханмарăмăр. Октябрĕн 17-мĕшĕнче Раççей ял хуçалăх надзорĕнчен тĕрĕслевпе çитрĕç. Пире çĕр пайĕсене илсе кайса кăтартрĕç. Ак тамаша! Унта вара çум курăк ашкăрса ларать. Хуçалăх ăна тахçанах сухаламан иккен. Тĕрĕслевçĕсем пулăхлă çĕре юхăнтарнăшăн пире 20-шер пин тенкĕ штраф парассипе хăратрĕç. Кайран хистесе тенĕн хут çыртарчĕç (ходатайство тенине), штраф хисепне 10 пин тенке хăварчĕç. Çемьере 2 çыншăн 20 пин тенкĕ тÿлемелле халĕ.
Çакна ăнланмастпăр: мĕншĕн хуçалăх ертÿçисем пире пай çĕрĕсемпе усă курманнине пĕлтермен? Эпир вара вĕсене шаннă, ĕненнĕ. Тĕрĕслев хыççăн йĕркесĕрлĕхе пĕтерме яланах вăхăт панă. Ăна пурнăçламасан çирĕпрех явап тыттарнă. Пире вара тÿрех штраф шаплаттарчĕç. Çакă тĕрĕсех-ши? Нивушлĕ малтанлăха каçарма-асăрхаттарма çук? Тĕрĕслев умĕн хуçалăх çĕр пайĕшĕн каллех тырă пани те тĕлĕнтерет.
Халĕ çĕре вырăнти фермера патăмăр. Вăл ăна кĕркунне сухаласа хăварчĕ.
Пирĕн алăра çĕре арендăна панин докуменчĕсем çук. Анчах тырă илнĕ чухне документа алă пусатпăр. Апла аренда докуменчĕсем пурах, анчах камра вĕсем? Калама йывăр.

Ял çыннисем ыйтнипе Елена ТОЛСТОВА.

Сирĕн ыйтăвăра Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçин заместителĕ Николай РОМАНОВ хуравлать:

— Управлени ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çĕр пайĕ пур граждансен тĕлĕшпе вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсен харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕ Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ял территорийĕнче 21:08:140101:222 кадастр номерĕпе вырнаçнă.
Управлени вырăна тухса тĕрĕслев ирттерессине çĕр пайĕн харпăрçисене почта урлă пĕлтернĕ, 21:08:140101:222 кадастр номерлĕ çĕр лаптăкне тĕрĕслеме тата пăхма харпăрçăсене Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхне чĕнтернĕ.
Тĕрĕслевре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 21:08:140101:222 кадастр номерлĕ çĕр лаптăкне ял хуçалăх производствинче усă курманнине, вăл çум курăкпа хупланнине палăртнă. Ку — РФ Çĕр саккунне пăсни пулать. Право йĕркине пăснăшăн РФ Кодексĕн 8.7 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă явап тыттарса граждансене 20 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ штраф параççĕ. РФ саккунĕпе тата Кодексĕпе /8.7 статйин 2-мĕш пайĕ/ килĕшÿллĕн йĕркене пăсакансене асăрхаттарса административлă явап тыттарассине пăхман.
Тĕрĕслевре управлени инспекторĕсем граждансене РФ çĕр çинчен калакан саккунсем пирки туллин ăнлантарнă. Çав шутра асăннă саккуна пăснăшăн — пулăхлă çĕр лаптăкне ял хуçалăх производствинче усă курманшăн — мĕнле санкцисем пăхса хăварнине те. Граждансене административлă йĕркене пăснăшăн — çĕр участокĕпе усă курманшăн — РФ Кодексĕн 8.7 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнине ăнлантарнă.
Управлени специалисчĕсем административлă йĕркене пăснă тĕслĕхпе материалсене ертÿçĕн заместителĕ е ертÿçĕ пăхса тухассине тата граждансен унччен маларах е ĕçе тишкернĕ вăхăтра административлă штрафа чакарма ыйтса çырма ирĕк пуррине пĕлтернĕ. Административлă штраф хурассине тата унăн хисепне чакарассине ертÿçĕн заместителĕ е ертÿçĕ ĕçе пăхса тухнă май татса парать.
Граждансене çавăн пекех çĕр лаптăкĕпе усă курас правăна тата тивĕçе ăнлантарнă. Тĕрĕслевре асăннă лаптăкпа усă курнин докуменчĕсене тата аренда килĕшĕвне граждансем кăтартайман. Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче те обћект пирки, унăн правине регистрациленине, асăннă çĕр пайне теприне панине пĕлтерни çук. Тĕрĕслевре «Родина» ЯХПК ертÿçи те пулнă. Управлени инспекторĕсем çĕр лаптăкĕн аренда килĕшĕвĕ пуррипе кăсăкланнă. «Родина» ЯХПК ертÿçи килĕшÿ çуккине, хуçалăх асăннă çĕр пайĕсемпе усă курманнине пĕлтернĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса АРСЕНТЬЕВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.