Шкула офицерсем килсен...

Вĕсем те хăй вăхăтĕнче çурăм хыçне сумка çакса шкула васканă. Учителĕн ăса вĕрентсе каланă сăмахне тимлесех итленĕ. Тĕрлĕ ăмăртăва пĕтĕм чун хавалĕпе хутшăннă, пушă вăхăтра алăран кĕнеке яман. Кашниех Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас ĕмĕтпе пурăннă.

Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн яшсем çар училищисене çул тытнă. Унтанпа авă шыв-шур нумай юхнă, унчченхи курсантсем халĕ — офицерсем. Чăваш Енĕн хастар çыннисем ĕнтĕ тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ, хăйсене шанса панă ĕçе чунтан юратса пурнăçлаççĕ.

Çĕрпÿ районĕнчи Куснар-пуçĕнче çуралса ÿснĕ Иван Николаевич Николаев полковник темиçе çул каялла тăван тăрăха килсен тарăн шухăша путнă. «Шкултан вĕренсе тухнăранпа 10, 15, 20 е ытларах çул çитнине яланах паллă тăватпăр. Тахçан пĕрле ăс пухнисемпе тĕл пулса калаçма чăнах та аван. Манăн вара тата пысăк ĕмĕтĕм пур. Пирĕн тăрăхран тухнă çар çынни чылай. Вĕсемпе пĕрле шкулсене çитсе паттăрлăх урокĕсем ирттересчĕ. Çавăн пекех вăхăтсăр пуç хунă салтаксен вилтăприйĕсен умне çитсе пуç таясчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă ветерансем патне çитсе курасчĕ», — тенĕ вăл ун чухне.

...Ĕнтĕ «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци йĕркеленнĕренпе нумай çул иртрĕ. Çак çулсенче республикăри кашни районта пулса çамрăксемпе асăнмалăх тĕлпулусемпе ăмăртусем ирттерчĕç чăваш тăрăхĕнчен тухнă офицерсем. Хальхинче те çак тĕллевпех Канаш районĕнчи Шăхасан шкулне çитрĕç вĕсем.

Эрик Васильевич Васильев полковник, Вячеслав Михайлович Ильин полковник, Владимир Ильич Андреев подполковник, Георгий Васильевич Макаров генерал-лейтенант тата ытти хăнан сăмахĕсене тимлесе итлерĕç шкул ачисем.

— Шкул вăл — уроксене вĕрентни çеç мар, ачасемпе ĕçлени, вĕсемпе тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнса çĕнтерни, таçта та тухса çÿрени, пушă вăхăтра ушкăнпа çут çанталăк ытамĕн-че пулни, паллă çынсемпе, паттăрсемпе тĕлпулусем ирттерни. Ан тив, кайран темиçе çул иртсен вĕсем парта хушшинче ларнине çеç мар, ытти пулăма та савăк кăмăлпа аса илсе мăнаçланччăр. Пĕрле пуçтарăнсан: «Астăватăр-и, еп-ле хаваслăччĕ шкул пурнăçĕ. Офицерсем те пĕрре мар пирĕн пата килсе паттăрлăх урокĕсем ирттернĕччĕ», — тесе калаччăр, — терĕ Вячеслав Михайлович. — Эпĕ хам та ку шкултах вĕреннĕ. Ун чухнехипе танлаштарсан паянхи шкул капăр. Ачасене мĕн кирли те йăлтах пур. Ÿркенмелле мар, тăрăшса та çанă тавăрса çеç вĕренмелле. Вара çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулатех.

Манăçмаççĕ ветерансем

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнăран офицерсем Шăхасанта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Виктор Михайлович Михайлов вăрçă ветеранĕпе скайппа калаçасшăнччĕ. Шел, ветеран чирленине пула ку ĕмĕт пурнăçа кĕреймерĕ.

Вăрçă пуçланнă çулхине Виктор Михайлович шăп та лăп вун çиччĕ тултарнă. Вăл лайăх спортсмен пулнă. Уйрăмах йĕлтĕре килĕштернĕ. Республика чемпионатĕнче те палăрнă хастарскер. Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăра пурăнакан 500 йĕлтĕрçе Шупашкара пуçтарнă. Çав шутра Шăхасан каччи те пулнă. Пурте фронта хăвăртрах тухса каяс ĕмĕтпе хыпса çуннă.

