Шлепкеллĕ пăта

11 Нарăс, 2017

Тинтерех кăна сăвă анине сухалама пуçланă Борис Ложкин хăй кĕвĕленĕ опуссен шутне тахçанах маннă Василий Тарелкин композиторпа кану çуртĕнче паллашрĕ. Маэстро кунта пултарулăх черетлĕ командировкине ирттерме килнĕ-мĕн. Лешне вара çамрăк сăвăçсен семинарне йыхравланă.

Кĕтмен-туман çĕртен тĕл пулнă вĕсем. Композитор валли хуларан юсава панă пианино турттарса килнĕ. Паллах, шоферпа грузчик тата юрă-кĕвĕ ăсти хаклă инструмента пÿлĕме ниепле те сĕтĕрсе кĕреймен. Шăп та лăп çав вăхăтра вĕсен çумĕпе чĕвĕлти кайăк евĕр сăвăç утса иртнĕ. Ара, çутçанталăк илемĕпе киленнĕ май пуçра çĕнĕрен те çĕнĕ йĕркесем хăйсемех çуралса пыраççĕ-çке: "Епле илемлĕ çутçанталăк, ĕнертенпе шăп иртрĕ талăк..." Çук-çук, çапла тата аванрах: "Паян уяр-çке пит çанталăк, ĕнертенпе шăп иртрĕ талăк..."

— Çамрăк çыннăм! — сăмах хушнă Тарелкин сăвăçăн шухăш çăмхине татнă май. — Çак япалана илсе кĕме пулăшаймăн-ши?

— Тархасшăн, — килĕшнĕ çийĕнчех Ложкин хăй умĕнче кам тăнине хаçат-журналти сăнÿкерчĕксенченех тÿрех палласа илнĕскер. — Кирлех-тĕк, виçĕ вакун пушатмалăх вăй та пур...

Борис мĕн пĕчĕкренех чапа тухма ĕмĕтленнĕ, çакна, хăй каланă тăрăх, тĕлĕксенче те курнă имĕш. Акă вăл — çак самант! Ним кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕ вĕт. Эппин, нимĕн иккĕленсе туртăнса тăмалли те çук.

— Хаклă Василий Иванович, эпир кунта çамрăк сăвăçсен семинарне пуçтарăннă, — именчĕклĕн систернĕ Ложкин капмар пианинăна кĕтессе вырнаçтарса лартсан. — Вăхăт тупса ман сăвăсене пăхса тухаймăр-ши? Тен, хăшĕ-пĕри юрă валли юрăхлă пулĕ? Уншăн малтанах тав сăмахĕ каласа хуратăп.

Композитор патĕнчен вăл çунат çакса янăн тухса вĕçтернĕ. Мĕн калăн: кĕç-вĕç сан сăввусем тăрăх çырнă юрăсем кашни кĕтесрен янăрама пуçлаççĕ вĕт. Акă вăл — ĕмĕтленнĕ чап!

Хаклă вăхăт çерçи сăмси евĕр кĕске пулсан та маэстро Ложкина пулăшма пикеннĕ. Мĕн тăвас тетĕн-ха: хирĕçлеме сăлтав çук-иç тата вăл хăй те пулăшрĕ... Ик-виçĕ кун аппаланса ларнă хайхи Борис сăввисемпе, анчах пĕри те кĕвĕ картине выртасшăн мар. Пурте пĕр евĕр янăраççĕ: "Епле илемлĕ çутçанталăк" е "Паян уяр-çке пит çанталăк..." Йĕркеллĕ юсаман пианино сасси нăйлатать. Тата ятарлă саккас та канăç паман композитора. Ăна çывхарса килекен уяв валли çырмалла-çке. Ĕлкĕреймесен çынран намăс. Кану çуртне те çав тĕллевпех килнĕ вĕт-ха вăл.

Шел те, кĕçех мĕн палăртни ирхи тĕтре евĕрех сĕвĕрĕлме пуçланă. Ара, çутăлнă-çутăлман Ложкин композитор пÿлĕмĕ умне пыра-пыра тăнă. Аллинче вара çĕнĕ хайлавсем, пăрсан шыв юхманни кăна...

Шалт аптраса çитнĕ Василий Иванович, нерв тени тимĕр мар-çке. Пуçра ялан пĕртен-пĕр шухăш явăннă: мĕнле сăлтав тупса хăпмалла-ши çилĕм пек çулăхнă сăвăçран? Тата саккас вăхăчĕ те хĕстерсех пырать, паянхи куна вара пĕр нота та çырăнман...

Ун телейне-ши, шăп çав самант Тарелкин куçĕ тĕлне урай хăминчен татăлса тухнă шлепкеллĕ пăта вĕçĕ пулнă. "Эврика!" — теме кăна пултарнă маэстро.

— Çамрăк çыннăм! — сăмах пуçарнă композитор Борис ун патне çитнĕ-çитмен. — Куратăн-и, ав пĕр урай хăми каштинчен уйрăлса кайнă? Çапса хума пăта кирлĕччĕ те, анчах алă айĕнче çук. Хама тухса çÿреме çăмăлах мар. Лавккана кайса килеймĕн-ши?

— Çиччас, — тавăрнă Ложкин. — Шиво-тва...

— Анчах çакна ан манса кай, — асăрхаттарнă Тарелкин хăй мĕн каварлани пурнăçланасса кăмăллăн кĕтсе юлнăскер. — "Стодвадцатка" туян, шлепки çинче вара шăпах çав цифрăсем пулмалла.

— Ман сăвăсем тинех ăна çырлахтарчĕç пулас, — хĕпĕртесе ÿкнĕ Ложкин. — Кĕçех юррăмсене артистсем шăрантарĕç...

Çĕмрен евĕр персе çитнĕ вăл лавккана. Витрина çинчи пăтасене курсан куç алчăраса каймалла — ещĕкĕ-ещĕкĕпе выртаççĕ: "восьмидесятка", "сотка", паллах, "стодвадцатка" та... Сехете яхăн чакаланнă Борис ещĕкре, анчах пăта шлепки çинче кирлĕ штампланă цифрăсене çав-çавах тупайман. Лавккаран лавккана çитнĕ вăл хула тăрăх çÿресе, кирлĕ цифрăсем çеç тĕл пулман... Юлашки лавкка хупас умĕн çеç туйса илнĕ ăнман сăвăç хăйне шăвăç çуна çине лартса янине... Ăна та пулин лавккари тирпейлÿçĕ систернипе кăна. Ара, пăта шлепкисем çине цифрăсем нихăçан та лартманнине Борис çуралнăранпа та пĕлмен. Çак таранччен пăта çапса та курман та вăл.

Çак кулăшла пăтăрмах хыççăн Ложкин Тарелкина хулара курнă-курман айккинелле пăрăнса утма пуçланă теççĕ. Маэстро вара хавхалансах кайнă имĕш, ун пÿлĕмĕнчен кашни кунах пианино сасси илтĕннĕ. Саккаса ăнăçлă пурнăçланă сас-хура та тухрĕ кайран. Анчах ку — пачах урăх истори...

Микул ПУЛАР

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.