ШĂРĂХ: ĂШ ХЫПАТЬ

26 Çĕртме, 2014

Çуллахи шăрăх çанталăкра тăтăшах ĕçес килет. Анчах лавккари шĕвексем ăш хыпнине пурте ирттермеççĕ. Сывлăхшăн мĕн лайăхрах-ха?

 Квас

Килте хатĕрленĕ çырла квасĕ ăша лайăх кантарать. Хăмла çырли, сад çĕр çырлин шĕвекĕ гипертонирен, анемирен, чĕрен ишеми чирĕнчен хÿтĕленме-сипленме те пулăшать, юн тымарĕсемшĕн усăллă.

Квас валли вĕтетнĕ 800 грамм хăмла çырли е сад çĕр çырли илмелле, вĕренĕ вĕри 4 литр шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле, илсен 2-3 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. 1 апат кашăкĕ сахăр, 25 грамм пресланă çĕпре кăшт шывра ирĕлтерсе тата 1 апат кашăкĕ лимон сĕткенĕ хушмалла.

Пÿлĕмре пĕр талăкран пуçласа темиçе кун таран /температура мĕнлине кура/ йÿçĕтсе лартмалла.

Хатĕр шĕвекĕн çĕпре шăрши çухалать, тути кăмăллă йÿçкекрех пулать. Кваса кĕленчесене ярса сивĕтмĕшре упрамалла.

Симĕс чей

Р витамин пуррине кура симĕс чей юн тымарĕсене паха витĕм кÿрет, юн çаврăнăшне лайăхлатать. Тата унри танин çăварăн лăймака сийĕшĕн усăллă, ăна нÿретет, сивĕтет, ĕçес килнине ирттерет.

Асăрханăр! Симĕс чей хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гасртит, хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви, пÿре чирĕсем /уйрăмах - хăйăр е чул пур тăк/, ыйхă вĕçни, аритми, юн пусăмĕ ÿсни аптратсан юрамасть.

Пылак шыв

Газлă пылак шывра сахăр нумай, çавăнпа ăна шăрăхра литрĕ-литрĕпе ĕçеççĕ. Çавна май калори ытлашши пухăнать, вăхăт иртнĕ май кариес пуçланать, сахăр диабечĕ, самăрлăх, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕсен чирĕсем, атеросклероз аталанас хăрушлăх ÿсет. Хушăмсенчен сывлăхшăн консервантсем /ортофосфор йÿçекĕ/ уйрăмах сиенлĕ. Вĕсем организмран кальцие кăларма витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа ăш хыпсан пылак шыв ĕçекенсем тĕрĕс мар тăваççĕ.

Минерал шывĕ

Ĕçес килнине лайăх ирттерет, кĕлетке температурине йĕркелеме пулăшать, организмран сиенлĕ япаласене кăларать. Анчах та апат тата сиплев-апат минерал шывĕ усă кÿтĕр тесен газсăррине кăна ĕçмелле. Кунне çур литр таран ĕçме юрать.

Асăрханăр! Вар-хырăм тата пÿре чирлĕ пулсан мĕнле минерал шывĕ суйласа илесси пирки тухтăрпа канашламалла.

Морс

Шывпа шĕветнĕ çырла сĕткенĕ çулла ăш хыпсан ĕçме уйрăмах вырăнлă. Вăл ĕçес килнине ирттерет кăна мар, организма витаминсемпе те тивĕçтерет. Паллах, морса сахăр хушмасан лайăхрах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.