Фронтра пĕрре мар паттăрлăхĕпе палăрнă Виктор Михайлович. Орден, медаль те кăкăр тулли пулнă. Вăрçă хыççăн Çарпа политика академине пĕлÿ илме кĕнĕ те унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă. 1977-1987 çулсенче генерал-майор Ригăри С.С.Бирюзов маршал ячĕллĕ аслă çарпа политика училищин ертÿçи пулнă.

Ветеран ентеше халалласа Шăхасанти тĕп урама унăн ятне панă.

Шăхасанта хастар ветерансем тата та пулнă. Акă Иван Платонович Платонов аслă сержант «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Хăюллă снайпер пулнăскер тăшмана пĕр шелсĕр тĕп тунă.

Ялта нумай çул клуб ертÿçинче тăрăшнă. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ырă суннă. Хăй те спорта юратнă. Лайăх фотограф пулнăран тĕрлĕ сăнÿкерчĕк тунă, заметкăсем çырма юратаканскер район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă. Хаçатра унăн заметкисем час-час пичетленнĕ. Уйрăмах вăрçăри асаилÿсене çырнă вăл. Чунри ыратăва материалсенче лăплантарма тăрăшнă. Вăрçăра пуç хунă ентешĕсене халалласа чаплă фотоальбом та хатĕрленĕ. 2001 çулта вара ветеран ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Е тата Николай Алексеевич Алексеев учитель пирки те ыррине çеç калама пулать. Вăл 1941 çулхи çурла уйăхĕн-че вăрçă вутне кĕнĕ. Паттăрлăхпа хастарлăхне кура нимĕç эшкерĕсене пĕр шелсĕр тĕп тунă. 1944 çулхине пĕр хĕрÿ çапăçура йывăр аманнă. Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршыв вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан, хăй суранĕсене пăхмасăр ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçре тăрăшнă. Тĕрлĕ çулта тĕрлĕ шкулсенче директорта та, завуч пулса та ĕçленĕ. Клуб ертÿçинче те вăй хунă. Кирек ăçта та сатурлăхĕпе çеç палăрнăскере ял халăхĕ хисепленĕ. Пурнăçа чун-чĕререн юратаканскер 69 çул тултарсан ку тĕнчерен уйрăлнă.

Вăрçăра пуç хунисене асра тытса пурте пĕр минут шăп тăчĕç.

 

Аса килет ачалăх...

Шăхасансем Чăваш чĕлхи эрнине халалласа тата Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килнине асра тытса концертпа савăнтарчĕç хăнасене. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем паллă поэтсен сăввисене те илемлĕ вуларĕç. 2 «б» класри Юлиана Кондратьева хăйĕн уçă сассипе «Пуканесем» ятлă сăвва чăн-чăн артист пек шăрантарчĕ.

— Ман çире те сараппан,
Пуканен те сараппан.
Вăл та,
Эп те пушмакпа.
Тĕлĕнсе çынсем тăраççĕ, —
Аннерен вĕсем ыйтаççĕ:
— Вăл та,
Ку та пукане, —
Ăçта сирĕн
Марине?

Çак сăвва итленĕ май Вячеслав Михайлович Ильин полковникăн куçĕ умне ачалăхĕ тухса тăчĕ.

