Шкул лесничествисен слечĕ

28 Çĕртме, 2018

Нумаях пулмасть республикăри шкул лесничествисен XXXII слечĕ иртнĕ.

Унта 11 районтан /Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Вăрмар, Пăрачкав, Етĕрне, Тăвай/ тата 3 хуларан /Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Çĕмĕрле/ пухăннă 12 команда хутшăннă. Слета шкул лесничествисен вĕренÿ çулĕнчи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетме ирттернĕ. Ачасен зоологи, ботаника, гидробиологи, лесоведени, вăрман ĕрчетни енĕпе пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

«Командăсемпе паллаштарни» конкурс хаваслă иртнĕ. «Стена хаçачĕ» тупăшура ачасем слет пурнăçне сăнланă, кăсăклă самантсене палăртнă. Унсăр пуçне тĕрлĕ номинаципе тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ. «Вăрман ÿсен-тăранĕн экологийĕ», «Вăрман чĕр чунĕсен экологийĕ» тата ытти темăпа «Подрост» уй-хир конференцине хутшăннă. Слетра 1-мĕш вырăна Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕ тухнă. 2-мĕшне Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулти «Светофор» команда йышăннă, 3-мĕш вырăна Вăрнар районĕнчи ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Вăрман хуралçисем» команди тивĕçнĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме