ШĔШКĔ ÇИÇĔМРЕН СЫХЛАТЬ ТЕÇÇĔ

21 Çурла, 2014

Çу вĕçĕнче-кĕр пуçламăшĕнче вăрман мăйăрĕ тулса çитет. Мĕн авалтанпах шĕшкĕне сиплĕхĕшĕн кăна мар, асамлăхĕшĕн те пысăка хурса хакланă, вăл усал-тĕселрен, çиçĕмрен сыхлать тесе шухăшланă.

Сăмах май, А. С. Пушкин шĕшкĕ пулăшнипе венăсен чирĕнчен, урасем хытă ыратнинчен сывални паллă.

Сиплевре шĕшкĕн çулçипе, хуппипе, мăйăрĕпе усă кураççĕ. Çулçин шĕвекне ар парĕн аденоминчен сипленнĕ чухне шăк тухассине вăйлатма ĕçеççĕ.

Хуппипе венăсен варикозĕ тата трофика язви аптрасан сĕрмелли маç хатĕрлеме усă кураççĕ.

Мăйăрĕ юна йĕркене кĕртме, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне лайăхлатма пулăшать. Вăл чире пула халсăрланнă тата аслă çулсенчи çынсене уйрăмах усăллă. Мăйăр организмран ытлашши холестерина кăларать, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать.

Ар парĕ, пÿре шыçсан, геморрой аптратсан, апат куçасси вăйсăрлансан. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ шĕшкĕ çулçипе хуппине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сывлăх лайăхланиччен.

Е 1 апат кашăкĕ шĕшкĕ хуппине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине лартса 10 минут пиçĕхтермелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 4 хут апатчен çуршар стакан ĕçмелле.

Вăрах простатитран сипленме халăхра çак рецептпа усă кураççĕ. 2-шер пай шĕшкĕ çулçипе хурăн çулçине, 1 пай чăрăш тăррине хутăштармалла. 4 апат кашăкĕ чĕр тавара 3 стакан шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, ăшă вырăнта 2 сехет пиçĕхтерсе лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 уйăх.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.