— Юратнă вĕрентекене Анисия Александровна Николаевăна пула шкула çÿреме çав тери юрататтăм. Унăн ăшă кăмăлĕ, тараватлăхĕ кашни ачана хăпартлантаратчĕ, вĕренÿре çитĕнÿсем тума пулăшатчĕ. Тавах, Анисия Александровнăна! Вĕренÿ çине нихăçан та сÿрĕк пăхман эпĕ. Вĕрентекен пирĕншĕн Турă пекех шутланнă, çавăнпа та уроксенче тимлĕ пулнă. Киле парса янă ĕçсене те кăмăлтан пурнăçланă. Атте-анне сăмахĕнчен нихăçан та иртмен. Е тата çуллахи каникул хаваслăхпа асра юлатчĕ. Хĕртсе пăхакан хĕвеллĕ кунсенче аслисемпе тан колхозра ĕçленĕ. Çав вăхăтрах кĕтÿ кĕтнĕ, утă çулнă, вутă çурнă. Алла çава, пуртă тытса ĕçленĕрен ал тупанĕсем хĕрелсе тăртанатчĕç, хулпуççисем тĕлкĕшетчĕç. Çакнашкал ывăннă хыççăн утă купи çине тÿнсе кайса канма пит аванччĕ. Çав самантра шăм-шака ытарайми канлĕ туйăм çавăрса илетчĕ. Çÿлте кăн-кăвак пĕлĕт пурçăн евĕр йăлтăртататчĕ, ылтăн хĕвел ялкăшса çунатчĕ. Çапах та хуçалăхри йывăртарах ĕçсене пурнăçланăран хул-çурăм çирĕпленнĕ çеç, — терĕ вĕренекенсене.

4 «б» класра вĕренекен Семен Игнатьевăн сăвви те итлекеншĕн кăмăллă пулчĕ.

Хура лаша юрттарать,
Инçе çула вăл васкать,
Пирĕн пек вĕтĕр-шакăра
Ярăнтарма хыпаланать...

Ку йĕркесем вара Владимир Ильича шухăша ячĕç. Ара, вăл аслă классенче инçе çула кĕскетсе Шăхасана вĕренме çÿренĕ-çке. Канаш районĕнчи Матьшÿ ялĕнче тăхăр ачаллă çемьере кун çути курнă икĕ енлĕ йĕлтĕр спорчĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ Владимир Ильич асаилĕвне те çамрăксем хаваспах итлерĕç.

— Анчах лашапа мар, урана йĕлтĕр сырса васкаттăм пĕлÿ çуртне. Ачаранах йĕлтĕрпе чупма юратнăран хĕллехи шартлама сивĕ те хăратмастчĕ. Йĕлтĕрĕ манăн чаплах марччĕ паллах, аттепе аннен ачи нумай пулнăран мĕн кирлине йăлтах илсе парайман-çке. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне районти ăмăртăва сунарçă йĕлтĕрне сырса хутшăнтăм, апла пулин те ыттисене кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕм. Çак çитĕнÿ хыççăн шкултан йĕлтĕр парнелерĕç. Ку маншăн виçесĕр савăнăç пулчĕ. Мана никам та спорт вăрттăнлăхне вĕрентмен, эпĕ хамах тапса тăракан пултарулăхăма аталантарма тăрăшнă. Атте-анне вара яланах ырă тĕслĕх парса, ĕçе юратма, тĕрĕс пурăнма, çынна хисеплеме хăнăхтарнă, тарăн пĕлÿ илме пулăшнă. Ачасем, сире те ыррине çеç сунатăп. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр тесен шав малалла ăнтăлмалла, йывăрлăх умĕнче пуçа усмалла мар, — çирĕплетрĕ Владимир Ильич.

«Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсем Шăхасан шкулĕнчи чи хастар вĕрентекенсемпе вĕренекенсене парнесемпе савăнтарчĕç. Шкул библиотекине те пуянлатса хăварчĕç. Çавăнтах Геннадий Александрович Викторов офицерăн Раççей Геройĕсем çинчен çырнă кĕнекисене парнелерĕç. Ĕнтĕ Шăхасан ачисем Йĕпреç районĕн-чи Çăкалăхра çуралса ÿснĕ, кайран паттăрсен вилĕмĕпе куçне хупнă Леонид Сергеевич Константинов пирки, Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче кун-çути курнă, халĕ Мускавра пурăнакан Николай Федорович Гавриловпа Чĕмпĕр чăвашĕ Геннадий Григорьевич Ирейкин çинчен тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултараççĕ.

Кун пек хаваслă тĕлпулу малашне те пуласса шанаççĕ Шăхасансем.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Шăхасан.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕсенче: Вячеслав Михайлович Ильин полковник юратнă педагогĕпе Анисия Александровна Николаевăпа; Хăнасене савăнтарнă пĕр ушкăн; Эрик Васильевич Васильев полковник: "Шкул музейне парне!".

Элиза ВАЛАНС"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.