Шӑрӑх тыр-пулпа пахча ҫимӗҫ тухӑҫне чакарма пултарать
Чӑваш Енре ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран тата тип-шара пула чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикинчи чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва сирес тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес енӗпе йӗркеленӗ комисси ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ. Ларӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ертсе пычӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ -ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Ҫумӑр вӑрах вӑхӑт ҫуманран тыр-пул уй-хирӗнче ҫӗр ҫурӑлма пуҫланӑ. Уйрӑмах лару-тӑру кӑнтӑр районӗсенче йывӑр. Хура ҫӗр кӑнтӑрлахи вӑхӑтра 60 градус таранччен хӗрет. Кун пекех пулсан ҫурхи культурӑсен тухӑҫӗ пӗчӗкленӗ, тырӑсен пучахӗсем халех пӗлтӗрхипе танлаштарсан 30 процент кӗскерех. Ҫӗр улми тухӑҫӗ те чакма пултарать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ вӗҫленичченех шӑрӑх хуҫаланмалла. Ҫурла уйӑхӗ те нормӑран 6 градус ӑшӑрах пулмалла.
Комментари хушас